Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Пăрăнтăк элеваторĕ» УАОн лаборанчĕсемпе Татьяна Владимировна Мягковăпа, Галина Николаевна Тарасовăпа эпир ĕç вырăнĕнче, тĕрĕсрех каласан, предприятин лабораторийĕнче паллашрăмăр. Вĕсем кунта пĕр çул кăна ĕçлемеççĕ иккен, çавăнпа хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлеççĕ те. Калăпăр, Галина Николаевна I категориллĕ лаборантка (сăнӳкерчĕкре сулахайра), кунта 20 çул ытла тăрăшать. Татьяна Владимировна (сăнӳкерчĕкре сылтăмра) та тин çеç килнисен йышĕнчен мар.
Вĕсем ытти лаборанткăсемпе пĕрле тырă пахалăхне ним мар палăртма пултараççĕ. Анализсем тăваççĕ, проба илеççĕ, тырă йышăнаççĕ тата ытти те. Чăн та, вĕсем каланă тăрăх, çак тăрăхра ӳсекен тырă пахалăхне хурламаллиех çук. Çавăнпа предприятин продукцине туянакансем нумай. Т.Мягкова хальхи вăхăтра тата çăнăх, комбикорм туянма килнисене продукцин пахалăх сертификатне парса тăрать-мĕн.
Мягковсемпе Тарасовсен килте ĕç пирки калаçусем пĕрре те чарăнмаççĕ тесен те юрать-тĕр, ара, вĕсем кунта çемйипех тăрăшаççĕ-çке. Мягковсен, тĕслĕхрен, ĕç династийĕ те йĕркеленнĕ. Элеваторта вĕсем хальхи вăхăтра тăваттăн ĕçлеççĕ: Татьянăн мăшăрĕ Евгений тырă типĕтнĕ çĕрте аппаратчик, хуняшшĕ Василий Семенович электрик, хунямăшĕ Маргарита Стефановна та кунтах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, хуняшшĕн тетĕшĕ Николай Семенович электрик, иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Мария Васильевна та кунта секретарьте ĕçленĕ. Династие пуçлакансем вара Василий Семеновичăн ашшĕпе амăшĕ Семен Васильевичпа Мария Михайловна Мягковсем пулнă.
Галина Николаевна Тарасова пирки те çавнах каламалла, вĕсем те мăшăрĕпе Владимир Михайловичпа кашни кун кунтах ĕçе утаççĕ.
Çапла икĕ çемье Пăрăнтăк элеваторĕ еннелле ĕнер-паян кăна сукмак хывман. Сăмах май каласан, предприятире çемйипех ĕçлекенсем тата та пур. Çак йăлана предприятин ертӳçисем яланах ырласа йышăннă-ха, халĕ те хирĕç мар. Лайăх ĕçлекенсене çухатас килменнипе çыхăнтараççĕ вĕсем çакна. Эппин, пурăна киле çемье династийĕсем тата йĕркеленĕç-ха. Мягковсен, тĕслĕхрен, кĕçĕн мăнукĕсем 7 çулти Настьăпа 4-ри Дима, тен, кунтах ĕçлеме килĕç. Çак ачасен амăшĕ Татьяна Владимировна шухăша ырларĕ çеç, хальлĕхе кун çинчен калаçма иртерех темерĕ: «Кам пĕлет, тен, килĕç те», – текелерĕ çеç йăл кулса. Çакăн пек çемьесенче ĕç опычĕ ашшĕнчен ачине куçса пырать-тĕк, предприятин лайăх кадрсем енĕпе йывăрлăхĕ ӳлĕмрен те пулмасть.
 
: 1155, Хаçат: 16 (954), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: