Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 12-14 №№.)
 
42
Эрнеслу акка, юлташĕ
Ывăл çуратсассăн, имĕш
«Ман кĕрӳ пулать вăл», – тенĕ
Тимуша çупăрласа.
Вунă çул иртсен çеç кĕтнĕ
Хĕр илсе килет хăй, виçĕ
Ывăлпа – çемьеллĕ пурте –
Мăшăрне мухтантарсан.
Каччă таврăнсан, ик тантăш
«Тĕл пулу хаваслă, кăсăк
Пултăр-ха», – тесе шутланă
Катемпи ăсталама:
Ăнсăртран тата сасартăк
Тĕл пулни – хитре самантлăх –
Манăçми асамлă туйăм,
Тунсăх тивĕç çуратма!
43
Пурнăçланĕччĕ тĕллевĕ,
Евлампи тăма ӳркеннĕ –
Сывлăмпа питне çумашкăн,
Ахăр, кашнинех пӳрмен.
«Эп унпа кăсăкланмастăп.
Ман савниçĕм пур, аннеçĕм, –
Тет Тимуш, – вăл шкул ĕçченĕ
Алюна – вĕрентекен».
«Ай-уй, ывăл, килнĕ çын вăл.
Амăшĕ тухатмăш теççĕ.
Ахальтен сăмах тухмасть пуль:
Катемпи те пахчине,
Каç пулсан, лартаççĕ темшĕн,
Ир-ирех илсе кĕреççĕ!
Шанмасан, кайса пăх кĕçĕр –
Хуйхăртатăн аннӳне».
44
Тупрĕ сутмалли юмахăн
Тупсăмне Тимуш – çухатрĕ
Канăçне: ун катемпийĕ
Тĕлĕнтермĕш мар. Мучи
Урăххи çинчен пупленĕ:
Катемпи-хĕр – ак пуçватмăш!
Сĕм çĕрле мĕн хураллать вăл?
Мĕн упрать-ши хĕр пахчи?
45
Хĕвел çаврăнăш именчĕк
Сарă çӳçлĕ хĕр ача пек
Пуç усса тăрать, хăюллă
Каччă килнине курса.
Чĕвĕл-чĕвĕл шăван кайăк
Чуп тăвать ăна асамлă,
Илĕртӳллĕ вăрттăн сăвă
Хăлхинчен пăшăлтатса.
Çук. Асăрхамарĕ каччă,
Иртрĕ, аякра çухалчĕ,
Ансăр каçмапа шыв урлă
Каçрĕ, çӳллĕ сăрт çине,
Çăкасем айне йăванчĕ,
Ял çине çӳлтен тинкерчĕ.
Çакăнтан курма хăтланчĕ
Вăл пуçватмăш тупсăмне.
46
Çăкасем йăпатрĕç ахăр,
Чăшăлтатрĕç. Шăван кайăк
Кашăркка çăка çинче тем
Тăрăшса ĕçлет. Тимуш
Ӳркенмерĕ, тĕрĕслерĕ:
Хĕвел çаврăнăш та тулă
Вулă çурăкне тултарнă
Хĕллене çунатлă тус.
«Пĕчĕк вăрăсем – пĕлменччĕ!» –
Тĕлĕнет Тимуш, бинокль
Витĕр шăвакан çунатлă
Чĕр чунпа кăсăкланса,
Чечексем ăшне ӳкет те
Çывăрса каять. Каçпа çеç,
Шурăмпуç сӳнсен, пĕр ӳхĕ
Вăратать ăна кулса.
47
Тĕттĕм мар-ха, курăнать ял.
Инçетре çывăхлатма та
Пултарать «асамлă куçĕ» –
Аякран Тимуш курать:
Катемпи-хĕрарăм çĕмĕрт
Айĕнче паян, савнийĕн
Амăшĕ мунча кĕтесĕ
Патĕнче тем ухтарать:
Ак тем ывăтрĕ, юнарĕ,
Кушака ятларĕ ахăр –
Ав чĕрмеленсе хăпарчĕ
Чус хӳме çине хайхи –
Катемпин питне пытарнă
Виткĕçне сирсе чуп турĕ,
Уйăха сăнарĕ, кайрĕ...
Катемпи пуль ун хуйхи!
48
Сăрт çинчен анса силленчĕк
Каçмапа ял шывĕ урлă
Каçиччен, çап-çутă уйăх
Çаврашки те çĕкленет –
Лайăх курăнать: ав, çĕмĕрт
Айĕнче тăрать юмах пек
Илĕртӳллĕ тĕлĕнтермĕш –
Катемпи. Тимуш кĕрет
Пахчана, улма йăранĕ
Хушшипе хăюллăн, хăвăрт
Ун патне чупса пырассăн
Сывлайми пулать вара:
Чĕнтĕрне сирсен, савнийĕн –
Алюнан – питне курать вĕт!
Куç хупанкисем чĕтреççĕ,
Хускалмасть хăй, çывăрать.
49
«Алюна», – пуçне шăлсан та,
Хĕр хуравламасть. «Ан йыхăр!» –
Тенине илтсен, хĕр амăш
Пӳрт хыçĕнченех хăраххăн
Аллипе патне пымашкăн
Сĕннине курать. «Илтмест вăл, –
Тет хĕрарăм, – уйăх вăйĕ
Çыннинчен хăватлăрах!»
Каласа парать хĕрарăм
Тимуша мĕнле терт-хуйхă
Пурнăçа пăсса сасартăк
Вĕсене çакланнине.
Çӳçенет хăюллă каччă,
Ал лапписене вăл хытă
Чăмăртать. Эсир те итлĕр
Мĕскĕн арăм калавне:
50
«Чĕмпĕрте эп вĕренеттĕм.
Чĕмпĕрех качча та кайрăм.
Упăшкам хаваслă çынччĕ,
Пĕр çултан хĕр çуралсан,
«Алюна» ят хучĕ... Тĕлĕк
Куртăм-ши? Ман пек телейлĕ
Тĕнчере этем те çукчĕ...
Виçĕмçул сывпуллашса –
Инкеке чĕре туять пуль –
Хытă-хытă ыталарĕ,
Таврăнса тепре чуп турĕ
Чунăм... Виçĕ сехетрен
Ĕçĕнчен шăнкăравларĕç:
Тухайман вутран савниçĕм!
Пытарма та кĕл çеç пачĕç...
Хĕршĕн чăтрĕ пуль чĕре.
51
Çур çултан кăштах лăплантăм.
«Кулакан та пултăн», – терĕç.
Чĕмпĕрте пурăнаймарăм,
Таврăнтăм тăван яла.
Алюна шкулта ĕçлетчĕ,
Вăл манпа яла пымарĕ,
Çамрăка ӳкĕтлемерĕм,
Манăн пурнăç ватăлла.
52
Шурĕ ерипен кун-каçăм.
Пурăнма пĕччен кичем çав.
Хĕрĕме кашни кун кĕтрĕм
Тинкерсе чӳречерен.
Ак пĕрре хура та пысăк
Икĕ машина пĕр харăс
Чарăнчĕ умра. Хаваслă
Пĕринчен пĕри хитре
Çамрăкпа ман çуртăм тулчĕ:
Самантра сĕтел пуçтарчĕç –
Эп курман ĕçме те çимĕç!
Ват хĕрарăма, мана,
Кĕреке пуçне, хисеплĕ
Вырăна лартса пуç тайрĕç.
Хĕрĕме сума сăваççĕ –
Шухăш ăшăтрĕ чуна.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 787, Хаçат: 15 (953), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: