Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче тухнă Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Тутарстанра пушара хирĕçле çирĕп режим пуçланнă. Апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен вăрмансене кĕме юрамасть. Çавăн пекех çурт-хуралтăран 50 метр çывăхарах та çӳп-çап çунтарма чарнă çак тапхăрта. Кăвайт чĕртекенсене вара нихçанхинчен пысăкрах штраф тӳлеттереççĕ: 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин таранччен. Енчен те вăрманта пушар тухас пулсан айăплисен уголовнăй яваплăх тытма тивет.
Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Тотальный диктант» акцие Тутарстан та хутшăннă. Кăçал диктант çыракан 60 хула йышĕнче Хусан та пулнă. Хусансем апрелĕн 21-мĕшĕнче çырнă диктанта тĕрĕслесен çакă палăрнă: 448 ĕçрен иккĕшĕ – «пиллĕк», 52-шĕ – «тăваттă», 126-шĕ – «виççĕ», 101-шĕ – «иккĕ» паллăсене тивĕçнĕ. Темиçе ĕçе комисси юрăхсăр пулнипе пачах пăрахăçланă.
Юнкун çĕршывăмăрăн чăвашсем пурăнакан кашни регионĕнчех Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă. Çак ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм чăваша саламласа телеграмма çырнă. «Тăван чĕлхе вăл пирĕншĕн – никамран та хаклă аннемĕрĕн асран кайми сăпка юррийĕ, çут тĕнчене пĕлме-курма пуçланă май хамăр каланă пĕрремĕш сăмахсем. Паян Чăваш чĕлхин уявне тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине тата ăс-пурлăх пуянлăхне ăруран-ăрăва куçарса пыракан, чăваш чĕлхине сыхласа упрамалли майсем палăртакан Раççей Федерацийĕн чылай регионĕнче тата ытти çĕршывра та анлăн паллă тăваççĕ. Хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сума пултарасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнӳсем, ырлăх, телей тата юрату сунатăп!» – тенĕ унта.
Чăвашсен Акатуйне федераци шайĕнче ирттерес ырă йăла кăçал та малалла тăсăлать: хальхинче Раççей чăвашĕсем Пушкăртстан çĕрĕнче пухăнĕç. Пĕлтĕр Ульяновск облаçĕнче пулнă пекех, Пушкăртстанра та кăçалхи майăн 31-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2-мĕшĕччен Чăваш культурин кунĕсем иртеççĕ. Ĕпхӳпе, Стерлитамак хулисенче, Авăркас, Пелепей, Пишпӳлек тата Кармаскал районĕсенче тĕрлĕ мероприятисем – спектакльсем, концертсем, пушкăрт тата чăваш литературисен каçĕ, сăнарлă искусство ăстисен куравĕсем – иртмелле. Акатуй вара чăваш литературин классикĕсен тăван çĕрĕнче – Пелепей районĕнче пулать.
 
: 924, Хаçат: 17 (955), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: