Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва тăрăхĕнчен пултаруллă çынсем сахал мар тухнă, халĕ те çук мар-ха вĕсем, анчах темшĕн юлашки вăхăтра тăхăрьялсем çинчен питех илтсе каймастпăр. Район чăвашсене пĕр тĕвве пуçтаракан чăваш наципе культура центрĕ сӳрĕккĕн ĕçлени, район администраци ертӳçисем енчен пулăшу çукки тăхăрьялсене пуçа устарать иккен.
«Чăваш шăпчăкĕ» республика фестивалĕ апрелĕн 25-мĕшĕнче иртни пирки, тĕслĕхрен, ытти районсем çулталăк пуçламăшĕнчех пĕлеççĕ пулсан, пăвасене вырăнти ЧНКЦ та, культура управленийĕнчен те хыпарламан. Вĕсем «Сувар» хаçатра фестивалĕн положенине пичетлесен (март уйăхĕн 23-мĕшĕ) çеç пĕлнĕ. Çавăнпа экспромтпа «Чăваш шăпчăкĕн» районти турне ирттерме тивнĕ те.
Район шайĕнчи çак мероприятие республикăра ыттисем районти Культура çурчĕсенче анлăн ирттереççĕ пулсан, пăвасен вара Альшихри сивĕ Культура çурчĕпех çырлахма тиврĕ. Сивĕ клубра çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн те, вырăнти ЧНКЦ председателĕн те шăнса ларасси килмерĕ пулмалла. Культура управленийĕн тĕп специалисчĕсĕр Р.Валеевсăр пуçне урăх пуçлăх-тавраш курăнмарĕ.
Юрать, кăвар чĕреллĕ чăвашсем пĕтмен Тăхăрьялта, ял клубĕсен ертӳçисем районти культура управленийĕпе, районти Культура çурчĕпе пĕрле район конкурсне кĕске хушăрах йĕркелерĕç. Альшихсем сценăна хатĕрленĕ пулсан, районти культура управленийĕ çĕнтерӳçĕсене дипломпа тата укçан премипе чысларĕ.
Паллă ĕнтĕ, фестивалĕн районти турне хатĕрленсе çитме вăхăчĕ те, майĕ те сахалрах пулнă тăхăрьялсен. Çакă конкурс пуçлансанах сисĕнчĕ: вырăн-вырăнпа аппаратура чăхăмларĕ, конкурсантсенчен хăш-пĕри фонограммăн кĕввине ĕлкĕреймерĕ е иртсе кайрĕ, фольклор ушкăнĕсем те йăла-йĕркене ĕненмелле кăтартаймарĕç тата ытти те. Çапах та «Чăваш шăпчăкĕн» районти турĕ таврари пултаруллă юрăçсене, ачасенчен пуçласа аслă çултисем таранах пуçтарчĕ. Конкурс «Уйрăм юрăçсем», «Вокал ушкăнĕсем» тата «Фольклор ушкăнĕсем» номинацисемпе иртрĕ.
Мероприятие сцена хуçисем альшихсем, тĕрĕсрех каласан, чи пĕчĕк юрăç Елена Емельянова «Çуралнă кун» юрăпа пуçларĕ çеç мар, уяв сăнне кĕртсе куракансен кăмăлне те çĕклерĕ. Çак пĕчĕк хĕр сцена çинче хăйне килти пекех ирĕклĕн тыткаласа юрă шăрантарни ытти конкурсантсене те вăй хушрĕ пулмалла. Пĕри тепринчен (7-12 çулти «артистсем» уйрăмах) лайăхрах пулма тăрăшрĕç. Рункăри Виктория Салабайкина, тĕслĕхрен, аппаратура чăхăмласан та çухалса каймарĕ, хăйĕн юррине вĕçне çитичченех юрласа пĕтерчĕ.
Çак ӳсĕмри ачасенчен Кипеккассинчи Оксана Поповăна çавах çитекенни пулмарĕ, районти Культура çуртĕнчи вокал студине çӳрени хăй çимĕçне кӳретех çав. Оксана чăн-чăн профессионалтан кая мар юрлать. Тепĕр ӳсĕмри (13-18 çулсенчи) конкурсантка Екатерина Мужикова (Пӳркел) та çак студине çӳресен пысăк сцена çине ним мар тухайĕччĕ, анчах хальлĕхе ятарлă специалистпа ĕçлеменни кансĕрлет. 35 тата унран аслăрах конкурсантсем Рункă, Хирти Кушкă, Ескуль, Пăрăнтăк, Мăкăр ялĕсенчен килнĕччĕ.
«Вокал ушкăнĕсем» номинацире Татьянăпа Розалия Дубовăсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем «Вĕçен кайăк пек», «Кил, лар» юрăсене питĕ хитрен шăрантарчĕç.
Фольклор ушкăнĕсен тĕп тĕллевĕ – халăх йăли-йĕркин пĕр пайне кăтартассиччĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама вĕсене каллех хатĕрленме вăхăт çитейменни чăрмантарчĕ.
Çапла вара хĕнпе ирттернĕ пулсан та Пăва районĕ «Чăваш шăпчăкĕ» республика фестивальне хутшăнма пултаруллă юрăçсене суйласа илчех. Вĕсем тĕрлĕ номинацире I степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ юрăçсем: Кипеккассинчи О.Попова, Рункăри С.Ембулдина тата Альшихри Татьянăпа Розалия Дубовăсен дуэчĕ пулчĕ.
Паллах, республика шайĕнчи фестивальте тупăшасси çăмăл мар, кун пек чух Турă панă пултарулăх кăна çителĕксĕр, лайăх, тĕплĕн хатĕрленни кирлĕ. Пăвасем çитес вăхăта палăртнă ЧНКЦ отчетпа суйлав конференцийĕнче тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тăваççех тесе шанас килет, ваттисем калашле, çил вĕрмесĕр йывăçсем хумханмаççĕ-çке.
 
: 1010, Хаçат: 17 (955), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: