Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТАКА 21.III – 19.IV
Пăшăрханмалли-тарăх малли тупăнсах тăрать. Халиччен сăмах парса пурнăçламан ĕçсем йышланса кайнă, çак эрнере тытăнмаллах вĕсене – «ырана хăварас» лимит пĕтнĕ. Кăшт курнăçланни самай хавхалантарать, уйрăмах хĕрарăма. Ал вăйĕпе тумалли йывăр ĕçсене ку тапхăрта «кӳлĕнни» сывлăхшăн сиенлĕ. Укçа-тенкĕ енчен йăлт йĕркеллĕ, Така ахалех шикленет.
 
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Таврари çынсем патне тимлĕрех пулмалла, пуçа килнĕ кашни шухăша каласа пама васкамалла мар. Ăмсанса, кĕвĕçсе ура хурас текенсем сиен ан кӳччĕр. Вăкăрăн савнийĕпе хирĕçсех каймасан та, тавлашма тиветех пулĕ – шухăшсем пур чух та пĕр килмеççĕ. Юнкун сывлăхăра уйрăмах лайăх тимлĕр. Çăлтăрсем ку эрнере сирĕн финанс ăнăçăвĕ пуласса систереççĕ.
 
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрнен пĕрремĕш çурринчи калаçу самай кăмăлăра пăсĕ, чылай ӳпкелешӳ илтме тивĕ. Анчах çăлтăрсем Йĕкĕрешсене кулянма е çав çын çине кӳренме сĕнмеççĕ – мĕншĕн критикленине ăнланса тĕрĕс пĕтĕмлетӳ тусан аванрах пулĕ. Юратура йăлтах аван. Çак эрнере ирттернĕ косметика процедурисем чăнах та илем кӳреççĕ. Укçа-тенкĕ енчен эрнен иккĕмĕш çурри ăнăçлăрах пулать.
 
РАК 22.VI – 22.VII
Енчен те халиччен сирĕн пуçра тĕнче тĕлĕнмелле пысăк плансем капланса тăратчĕç-тĕк, пĕлĕр – вĕсене пурнăçлама вăхăт çитнĕ. Юрату хутшăнăвĕсем вĕçленмен, чарăнман, туйăмсем кăна лăпланнă. Ку тапхăрта Ракăн суранланас хăрушлăх пысăк, аварие те лекме пултарать. Финанс ыйтăвĕсене татса панă чух шанăçа çухатма та пулать, кĕтнĕ укçасем енчĕкĕре кĕме васкамаççĕ.
 
 
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Чăрмава пăхмасăр çине тăмалла мар халь сирĕн, кăшт тăхтамалла, мĕншĕн тесен ку тапхăрта эсир пулса иртекен ĕçсене тĕрĕс хаклаймасан та пултаратăр, «Васкакан вакка сикнĕ» пулса ан тухтăр. Юратури хутшăнусем тăнăç, уйрăммăн кулянмалли те, хĕпĕртемелли те çук. Арăсланăн вăй-хал иксĕлми, нимĕн пирки те ӳпкелешмелли çук. Çак эрнере сирĕн пысăк япаласем туянма та, проектсене пуçăнма та юрамасть.
 
ХĔР 23.VIII – 22.IX
Эрне варринче айăпсăрах явапли туса хума хăтланĕç. Çавăнпа уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене питĕ тĕплĕн тăвăр, тĕрĕслесех тăрăр. Çемьере лăпкă, тăнăç – чун савăнать. Суранланас хăрушлăх пур, шыçăсем аптратма пултараççĕ. Тахçанхи вĕçленмен ĕçсем, татса паман парăмсем, кредитсем самай канăçсăрлантарĕç.
 
ТАРАСА 23.IX – 22.X
Ку эрнере сирĕн кăмăл хуçăлмалли тупăнсах тăрать. Апла пулин те кичемленсе шанăçа ан çухатăр – таврари çынсемпе хутшăнусем пăсăлĕç. Юратура Тарасан романтика тапхăрĕ пуçланать. Пĕтĕмĕшле илсен сывлăх аптрамасть, анчах сирĕн кăмăл лăпкăлăхне тупмаллах… Финанс ыйтăвĕсене татса панă чух хăвăрăн вăя тĕрĕс хаклайманни сиен кӳме пултарать.
 
СКОРПИОН 23.X – 21.XI
Эсир темĕнле кăткăс лару-тăруран та тупăш тупатăр. Çывăх çыннăрсене сирĕн пулăшу кирлĕ. Канмалли кунсенче юлташĕсемпе çывăх çыннисен канăвне хаваслă ирттересси Скорпионшăн кăшт та йывăр мар. Юрату хутшăнăвĕсем кинори пек – туйăмсем те хĕрӳ, кĕвĕçӳ çителĕклех. Мĕн шутланине пурнăçлама вăй-хал çитет. Шел, укçа-тенкĕ енчен пур чух та эсир шутланă пек «шеп кăна» пулаймасть çав…
 
УХĂÇĂ 22.XI – 21.XII
Сире пăлхантаракан ыйтусем ку эрнере те пĕтмеççĕ. Тен, сирĕн вĕсене мĕнле майпа татса парасси пирки план тумалла? Хăвăр вара канмалли кунсемпе рехетленĕр. Хăш чухне юратнă çын ирĕкĕнчен тухайманни лайăх та. Ухăçăн тăрăшсах иммунитетне çирĕплетмелле. Çак эрнере тупăш илесси питĕ иккĕленӳллĕ.
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере сирĕн тунсăхлама тивмест, çинех тата вăл ăнăçлă та пулать. Ту Качаки хăйĕн умне хуть мĕнле тĕллев лартсан та ăнăçлăн пурнăçлать. Юратура тунă йăнăшсене тӳрлетме шăп çак эрнере шанăç пулать. Хăвăра ытларах тимлĕх уйăрмалла, пăхмалла. Эрнен иккĕмĕш çурринче туяннă япаласем эсир шаннине тӳрре кăлараççĕ.
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 18.II
Тахçанхи пĕлĕшĕрсемпе интереслĕ тĕлпулусем кĕтеççĕ сире тесе систереççĕ çăлтăрсем. Вĕсем сире çĕнĕ хыпарсем те нумай пĕлтерĕç, вăхăт та интереслĕ ирттеретĕр. Юратнă çынпа хутшăнусем лайăх – пĕр-пĕрне ăнланатăр, шанатăр, упратăр. Суранланас хăрушлăх пур. Батон çине çу сĕрсе çимелĕх те, ытти пĕчĕк-пĕчĕк савăнăçсемшĕн те укçа-тенкĕ çителĕклех.
 
ПУЛĂСЕМ 19.II – 20.III
Эрнере хире-хирĕçле ĕçсем çине-çинех пулса пыраççĕ. Таврари çынсемпе пĕр чĕлхе тупайманни, хăвăр вĕчĕрхенни халран ярать. Çавăнпа Пулăсен вăйпах ырра шанма тăрăшмалла. Енчен те паянхи кун эсир пĕччен, чун савни çук – ку эрнере юрату Турри çак çитменлĕхе пĕтерме тăрăшать. Шала кайнă чирсем çивĕчленес хăрушлăх пур. Финанс ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçу çулĕ çине тухать.
 
: 831, Хаçат: 17 (955), Категори: Гороскоп

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: