Элкел – пĕтĕм чăваш тĕнчинче палăрнă район. Вăл – чăвашсен сӳнми çăлтăрĕн Петĕр Хусанкайăн çĕршывĕ. Аслă классикăмăр кунта тăван чĕлхе илемне туйса ӳснĕ, литература анинчи чи пирвайхи утăмĕсене тунă. Унăн вилĕмсĕр произведенийĕсене чăваш кăна мар, вырăс, тутар, ют çĕршыв çынни те вуласа киленет.

Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Хăратари почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕпе Н.Шатуновăпа (сылтăмра) М.Крылова почтальонка.
Пĕр шутласан, халăх историне кĕрсе юлнă çакăн пек районсенче чăвашлăх çăлкуç пек тапса тăмалла пек, анчах апла мар çав. Элкел районĕнче ав, çамрăк ăру тăван чĕлхене вĕренесшĕн мар. Ялсенчи чăн чăваш çемйисенче те халĕ ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе чăвашла мар, вырăсла калаçма пăхаççĕ.
Тăван чĕлхепе кĕнеке, хаçат-журнал вуласси пирки вара каламалли те çук. Тĕслĕхрен, республикăра тухса тăракан пĕртен-пĕр чăваш хаçатне «Сувара» ку районта 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче пурĕ те 117 экземпляр кăна çырăннă. Вĕсенчен улттăшне – Сиктĕрмере.
– Тен, Чăваш Енре тухса тăракан чăвашла пичет кăларăмĕсене кăмăлларах параççĕ пуль?– кăсăклантăмăр Сиктĕрме почтальонкинчен Марина Крыловăран.
– «Тантăшсăр» (ăна та пулин чăваш чĕлхипе литература учителĕ кăна çырăнать) тата «Суварсăр» пуçне урăх пĕр чăваш хаçачĕ те илмеççĕ,– терĕ вăл.
Чăваш халăхĕ тăван чĕлхерен писнин сăлтавĕ вара – вăхăтĕнче шкулта чăвашла вĕрентменни-мĕн.
– Пирĕн килте яланах «Тăван Атăл», «Ялав» журналсем çырăнатчĕç. Вĕсене вулама питĕ юрататтăм эпĕ. Хама вĕрентекен учитель (хăй вăл вырăсчĕ) эпĕ чăвашла журнала алла тытнине курсан: «Шкулта вырăсла вĕрентеççĕ, эсĕ пур – чăвашла вулатăн, капла вырăсла калаçма хăнăхаймастăн»,– тесе журнала туртса илетчĕ,– иртнине аса илет Хăратари медпункт санитарки Татьяна Яганева. Çапла пурăна киле кунти йăхташсем тăван чĕлхепе вулама маннă çеç мар, вăл кирлех те мар текен шухăш патне килсе çитнĕ. «Мĕн тума кирлĕ халь пире чăваш чĕлхи? Килте ачасемпе, мăнуксемпе вырăсла калаçатпăр. Шкул пĕтерсе хулана кайсан та вĕсене чăвашла пĕлни кирлĕ мар»,– хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç хăратасем. Вĕсене итлесен, иртнĕ ĕмĕрте кăна ку тăрăхра (Сиктĕрме Хăратаран çичĕ çухрăмра вырнаçнă) сăмах ăсти, тĕлĕнмелле пултаруллă чăваш поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралса ӳснине ĕненме те йывăр. Ирĕксĕрех классикăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» тенĕ сăмахсене аса илсе малашне пулăпăр-ши тесе иккĕленетĕн.
Хăратара халĕ 102 килĕ. Апла пулин те кунта «Сувара» пурĕ те икĕ çын Е.Утниковăпа Т.Яганева кăна çырăнаççĕ. Телее, иккĕмĕш çур çулта вулакансен йышĕ кăшт хушăнчĕ: К.Герасимова, Т.Яганева, Т.Краснова, Ф.Стратонов, Н.Курзаева, А.Кузнецова пирĕн хаçата çырăнчĕç. «Суварăн» ятарлă çырăнтару акцийĕнче вара вырăнти почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕпе Н.Шатуновăпа Сиктĕрме ялĕн почтальонки М.Крылова çырăнса тĕслĕх кăтартрĕç. Çамрăк почтальонка Марина Крылова хăйĕн хĕр-тантăшне Алина Аверьяновăна та чăваш хаçачĕ çырăнтарса «Сувар» парнине тивĕçрĕ.
– «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн юрă дискне пĕрле итлĕпĕр,– терĕ вăл савăнса.
Хамăрăн вулакансен шучĕ ку тăрăхра тата ӳсес шанăçа çухатмастпăр-ха эпир. Мĕншĕн тесен халăх тăван чĕлхене пачах манман вĕт-ха, çитменнине тата Хăратари пуçламăш шкулта ачасене кăçалтан чăвашла вĕрентме тытăннă.
Комментарисем:
► Иосиф (2009-11-05 20:19:05):Ăс-тён пăсăлать, чун улшёнать, çавна шухăшлас пулать