Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Аксура чăваш юррине юрлакансен «Чăваш шăпчăкĕ. Ăрусен çыхăнăвĕ» IX республика конкурсĕ иртрĕ. Тутарстанри кашни районтан «шăпчăксем» пуçтарăннă кунта.
Аксури питĕ чаплă Культура керменĕ умĕнче конкурса хутшăнакансем вăйă карти çавăрчĕç. Юхса юрласа панă май тĕрлĕ тĕслĕ сасă Аксу тăрăхне сарăлчĕ.
Чăвашсен юрă конкурсне Аксу район пуçлăхĕн çумĕ Юнус Гилязович Хамидуллин уçрĕ. Республика шайĕнче иртекен мероприяти çак районта иртнине питĕ ырларĕ. Çаплах юлашки вăхăтра кирек мĕнле мероприяти те чиркӳ çыннисен сăмахĕпе пуçланни йăлана кĕчĕ. Конкурса хутшăнакансене Турă пулăшса пытăр тесе Аксу чиркĕвĕн пачăшки Александр атте пехил пачĕ.
ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев тăрăшнипе иртрĕ «Чăваш шăпчăкĕ» Аксура. Вăл каланă тăрăх, конкурса 17 район хутшăннă. Çитменнине тата кăçал Самар облаçĕнчен тата Чăваш Енрен те хутшăнакансем пулчĕç.
– Малашне эпир «Чăваш шăпчăкне» Раççей шайĕнче ирттерме шутлатпăр. Вара Раççейĕн кашни кĕтесĕнче чăвашсен «шăпчăкĕсем вĕçсе çӳрĕç», – терĕ Константин Геннадиевич.
Питĕ пуян репертуарпа иртрĕ конкурс. Кунта 7-рен пуçласа 80 çула çитнĕ юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Фольклор ушкăнĕсем йăла-йĕрке хатĕрлесе ăсталăхне кăтартрĕç.
«Чăваш шăпчăкĕ» конкурса ирттермешкĕн Аксу районĕн культура уйрăмĕ питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. ЧНКА çĕнсе илнĕ грантпа çĕр пинлĕх сцена илемлетнĕ.
Шел пулин те, кăçал ТР тата ЧР культура министерствисен представителĕсем килсе «шăпчăксене» хак параймарĕç. Конкурс пирки тĕплĕнрех çитес номерте вуласа пĕлме пулать.
 
: 860, Хаçат: 17 (955)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: