Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакăн пек пĕтĕмлетӳ туса калани мана савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Юрать-ха ăна ват çын каласан, ку сăмахсене 10-мĕш класс хĕрĕ пĕр иккĕленсе те хăраса тăмасăр каларĕ.
Анат Кама хулинчи гимназире вĕренекен питĕ чипер хĕрпе калаçма тӳр килчĕ. Татьяна Ямашева 1-мĕш класранах чăваш гимназийĕнче вĕренет. Килĕнче ашшĕ-амăшĕпе вырăсла калаçаççĕ пулсан та, вĕреннĕ çĕрте чăваш чĕлхипе тата литературипе чи лайăх пĕлекеннисенчен пĕри.
9-мĕш класра чухне Татьяна республика шайĕнче иртекен Чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче II вырăн йышăннă.
– 10-мĕш класра та хутшăнтăм, анчах та вырăн çĕнсе илме май пулмарĕ, – тет Татьяна салхулланса.
– Кунта вĕренсе пĕтерсен ăçта кайма шутлатăн? Тата пĕр çул çеç юлчĕ вĕт, – кăсăклантăм эпĕ хĕр çине пăхса.
– Манăн тухтăр пулмашкăн ĕмĕт пур. Е Хусана, е Шупашкара кайса вĕренме кĕрсе медицинăна тĕплĕн пĕлес тетĕп. Халĕ, уйрăмах юлашки çулсенче, тухтăрсене шанми пулса пыратпăр. Вĕсенчен нимĕн лайăххи те кĕтме çук. Эпĕ вара питĕ тăрăшса вĕренсе лайăх специалист пулма ĕмĕтленетĕп, – хуравларĕ хĕр хăйĕн шухăшне уçса.
– Ма ун пекех тухтăрсене шанмастăн-ха? Тĕрĕсмарлăхпа тĕл пулма тӳр килнĕ-и?
– Çапла. Тӳр килнĕ. Манăн вара çынсене пулăшас килет, вĕсене сыватас килет. Хама та, тăвансене те тĕрĕсмарлăхпа улталаттарас килмест.
– Тен, эсĕ мĕнпе те пулсан кăсăкланатăн? Юрлатăн-и, ташлатăн-и?
– Эпĕ кĕçĕн классенче фольклор ушкăнне çӳреттĕмччĕ. Халĕ, паллах, урăх шухăшсем. ППЭне те хатĕрленмелле. Пысăк балсем пухма тăрăшмалла аслă шкула вĕренме кĕрес тесен. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен сăнӳкерчĕксем тума юрататăп.
– Мĕн ӳкерме кăмăллатăн?
– Çут çанталăк тыткăнлать мана. Çав илемлĕхе ӳкерсе илмесĕр чун чăтмасть.
– Сана питĕ ăнланма пулать. Санăн тухтăр пулас ĕмĕтӳ те çавăнпах çыхăннă темелле. Çут çанталăкăн илемне витĕр курнă пекех, эсĕ çыннăн организмне курас тетĕн апла?
– Эсир питĕ интереслĕ каларăр. Калама çук тĕрĕс, – терĕ Татьяна савăнăçлă сасăпа.
Ăнăçу сунатăп сана, Татьяна. Шкул программине лайăх паллăсемпе вĕçлесе ĕмĕтленнĕ çĕре вĕренме кĕме Турă пулăштăр. Лайăх тухтăрсем пирĕн çĕршывра чăнах та çитмеççĕ.
 
: 1041, Хаçат: 17 (955), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: