Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Халăхсен ассамблейин «Территория содружества» творчество проекчĕ 2011 çул вĕçĕнче грант выляса илнĕ. Паянхи наци ыйтăвĕ çивĕчленнĕ саманара çакăн пек проект пулмаллахчĕ ĕнтĕ, мĕн тесен те. Çавăнпа Туслăх çурчĕн директорĕн çумĕ Надежда Александровна Люкманова республикăри халăхсен йăли-йĕркисемпе çамрăксене паллаштарма çакăн пек проект шутласа кăларнă та, пурте ăна ырласа йышăннă, Хусанти аслă шкулсем те хапăлласах хутшăнма килĕшнĕ.
Çапла февралĕн 15-мĕшĕнче «Дальнее Зарубежье» кăларăмпа проект хута кайнă. Социаллă гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕпе Хусанти федераллă университет студенчĕсем çĕршывсем çинчен, вĕсен культури çинчен тантăшĕсене каласа панă, этно-каç наци кĕввисен дискотекипе вĕçленнĕ.
Эрнеренех Вăтам Азие халалланă каç йĕркеленĕ, унтан çывăхри çĕршывсенче пурăнакансем çинчен каласа панă. Мартăн 30-мĕшĕнче иртнĕ Кавказ халăхне халалланă мероприятие пынисем сăрт-тусен хушшинче пурăнакансем çинчен чылай çĕннине пĕлнĕ.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче вара Атăлçи халăхĕпе тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ. Программăна Андрей Васильевпа Альбина Пак ертсе пычĕç. Студентсем Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсемпе, вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. 5-7 минут хушшинче çамрăксен пĕр-пĕр халăхăн юрри-ташшине те кăтартмалла, авалтан пыракан йăлине каласа кăна мар, кăтартса пама та ĕлкĕрмелле. «Халăх ушкăнĕсенче» çав наци çынни пулни умра тăракан задачăна самай ансатлатни куçкĕрет. Мĕншĕн тесен вăл чĕлхене кăна мар, тăван халăхĕн историйĕпе культурине те, юрри-ташшине те пĕлет. Çакă илемлĕ пултарулăх номерне интереслĕрех, чăнах та илемлĕрех кăтартма май парать.
Мероприяти пуçланса вĕçленичченех залра ларакан çамрăксем кашни ушкăнăн ĕçне интересленсе пăхнине курма кăмăллă пулчĕ. Кунта пĕр-пĕр халăха ырласа теприне сивлени çук, пурне те тарават. Вăййа хутшăнма ыйтсан та куракансем савăнсах сцена çине тухаççĕ. Паллах, «халăхсем» хумханни куçкĕрет, анчах залра ларакансем вĕсене ăш пиллĕн йышăнни хатĕрлесе килнĕ йăла-йĕрке спектакльне ăнăçлăн кăтартма пулăшать.
Атăлçи программи тутар халăхĕн Сабантуй уявĕпе уçăлчĕ. Кĕске вăхăтрах студентсем ака праçникĕн пур енне те кăтартрĕç: юррине те юрларĕç, ташшине те ташларĕç, кĕрешсе те илчĕç.
«Тутарсем» кĕрсе кайсанах сăмах Тутарстан кӳрши çине – Пушкăртстан çине куçрĕ. Ертӳçĕсене ĕненес-тĕк, республика ячĕ икĕ сăмахран тăрать: башка тата кар (пуç тата кашкăр), «кашкăрсен пуçĕ» (вожак) тенине пĕлтерет иккен. Пушкăртстан çинчен хатĕрленĕ кĕске калавпах çырлахма тиврĕ çав, пушкăртсен наци автономийĕ çумĕнче çамрăксен обществи чăмăртанман иккен, çавна пула пушкăрт-студентсене пухса этно-каçа ертсе килекен те тупăнман.
Апла пулин те программăна ертсе пыракансем каласа панинчен эпир халь пушкăртсен Куккук чейĕ текен уяв пуррине пĕлетпĕр, çуркуннене кĕтсе илнипе çыхăннă иккен вăл.
Историксен тĕпчевĕсенчен, Атăлçи халăхĕсем чылайăшĕ таçтан-таçтан пуçтарăннă аслă шыв тăрăхне. Чылайăшĕ, анчах пурте мар, мари халăхĕ, тĕслĕхрен, яланах çак çĕрсенче пурăннă тет. Çакна ăсчахсем те çирĕплетеççĕ-мĕн. Йĕри-тавра вăрман, шыв-шур пулнипе те пулĕ, халăхăн тĕнче курăмĕ çут çанталăкпа таччăн çыхăннă. Унăн хăш-пĕр йăлисем Атăлçи тăрăхĕнчи ытти халăхсеннипе пĕр пекрех те пулĕ (мĕн каласан та, чылай ĕмĕр кӳршĕллĕ-çке). Çав вăхăтрах ыттисенчен уйрăлса тăракан йăласем те çук мар. Хусанти Мари наципе культура обществин çамрăксен организацийĕн ертӳçи Надежда Кириллова ертсе пыракан «труппа» пухăннисене ача çуралсан ирттерекен йăлапа паллаштарчĕ. Залра ларакансем сăпка юррине те итлерĕç, пĕрремĕш хут ачана чăпăл тунă чух мĕншĕн тенкĕпе, сурăх çăмĕпе çунине пĕлчĕç тата ытти те.
Шел, крешĕн тутарсен пурнăçĕпе çаплах таччăн паллашаймарăмăр, вĕсен шăп çав кун форум пулнă иккен. Çавăнпа залра ларакансем ертӳçĕсем каласа панине итлесе тавра курăмне анлăлатрĕç.
Хам чăваш пулнăран та, мероприятие чăваш хаçатĕнче çутатма хатĕрленнипе те чăваш ушкăнĕ хатĕрленĕ пая пăхма уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Чăвашсене ертӳçĕсем «особая тюркоязычная группа» тесе палăртрĕç. Çакна вĕсем анăçарах пурăнакан чăвашсем славянсемпе, тухăçарахрисем – мăсăльмансемпе çывăх хутшăнни халăхăн чĕлхе аталанăвĕ çине те, культури çине те витĕм кӳнипе ăнлантарчĕç.
Чăвашсен ушкăнне Чăваш наципе культура автономийĕн çамрăксен организацийĕн членĕ Валентина Николаева ертсе пычĕ. Çемье çавăрасси, туй выляса пĕрлешесси кашни халăх культуринче уйрăм вырăн йышăнать пулĕ, пирĕн те çаплах. Çавăнпа Валентина халăхăмăрăн çакăнпа çыхăннă йăлипе «мини-спектакле» пуçланинчен тĕлĕнмелли çук, пĕлмелли – пур: чăвашсем ывăлĕсене аслăрах хĕр çине авлантарма тăрăшнă иккен (пур чухне те мар, анчах кун пекки сайра тĕл пулман). Мĕншĕн? Çак залра ларакан çамрăксене самай тĕлĕнтерчĕ курăнать. Мĕншĕн тесен упăшкинчен аслă арăмăн алли кил-хуçалăх ĕçĕсенче те çыпăçуллă, упăшкине те амăшĕнчен кая пăхмĕ… Çакăн хыççăн чăваш студентки кăтартнă хĕр йĕрри сценари йĕркипе килĕшсе тăчĕ, сăмах та çук. Паллах, пĕркенчĕк айĕнчен йĕре-йĕре ашшĕ-амăшĕпе сывпуллашни самай витĕмлĕрех пулĕччĕ куракансемшĕн.
Чăвашсен йăли-йĕркисене кăтартасси çакăнпах вĕçленмерĕ. Валентина Уявпа та паллаштарчĕ. Паллах, Уяв çинчен сăмах тухсан уяв юррисĕр, вăййисĕр пулмасть. Ташласа илчĕç çамрăксем. Куракансене вăййа хутшăнтарни ахаль те интереслĕ программăна тата «чĕрĕрех» турĕ.
Мăкшă халăх культурипе Туслăх çурчĕ çумĕнчи ансамбль юрри тăрăх паллашрăмăр. Аслă çулсенчи юрăçсем студентсен хушшинче уйрăлса тăчĕç, паллах. Тепĕр енчен илсен – кăна хăйне евĕрлĕх пек ăнланма та пулать. Анчах тĕп сăлтавĕ акă мĕнре иккен (кăна пире Надежда Александровна каласа пачĕ): ТР Халăхсен ассамблейин Мăкшă наципе культура автономийĕн çумĕнче çамрăксен обществи çук иккен, тата тепĕр сăлтавĕ – паянхи кун халăхăн пысăк проблема, çамрăксем чĕлхене пĕлмеççĕ, икĕ чĕлхерен тăракан мăкшă чĕлхи инкеке лекнĕ тесе ăнланмалла пулĕ кăна…
Вырăс культурин блокне фестивальте пĕр çын кăна каласа кăтартса пачĕ. Ыттисенчен кичемрех пулчĕ пулĕ тетĕр-и? Çук. Студентка çветки çинчен каласа пачĕ. Пĕр шутласан кураканшăн нимĕн çĕнни те çук пек кунта (çулсерен çветки вăхăтĕнче пĕтĕм МХХ çакă çинчен çырать-калаçать-вĕр ентет). Апла пулин те ертӳçĕ куракана интереслентермелли меслет тупнă-тупнах. Залра ларакан хĕрсемпе каччăсене вăл юмăç пăхма чĕнчĕ. Кăмăл тăвакансем самантрах тăваттăн-пиллĕкĕн тупăнчĕç. Çапла авалхи вырăссем пек ăвăс ирĕлтерсе сивĕ шывра шăнтса пăхрĕç, çĕрĕ витĕр пуласлăха тинкерчĕç. Паллах, илемлĕ «вырăс юмăçĕ» никама та япăх хыпар пĕлтермерĕ – пурин те лайăх, пурте кăмăллă – юрату, çитĕнӳ, ăнăçу ялан пĕрле.
Фестивале удмурт халăх культурине кăтартнипе вĕçлерĕç. Вĕсен блокĕ темиçе пайран тăчĕ. Перчечепе (пӳремеч), «ухватпа» тăсса парса черккерен улма-çырла сĕткенне ĕçтерчĕç. Çуркуннехи Пăр ăсатнин уявне сăнласа пани пăхма та, хамăрăн кӳршĕсем çинчен мĕн-тĕр çĕнни пĕлме те май паракан интереслĕ пĕчĕк-пĕчĕк спектакль пулчĕ. Пухăннисем удмурт халăх юррисене итлерĕç, вĕттĕн-вĕттĕн тăпăртатса ташланине ытараймасăр пăхрĕç.
Этно-каç яланхи пекех наци хичĕсен дискотекипе вĕçленчĕ.
«Территория содружества» программа вĕçленчĕ. Пысăк ĕç туса ирттернĕ ăна йĕркелекен Халăхсен туслăх çурчĕ, унта хутшăннă Социаллă гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕ, Хусанти федераллă университет, Юхан шыв техникумĕ, Ют çĕршыв студенчĕсемпе аспиранчĕсен ассоциацийĕ, Раççей правосуди академийĕ, ТР Вĕрентӳпе наука министерстви (аслă классенче вĕренекенсем), Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университечĕ, Хусан патшалăх культурăпа искусство университечĕ. Пĕтĕмпе 400 çын хутшăннă çак проекта пурнăçланă çĕре.
 
: 1007, Хаçат: 17 (955), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: