Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри ял хутлăхĕсен татса памалли ыйтăвĕсем çителĕклех, пĕри – çул, тепри кĕпер çуккипе тарăхать. Çапах та паянхи ялсен чи пысăк проблеми вăл – ялта çамрăксем юлманни.
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел ял хутлăхĕ вăхăтĕнче район центрĕ пулнăран унăн инфраструктурине ытти ял хутлăхĕсеннипе танлаштарма çук. Кивĕ Шемĕршелне асфальтлă çул тахçанах кĕнĕ (виçĕ çул каялла ăна тĕпрен çĕнетнĕ), ял хутлăхĕн территорийĕнче пуçламăш тата вăтам шкулсем, икĕ ача сачĕ, виçĕ клуб (кашни ялтах), библиотека, почта уйрăмĕ, участок больници (кун пекки республикăри ялсенче çукпа пĕрех), аптека, республикăн судмедэкспертиза бюровĕн уйрăмĕ, «Шемĕршел» тулли мар яваплăхлă общество, 10 лавкка вырнаçнă. «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО та инçе мар. Пĕр сăмахпа каласан, 1500 çын (600-шĕ вăйпитти) пурăнакан ял хутлăхĕшĕн ку пĕрре те япăх мар, ӳркенменни валли ĕç пур. Апла пулин те ял хутлăхĕн пуçлăхĕ И.Бикчуров пĕлтернĕ тăрăх, кунта та çамрăксем питех тĕпленесшĕн мар иккен. Çавна кура ял халăхĕ майпен чакса пыни сисĕнет. Çамрăксем шкул хыççăн хуланалла тараççĕ, ваттисем вара майпен вилсе пыраççĕ. 2011 çулта, тĕслĕхрен, çак тăрăхра пурĕ те 7 ача кăна çуралнă, 31 çын вилнĕ. Пропискăна 30 çын тăнă пулсан, 31-шĕ тухса кайнă.
Ульяновск-Хусан трасса çывăхĕнчи ялсенчен тарма мĕн хистет-ха çамрăксене? Пурăнмашкăн условисем япăх мар-çке: вутă хутса тертленесси, çул, кĕпер нуши çук, çĕрле те урамра кăнтăрлахи пекех çутă, юпасем çине çутă кĕртнĕ. Кăмăл пуррисене çемье фермисем е ытти хăй ĕçне йĕркелеме чару çук. Выльăх тытсан та уссине курма пулать. Тĕслĕхрен, хăйсен ентешĕсемех халăхран куллен сĕт пуçтарассине йĕркеленĕ кунта. Чăн та, хакĕ пысăк теме çук ĕнтĕ, литрне 9 тенкĕпе çеç, çавах ку та тупăш. Район центрĕнчен аякра (35 километрта) вырнаçнине шута илсе вырăнти ял хутлăхĕнчех нотариус ĕçĕсене илсе пыраççĕ. Хут йăтса район центрне чупмалла мар. Ильгам Сагитович каланă тăрăх, пĕлтĕр кăна ял хутлăхĕн ятарлă çынни нотариальлĕ 162 ĕç пурнăçланă. Çурт-йĕр лартма та патшалăх пулăшать.
Çамрăксене пурпĕр инçе çĕрсем илĕртеççĕ çав. Ку ĕнтĕ Пăва, Ульяновск хулисем çывăххипе те çыхăннă-тăр-ха. Çапах та вăйпитти арçынсем ытларах Мускава, Сочие вăрăм укçана çӳреççĕ иккен. Çĕр ĕçĕпе питех аппаланасшăн мар халь. Çапах та наци проекчĕсемпе усă куракансем пур-ха. «Харпăр хуçалăх» программăна çулсерен 20-шер хуçалăх хутшăннă. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туяннă, выльăх витисем лартнă. Кĕçех 3 çемье ферми те хута кайĕ, вырăнти фермерсем мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме шутлаççĕ.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ И.Бикчуров çитес вăхăтра ял хутлăхĕн территорийĕнче фермер хуçалăхĕсем тата йĕркеленес ĕмĕте çухатмасть. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 2011 çулта ултă çын хурт-хăмăр, лаша, сурăхсем ĕрчетес кăмăл пуррине пĕлтерсе документсем тăратнă. Вĕсем пурте 58800-шер тенкĕ субсиди илнĕ иккен. Пĕр харăпăр хуçалăх «Лизинг-грант» программăн конкурсне хутшăнса 300 пин тенкĕ укçана та тивĕçнĕ.
Вырăнти «Шемĕршел» тулли мар яваплăхлă обществăн 7155 гектар çĕрĕ çинче хальччен мăян кашлани пулман-ха. Унта ялти 200 ытла çын (сезонниксемпе пĕрле) тăрăшать-мĕн. Сăмах май каласан, Шемĕршел хуçалăхĕ совет самани вăхăтĕнче республикăн чи лайăх ĕçлекен хуçалăхĕсенчен пĕриччĕ. Унăн председателĕ А.Абдреев Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ.
– Пĕлтĕр Кивĕ Шемĕршел урамĕсенче дренажлă канавсем чаврăмăр, ялсен урамĕсене тикĕслерĕмĕр, кĕперсен трубисене пылчăкпа çӳп-çапран тасатрăмăр. Урамри юпасем çинчи çутта сӳнтерекен тата çутакан автомат, счетчик лартрăмăр. Ял клубĕсен, музейĕн, плотинан БТИ паспорчĕсене тутартăмăр, пурлăха регистрацилерĕмĕр. Чи пысăк ĕç вăл – Кĕçĕн Шемĕршел кĕперне юсани. Çак ĕçре пулăшнă предприятисене, ял çыннисене пурне те тав тăватпăр, – паллаштарать пĕлтĕр пурнăçланă ĕçпе ял хутлăхĕн пуçлăхĕ. Паллах, ку ĕçсем чи пысăккисем çеç-ха, çуллен пурнăçламалли ĕçсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ, вĕсенчен пĕри – территорие санитари енчен пăхса тăни. Урамсене, çывăхри çырма-çатрасене çӳп-çапран тасатасси нумай чухне проблемăна çаврăнать. Халăх çӳп-çапа ятарлă полигона кайса пăрахма çавах ӳркенет-ха. Çакă тепĕр чух пушар тухас хăрушлăх та кăларса тăратать, пĕлтĕр, тĕслĕхрен, ку тăрăхра виçĕ пушар пулнă, пĕр çын вилнĕ. Çакăн пек инкекре усă курма ял хутлăхĕ пĕлтĕр ятарласа мотопомпа та туяннă.
Ял хутлăхĕн культури те пуян, ялта музей те пур вĕсен. Пурнăçĕ кичем мар тенĕ пулăттăм. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вĕсем паллă ентешĕн ТР халăх артисчĕн Г.Рахимкуловăн 85 çулхи юбилейне республика шайĕнче паллă тунă, тутар юррин республика фестивальне ирттернипе пĕрлех ентешĕн асăну хăмине уçнă, вырăнти Культура çуртне унăн ятне панă. Çаплах Социализмла Ĕç Геройне А.Абдреева асăнса волейбол спорчĕн 13-мĕш турнирне ирттернĕ.
Кивĕ Шемĕршел ял хутлăхĕн йышне Чăваш Шемĕршел ялĕ те кĕрет, унта хальхи вăхăтра 270 чăваш пурăнса хăйĕн чĕлхине, культурине аталантарать. Ялта клуб та, ача сачĕ те пур вĕсен. «Чăваш енĕ (яла хăйсен хушшинче çапла калаççĕ иккен – Авт.) пирĕн лайăх ĕçлет, ача та унта нумайрах çуралать. Çыннисем те пултаруллă», – терĕ пуçлăх чăваш ялне хакласа. Кунти чăвашсемпе, уйрăмах çамрăксемпе, мухтанмалăх пур çав. Дима Глухов, тĕслĕхрен, ăста юрласа района кăна мар, республикăна та тĕлĕнтерчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Ольга Никифорова та пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ республика олимпиадинче призер пулнăскер, регион чысне Шупашкарта хӳтĕлерĕ. Елена Еремеева пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче районти «Чăваш пики» конкурсĕнчен «Вице-мисс» титулпа таврăннă.
– Чăваш Шемĕршел Культура çурчĕ мартăн 29-мĕшĕнче творчество концерчĕ ирттерсе тĕлĕнтерчĕ. Клуб ертӳçи Елизавета Васильевна Еремеева ăна питĕ лайăх хатĕрленĕччĕ, – мухтамасăр чăтаймарĕ пуçлăх.
Паллах, пысăк ĕçе спонсорсемсĕр пурнăçлама çук, вĕсенчен пĕрне Пăвари машинăсем тăвакан заводăн ертӳçине А.А.Никифорова питĕ сума сăваççĕ кунта. Тăван яла питĕ нумай пулăшать-мĕн. Вăл тăрăшнипе Чăваш Шемĕршелĕнче часавай лартнă, шкул ачисене чăваш наци костюмĕсем çĕлесе панă.
– Александр Александровича тав тума сăмах та çитмест, вăл пире питĕ нумай пулăшать. 2011 çулта кăна Кивĕ Шемĕршел вăтам шкулĕн крыльцине, пушар сӳнтерекен машина валли емкость тӳлевсĕрех туса пачĕ, пысăк тав ăна, – терĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ И.Бикчуров ентешне тав тунă май.
Ялĕ пысăк, халăхĕсем те ӳркенекеннисем мар, çапах та çамрăксене ялта хăварма çук. Хулана вĕренме кайсан, каялла таврăнакансем питĕ сайра. Çамрăк вăйсăр вара темĕн чухлĕ тăрăшсан та, пулăшсан та яла мала яма çук.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче И.С.Бикчуров.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче И.С.Бикчуров.
 Архиври сăнӳкерчĕкре чăвашшемĕршелсем.
Архиври сăнӳкерчĕкре чăвашшемĕршелсем.
 
: 1027, Хаçат: 16 (954), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: