Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Полина Васильевна Кузьмина Чăваш Сиреньелĕн (Элмет районĕ) пултаруллă ал ăстисенчен пĕри. Вăл çĕлеме, çыхма, тĕрлеме ăста. Хăй ĕмĕрĕнче тĕрленĕ тĕрĕсен, çыхнă нуски-алсишсен, кофта-юбкăсен шучĕ те çук. Апла пулин те Полина Васильевна ал ĕçĕсене сутмасть, ачисене, мăнукĕсене, тăванĕсене парать.
Ытти творчество çынни пекех вăл та яланах шыравра. «Мĕн шырамалли пур унта, алла йĕпсе тыт та çых», – тейĕ вулакан. Анчах çук çав, Полина Васильевна ахаль нуски-чăлха çыхнипе кăна çырлахмасть. Ал ĕç журналĕсенче тухакан çĕнĕлĕхсене сăнасах тăрать, кофта е салфетка, е тата ытти япала килĕшрĕ-тĕк, тӳрех ĕçе пуçăнать. Çапла майпа пĕр кавир кăна тĕрлемен ĕнтĕ чăваш хĕрарăмĕ. «Машинăпа çĕлеме эпĕ ача чухнех аннерен вĕреннĕ. Кĕпесем хамах çĕлеттĕм. Халĕ çĕвĕ машини умне ларманпа пĕрех ĕнтĕ. Тумтире лавккаран туянатпăр. Ал ĕçсĕр пурăнаймастăп вара. Йĕпсепе те, çекĕлпе те çыхатăп», – тет вăл кун пирки.
Полина Васильевна чун киленĕвĕпе пенсие тухсан кăна аппаланма пуçланă-ха, унччен ал ĕç тытса ларма вăхăчĕ çитеймен. Ара, ĕмĕрĕпех хуçалăхра кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ-çке, ферма заведующийĕ те пулнă тата кил-тĕрĕшре сахал-им ĕç ял хĕрарăмĕн?
Хальхи вăхăтра Полина Васильевна тивĕçлĕ канура, вырăнти ветерансен канашĕнче тăрать. Килте вара 4 çулти мăнукĕпе Самирăпа йăпанса пурăнать. Пушă вăхăт тупăнсанах çыхма-тĕрлеме ларать вăл. Тепĕр чух çĕрле 2-3-чен те ĕçе алăран пăрахмасть, хăпартланса çыхать е тĕрлет.
Ал ĕçĕсем чăнах та нумай П.Кузьминан, вырăнти Культура çуртĕнче мероприятисенче йĕркелекен куравсенче вĕсем яланах курăнакан вырăнта. Ĕçĕсене чăнах та пăхса ытармалла мар, урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен вĕсене кашнине чунтан пурнăçланă-çке.
 
: 1046, Хаçат: 16 (954), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: