Кивĕ Киреметри фельдшерпа акушер пунктĕнче икĕ çул каялла çĕнĕ çын ĕçлеме пуçларĕ. Малтанах халăх пĕр вăхăт шанмасăр сăнарĕ ăна. Ял-йыша ăнланма пулать, унччен чылай вăхăт кунта Наиля Сабирова вăй хунă. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕ, çынсем ăна тахçанах хăнăхнă, шаннă. Кивĕ Киремет ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Фанис Мусабиков каланă тăрăх, пурăна киле çĕнĕ фельдшера Александр Мишина çынсем йышăннă. Александр пирки халь ял-йыш ырласа çеç калаçать.
– Çулĕсемпе илсен вăл çамрăк, анчах профессионал. Çынпа калаçнă чух вашават, типтерлĕ тыткалать хăйне, – каласа парать Татьяна Сабирова. – Ялти фельдшерăн шăпах çапла пулмалла та ĕнтĕ. Ун патне пулăшу ыйтма пыракансенчен нумайăшĕ пенсионерсем-çке.
А.Мишин вара урăхла пулма та пултараймасть-тĕр. Вăл фельдшер профессине ăнсăртран суйласа илмен. Унăн амăшĕ Вера Яковлевна – сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ, ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Аксу районĕн больницинче 32 çул çынсен сывлăхĕшĕн чир-чĕрпе кĕрешнĕ. Малтанхи икĕ çул хирурги уйрăмĕнче медсестра пулса, тата 30 çулне – ача-пăча уйрăмĕнче. Паллах, Вера Мишинăн хăш чухне Саша ывăлне те ĕçе пĕрле илсе кайма тӳр килнĕ. Чирлисемпе амăшĕ мĕнле калаçнине те, канашсем панине те арçын ача тимлĕн сăнаса ларнă. Пытармалли çук, Вера Яковлевна патне пулăшу ыйтма пыракансем ĕçре кăна мар, кану вăхăтĕнче те пулнă. Вăл яланах килнĕ çын кăмăлне тултарма тăрăшнă. 9 класс пĕтернĕ ывăлĕ медицина колледжне вĕренме кĕме кăмăл тусан та амăшĕ хирĕçлемен. Халь Александр колледжра вĕреннине амăшĕ практикăра çирĕплетме пулăшнине аса илет: уколсем тума, юн пусăмне виçме тата ытти медицина хăнăхăвĕсене.
Самар облаçĕнчи Новокуйбышевскри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухсан Аксу районне кĕрекен Федоровкăри фельдшерпа акушер пунктĕнче Александр Мишин çур çул кăна ĕçлейнĕ – çул çитнипе çар ретне тăма тивнĕ çамрăкăн. Хĕсметре А.Мишин санинструктор тивĕçĕсене пурнăçланă, пĕрремĕш кунранах вăл хăйне лайăх енчен кăтартнă. Пĕрле хĕсметре тăракансемшĕн тĕслĕх пулса тăнă, Гиппократ тупине те чыслăн пурнăçланă. Çар хĕсмечĕ Александршăн пурнăç шкулĕ те, фельдшер опытне алла илме май паракан шанăç та пулнă. Унпа вăл паян кивкиреметсене сипленĕ чух та усă курать.
![]() |