Иртнĕ эрне пĕтĕмпех Мăнкун праçникĕпе çыхăнчĕ. Православи тĕнĕпе пурăнакансем кашни кун тенĕ пек Христос чĕрĕлнипе савăнса пурăнчĕç. Хăнасене çӳрерĕç.
Анат Кама хулин чăвашĕсем вара Мăнкун эрнине хула халăхĕпе пĕрле юрла-юрла вĕçлерĕç, Кĕçĕн Мăнкун уявне ирттерчĕç. Уява халалласа «Шăнкăрав» халăх ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
Техника çуртĕнче иртекен мероприятие килекенсене 34-мĕш номерлĕ гимнази ачисем: «Христос чĕрĕлнĕ!» – тесе кашни çынна хĕретнĕ çăмарта тыттарчĕç. Питĕ кăмăллă.
Фойене кĕрсенех гимназире 2-мĕш класра вĕренекенсем йăла-йĕрке кăтартрĕç. Юрласа та ташласа уяв туйăмне çĕклерĕç.
Мероприятие пачăшкă уçрĕ. Анат Кама благочиннăйĕ Сергей Солонщиков залра ларакансене уявпа саламласа сывлăхпа пурăнма сунчĕ. Малалла Анат Кама районĕпе хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марат Самигуллин та Мăнкун ячĕпе саламларĕ.
«Шăнкăрав» ансамбльпе пĕрле çаплах çамрăксен ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхне пысăк шайра кăтартрĕç. Сăмахран, «Çăлтăр», «Мерчен» ушкăнсем «Шăнкăравран» юласшăн мар, хăваласа пыраççĕ. Уйрăм юрлакансем те шăпчăксенчен кая мар. Зыкина сассипе янăраттараканни те пулчĕ.
Гимназире 1-мĕш класра вĕренекен «çăлтăрсем» курай каласа тĕлĕнтерчĕç. Пушкăртсен инструменчĕпе вĕсем чăваш кĕввисене питĕ илемлĕ каларĕç.
Чăвашсем ирттерекен мероприятие çаплах Анат Кама хулинчи ытти халăхсен общество председателĕсем те килнĕ. Вĕсем сцена çине тухса сăмах каларĕç. Тĕне кĕнĕ тутарсен обществин председателĕ вара Чăваш наципе культура центрĕн председательне Вера Юнусовăна Библи кĕнеки парса саламларĕ. «Çак уяв пирĕншĕн те уяв. Эсир тутарсем валли те праçник турăр», – терĕ вăл.
– Çак мероприяти ЧНКЦ председателĕ Вера Михайловна тăрăшнипе иртрĕ, – терĕç анаткамăсем. – Халиччен те чăваш центрĕ начар ĕçлеместчĕ, халĕ вара тата та лайăхрах ĕçлеме тăрăшатпăр.
Малашне Анат Кама хулинче Туслăх çурчĕ уçăласси çинчен те пĕлтерчĕç. Ку çурт питĕ кирлĕ, паллах. Вăл халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетет.
![]() |