Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элкел районĕнчи «Хузангаевский» хуçалăхра Михаил Медиков чи кирлĕ çынсенчен пĕри, вăл – электрогазосварщик. Çавна кура Мишăсăр май çук кунта. Ара, техника ванмасăр пулмасть-çке, уйрăмах çур аки, тырçи вăхăтĕнче пĕр минута та сая яма юрамасть. Сиктĕрме каччи юсав бригадипе хире самантрах çитсе хуçăлни-ваннине шăратса çыпăçтарать. Çак бригада кăçал та акă хуçалăхри техникăна, ака агрегачĕсене вăхăтра юсаса пĕтернĕ.
Ытти çамрăксем пек хулара тĕпленме шутламасть Миша. Анат Камăри училищĕре газосварщика вĕреннĕскер, çартан таврăнсанах (Чечня вăрçине хутшăннă. – Авт.) тăван хуçалăхра хăйĕн специальноçĕпех ĕçлеме пуçланă. Ялта та пурнăç чарăнмасть-çке, тавра курăма анлăлатма та, çĕнĕ специальность илме те пулать, ӳркенмелле мар çеç. Михаил Медиков та акă Пасарлă Матакри профессилле училищĕре утарçă тата водитель профессине алла илнĕ. Халĕ хурт-хăмăр ĕрчетмелли вăрттăнлăхсене вĕренет.
Сăмах май каласан, Михаил Медиковшăн электрогазосварщик, утарçă профессийĕсем çĕнĕлĕх мар. Унăн çемйинче сварщиксем маларах та пулнă. Хурт-хăмăр ĕрчетесси вара ламран лама куçнă. Вĕсен çемйи 1912 çултанпа хурт-хăмăрпа аппаланнă-мĕн. Миша халĕ çак ĕçе çĕнĕрен чĕртме ĕмĕтленет, килĕнче пысăках мар утар та пур унăн. Пушă вăхăт тупăнсанах вĕлле хурчĕсем патне васкать.
Алли мĕнпур ĕç патне пырать ял ачин. Нумай пулмасть çĕнĕ çурт та хăпартса лартнă Медиковсем. Хальлĕхе каччă авланман-ха, ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Çитес вăхăтра Турă çырнине тĕл пулса çемье те çавăрĕ, ара, малашĕ-çке. Халĕ вара Мишăпа хуçалăхри ытти çамрăксен хĕр çинчен шухăшлама мар, сывлăш çавăрса яма та вăхăт çук – çур аки.
 
: 1067, Хаçат: 17 (955), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: