Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элкел районĕнчи «Хузангаевский» ЯХПК ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлнине пĕрре мар кăтартрĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, республикăра вăл тырçие чи малтан вĕçлерĕ. Сиктĕрмесем кăçал та 2011 çултинчен кая мар ĕçлесси иккĕлентермест. Вĕсен техникисем тахçанах хирте кĕрлеççĕ ĕнтĕ. 6 пин гектарти кĕрхи культурăсене удобренипе апатлантарса пĕтернĕ хыççăнах апрелĕн 20-мĕшĕнче 18 техника сӳрелеме, пирвайхи агрегатсем вара акана тухрĕç.
Çуркуннен пĕр кунĕ çулталăк тăрантарать текен каларăш кăçал уйрăмах актуаллă, ăшă çанталăка пула юр хăвăрт ирĕлсе пĕтни кăштах кĕтменлĕх те пулчĕ-тĕр. «Хузангаевский» хуçалăх ертӳçи Евгений Михайлович Чугунов каланă тăрăх, кăçал çĕр куç умĕнче типет. Çакна эпир хире тухсан хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Тракторсем пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. «Ытти çулсенче сӳреленĕ чух вырăн-вырăн техника путатчĕ, хальхинче апла мар», – терĕ сӳрене тухнă тракторист Александр Шакин та хура тăпрана алăра пăчăртаса.
Пулăхлă çĕр нӳрĕкĕ пур чухне акана хăвăртрах вĕçлемелли каламасăрах паллă. Çавна кура хуçалăхра халĕ ĕç хуранти пекех вĕрет. «Хузангаевский» ЯХПК тĕп специалисчĕсем ирхине 5 сехетре, ĕç çыннисем 6-рах ĕç вырăнĕсенче. Кĕлетри вăрлăха икĕ бригада кунне 210-шар тонна имçамлама ĕлкĕрет. Элкел чăвашĕсемшĕн кăçалхи ака-суха та ал çемми пуласси иккĕленӳллĕ мар.
– Вăрлăх хатĕр. Удобрени илсе хунă (акнă чух сапма кăткăс удобренисем 1000 тонна тата кĕрхи культурăсен калчисене апатлантарма 630 тонна аммиак селитри). Техникăна вăхăтра юсаса пĕтертĕмĕр. Çунтармалли-сĕрмелл и материалсем, запас пайсем енчен йывăрлăх çук. 25 «К-701», 8 «Беларусь» МТЗ-82, прицеплă 12 «КАМАЗ», 1 бензовоз, 18 сӳре, 8 сеялка, 9 культиватор, 30 комбайн пур пирĕн. Çынсем те çитеççĕ, 185-ĕн ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелетпĕр. В.Морелев, М.Мукусев, С.Ермолаев трактористсем, тĕслĕхрен, С.Краснов агроном-учетчикпа пĕрле кĕрхи культурăсен калчисене апатлантарчĕç. Паян акă 18 техника хире сӳрелеме тытăнчĕ. Кăнтăрла хыççăн акана тухатпăр, – терĕ хальхи лару-тăрупа паллаштарнă май Е.Чугунов.
Пирвайхи гектарсене акмашкăн Ю.Льдинов агроном пысăк опытлă А.Крылов тракториста шаннă иккен.
«Хузангаевский» ЯХПК республикăри ытти хуçалăхсенчен хăйсен хирĕнче ӳстернĕ тĕш-тырăран кĕрпесем хатĕрлесе чĕркенипе, хĕвел çаврăнăш çăвĕ тунипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа кăçалхи планра вĕсен урпапа пăрçана – 4000-шер, сĕлĕ – 500, вир – 200, хуратул – 150, хĕвел çаврăнăшĕ – 1500 гектар акмалла. Кунсăр пуçне хĕл сиввисем пĕтернĕ кĕрхи культурăсен 300 гектарне те çĕнĕрен акма тивет-мĕн.
Хуçалăх ертӳçи каланă тăрăх, çур акине май пур таран хăвăртрах вĕçлеме тăрăшĕç, çанталăк çеç ан чăрмантартăр, ытти енчен йывăрлăх çук. Специалистсем çителĕклĕ, сăмах май каласан, кунта ĕçре яваплăха туякансем çеç ĕçлеççĕ. Ĕçкĕçсене те, кахалсене те тытмаççĕ. Ĕçлеме ӳркенменнисем вара тавра ялтан килеççĕ-мĕн. Ĕç укçине вăхăтра тӳлесен (вăтам ĕç укçи 13,4 пин тенкĕ) мĕншĕн ĕçлес мар, çитменнине çуран та утасси çук, ятарлă автобус илсе çӳрет, тӳлевсĕр апатлантараççĕ.
Кăçалтан хуçалăх тепĕр отрасльпе те ĕçлесе пăхасшăн-мĕн. Ăратлă лаша ĕрчетесшĕн. Хальхи вăхăтра «Башкирские» кĕсресемпе «Русские тяжеловозы» ăйăрсене – пурĕ 40 пуç туяннă. Е.Чугунов каланă тăрăх, кĕркунне вĕсен шутне – 1000, пурăна киле 5000 пин пуçа çитерме планлаççĕ. Çапла вара кумыс, лаша ашĕнчен кăлпасси те кăларма пуçлĕç.
Производство цехĕсемлĕ «Хузангаевский» хуçалăхăн продукцие вырнаçтарассипе юлашки вăхăтра йывăрлăхсем пулнипе ку ыйтăва та çĕнĕлле татса пама йышăннă. И.Казанков инвестор районта, республикăра, кӳршĕллĕ регионсенче (Киров облаçĕ таранах) 300 лавкка уçма хатĕрленет, паянхи кун 70 лавкка ĕçлет те ĕнтĕ.
Хĕвел çаврăнăш çăвĕ тупăш паракан продукци пулнăран хуçалăх кун çине уйрăмах тимлĕх уйăрать, кăçал тата хăватлăрах, талăкне (20-25 тонна кăларакан) çу арманĕ, хĕвел çаврăнăшне типĕтмелли сушилка туянма планлаççĕ. Ун чух чĕр тавара кӳршĕллĕ регионсенче кĕркунне йӳнĕ хакпах туянма пулĕ. Çакăн пек çанă тавăрса çеç мар, çĕнĕлле ĕçлемесен паянхи хуçалăхсем конкурентлă пулаймаççĕ-тĕр çав.
 Элкелсем хирте.
Элкелсем хирте.
Н.Кузнецов механикăн (сулахайран иккĕмĕш) юсав бригади.
Н.Кузнецов механикăн (сулахайран иккĕмĕш) юсав бригади.
В.Скрипачев, Н.Степанова, Н.Калмыкова урпан   «Вакула» сортне имçамлаççĕ.
В.Скрипачев, Н.Степанова, Н.Калмыкова урпан «Вакула» сортне имçамлаççĕ.
 
: 1032, Хаçат: 17 (955), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: