Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Тутарстанри чăвашсем пурăнакан кашни районтан тенĕ пек библиотека ĕçченĕсен çул çине тухма тӳр килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнă ялта, Элкел районĕнчи Хусанкай-Сиктĕрмере , питĕ шавлă кун пулчĕ. Культура çурчĕн залĕнче вара ларма вырăн çукчĕ. Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 164 çул, Петĕр Хусанкая 105 çул çитнине халалласа кунта Тутарстан Республикинчи чăвашсене кĕнекесемпе тивĕçтерекен библиотека ĕçченĕсен «Диаспорăри чăваш библиотеки – культурăри еткерлĕх тата халăх йăлисен управçи» регионсен хушшинчи семинар иртрĕ.
Семинара ирттермешкĕн Шупашкартан тата Хусантан культурăпа наци библиотекисен ĕçченĕсем килсе çитнĕ.
Мероприятие ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев пуçларĕ. Çак семинар иртесси çинчен ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕ Фарид Мухаметшин пĕлни çинчен тата унран салам каларĕ. Республика шайĕнче иртекен семинар-канашлу Хусанта мар, ялта пулнине те питĕ ырланă Фарид Хайруллович.
Константин Геннадиевич Элкел районĕн çыннисене пултаруллă пулнăшăн ăшă сăмахсем каласа мухтарĕ тата тав турĕ.
– Малашне эпир кашни çул «Сувар» хаçат редакцийĕпе пĕрле творчествăлла тĕлпулусем ирттерме шутлатпăр. Районсем тăрăх библиотекăсем курса çӳрĕпĕр, – терĕ Тутарстан чăвашĕсен пуçлăхĕ. – Хаçатра «Чи лайăх библиотекарь» конкурс йĕркелемелле. Ăна, паллах, чăваш халăхĕн культурипе çыхăнтармалла. Вара курса çӳресе, чи лайăх библиотекарь ĕçне суйласа илмелле. I вырăна тухакана 50 пин тенкĕ укçа паратпăр. Çав укçаран 10 проценчĕ библиотекаре парăнать, ытти вара литература туянмашкăн е тата ытти кирлĕ çĕре каять.
Залра ларакансем çак сăмахсене илтсен хумханма тытăнчĕç. Кашнин пуçĕнче плансем явăнма пуçларĕç.
– Тата питĕ кирлĕ те паллă ĕç – кашни çул декабрь уйăхĕнче культурăпа, вĕрентӳпе çыхăннă пултаруллă ĕçченсене Хусана чĕнтерсе ЧР тата ТР культура министерствисен шайĕнче саламласси. Кăçал акă Хусанта çитес вăхăтра çĕнĕ Туслăх çурчĕ уçăлмалла. Унта 400 çынлăх зала пуçтарма шухăш пур, – тесе çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ Константин Яковлев.
Хăйсен ĕçне юратакан чăваш халăхне кĕнекесемпе тивĕçтерекен ĕçченсем пуçлăх сăмахĕсене тимлĕн итлесе ларнине кура, тăвăллăн алă çупрĕç.
Малалла сăмах ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин этноконфессилле хутшăнусен тата культура еткерне упракан уйрăмăн пуçлăхĕ Михаил Николаевич Краснова пачĕç. Вăл паянхи пурнăçра чăваш халăхĕн чĕлхине, культурине, этнокультура хăйне евĕрлĕхне мĕнлерех майпа сыхласа хăварас ыйтусем тавра калаçрĕ.
– Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре эпир, чăвашсем, пиллĕкмĕш вырăн йышăнатпăр. Регионсенче пурĕ 12 чăваш наципе культура обществи ĕçлет. Кусем регистрациленнисем кăна-ха. Тутарстан вара тăван чĕлхене, культурăна аталантарас, йăла-йĕркесене сыхласа хăварас тесе питĕ нумай тăвать. Ку савăнтарать, паллах, – терĕ вăл трибуна умне тухса. – Чăваш Енре эпир юлашки вăхăтра кашни ача садĕнче фольклор ушкăнĕсем йĕркелеме йышăнтăмăр. Ĕлĕкхи юрăсене юрласа тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентетпĕр.
Хусантан та библиотека представителĕсем темиçенччĕ. ТР Наци библиотекин директорĕ Наиль Акрамович Камбеев хаваспах тухса калаçрĕ.
– Çак мероприятие Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 164 тултарнине халалласа ирттерни питĕ савăнтарчĕ. Эпĕ Иван Яковлевичпа кӳршĕ ялтан. Теччĕ районĕнчен. Çавăнпа та ăна эпĕ хамăн тăван пекех куратăп. Унпа çыхăннă мероприятисенчен нихăçан та юлмастăп. Кирлĕ пек пулăшма тăрăшатăп, – тесе пуçларĕ калаçăва Наиль Акрамович. – Пирĕн республикăра пурĕ 45 тĕп библиотека шутланать. Вĕсем 1546 муниципаллă библиотекăна пĕрлештерсе тăраççĕ. Чăваш ялĕсенче кăна 125 библиотека ĕçлет. Кĕнеке вуламалли çуртсем сахал мар, паллах. Анчах та вĕсене тытса тăма укçа-тенкĕ çитменни вăл – чи пысăк проблема. Пĕлтĕр эпир Чăваш кĕнеке издательствинчен 1200 экземпляр кĕнеке туянтăмăр. Апла пулсан та, ку нумаях мар тесе калас килет. Тен, малашне нумайрах илме май пулĕ.
– Чăнах та, çавăн чухлĕ библиотекăшăн ку питĕ сахал тесе шутлатăп. Эпĕ çак ыйтăва пăхса тухма шантаратăп. Май пулнă таран, пĕр 25 пин тенкĕлĕх кĕнеке илме укçа пама пултаратăп, – терĕ Тутарстанăн тĕп чăвашĕ Константин Яковлев.
Залра ларакансем çак сăмахсене ырларĕç, паллах. Ура çине тăрсах алă çупрĕç.
Шупашкарти Наци библиотекин представителĕсем те семинара хатĕрленсе килнĕ, паллах. ЧР Наци библиотекин директорĕн çумĕ Галина Александровна Быкова чăваш халăх историйĕпе тата культурипе çыхăннă документсене Интернет урлă та ним мар тупма пулни çинчен уçса пачĕ. Компьютерпа http://nasledie.nbchr.ru сайта кĕрсе кирек мĕнле документа тупса паллашма пултарни тата ыйтусем пама юрани çинчен каларĕ.
– Енчен те сире чăвашсемпе çыхăннă документсем кирлĕ пулсан, пирĕн сайт çине пăхма сĕнетпĕр. Ытти çĕрте тем те çырма пулать. Унта никам та тĕрĕслемест. Пирĕн вара чăн-чăн документсем, – терĕ Галина Александровна.
Çаплах паллă çыравçăсен кĕнекисене электронлă майпа вулама пуласси çинчен те тухса каларĕç Наци библиотекин ĕçченĕсем.
– Сăмахран, Петĕр Хусанкайăн 70 ытла кĕнекине электронлă майпа вулама пулать. Хăй çинчен те пĕлме май пур, ачаран пуçласа мĕн виличчен унăн пурнăçĕпе паллашма пулать.
Республика шайĕнче иртекен семинар-канашлăва Чăваш наци телерадиокомпанийĕн продюсер центрĕн пуçлăхĕ, поэт, журналист Олег Иванович Прокопьев тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Юлия Александровна Силэм те пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса Тутарстанăн библиотекарĕсене сĕнӳсем парас тесе хаваспах хутшăннă.
– Библиотека авторсăр пулать-и? Шухăшласа пăхăр-ха, – пуçларĕ сăмаха Юлия Силэм. – Çырасси, паллах, çăмăл ĕç мар. Кирек мĕнле сăвва та, калава та çырас умĕн малтан унпа йывăр çын хĕрарăм пек «йывăрланатăн». Унтан хут çине çыриччен, «çуралма» вăхăчĕ çитиччен пуçра йăтса çӳретĕн. Хăшĕ тăхăр кунран, хăшĕ тăхăр уйăхран, тепри тата тăхăр çултан тин «çуралма» пултарать. Библиотекăна çитиччен питĕ пысăк çул тăвать.
– Хусанкай – вăл гени, çăлтăр. «Эп ыталăп хам çырнă сăвва», – тенĕ вăл хăйĕн сăввинче. Шутласа пăхăр-ха, ăна гени кăна калама пултарать. Вăл кашни çын валли сăвăсем çырнă. Ватти-вĕтти, пурте хăй валли юратнă сăвă тупаять. Петĕр Петрович вилмен. Вăл çак ялта. Халĕ те пирĕнпе, – терĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, литературовед Валентин Александрович Абрамов сцена çине тухса. – Ман шутпа Хусанкай пурăннă çурт умĕнче унăн палăкне туса лартмалла. Шупашкарта унăн ячĕпе тем те пур, анчах та кунта ун пек калаймастăн. Çаплах Хусанкай сăввисене вулакансен хушшинче конкурс ирттермелле тесе шутлатăп..
Çапла тĕлĕнмелле япаласем каласа кăтартрĕç Чăваш Енрен килнĕ паллă та пултаруллă çынсем.
Нумай пулмасть «Эсир Хусанкая пĕлетĕр-и?» литературăпа тавра пĕлӳ викторини иртнĕ пулнă. Викторинăна хутшăнакансен хушшинче мероприяти вăхăтĕнче çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Вĕсене дипломсем пачĕç.
Çаплах Элкел районĕн тĕп библиотекин директорĕ Татьяна Александровна Петухова чи пултаруллă вĕрентӳçĕсемпе библиотекарьсене лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсем парса саламларĕ.
Семинар-канашлу питĕ тухăçлă иртрĕ тесе калас килет. Михаил Краснов та Тутарстан библиотекарĕсемпе питĕ кăмăллă пулчĕ. Тĕлĕнчĕ те:
– Тăватă сехет пыракан семинартан пĕр çын та тухса каякан пулмарĕ. Питĕ тимлĕн, пĕр сас кăлармасăр итлесе лартăр. Кашнийĕ: «Ыран кайсанах кунта каланă пек ĕçлеме тытăнатăп тесе шутларĕ пуль?» – терĕ министерство ĕçченĕ мăнаçланса.
Семинара таçтан-таçтан килнĕ библиотекарьсем П.Хусанкай музейне те кĕрсе курса кăмăлĕсене тултарчĕç. Урăхла каласан, питĕ пуян информаципе килĕсене саланчĕç.
 
: 909, Хаçат: 17 (955)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: