Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АЧАЛĂХ
Телейлĕ те шухăшсăр вăхăт. Çумăр хыççăн пуçтарăннă кӳлленчĕкри шыва сирпĕтсе ялăн çеремлĕ сарлака урамĕсем тăрăх ача-пăча çарран чупать. Сывă та тутă шăпăрлансем валли мĕнле лайăх та ирĕк кунта!
Эпир те акă, çерçисем пек пĕр ушкăна пуçтарăннă та ялан апат шыракан мăнкăмăллă чăхсене хăратса çырманалла вĕçтеретпĕр. Пирĕн вăйă унта малалла тăсăлать. Эпир çуйхашнипе мăнтăр симĕс шапасем пăтраннă шывран тухса çывăхри курăк ăшне пытанаççĕ, хур-кăвакалсем çеç çумăрпа юхса аннă ăмансемпе улиткăсене çаплах васкамасăр шывра шыраççĕ. Пĕтнĕк тата иван-чай курăкĕсен техĕмлĕ шăрши таврана сарăлса сăмсана кăтăклать. Çумăр хыççăн сывлăш таса та уçă… Мĕнле телейлĕ кунсемччĕ вĕсем! Мĕншĕн çав тери хăвăрт иртсе кайрĕç-ши?
Коля шăллăм çулталăк кĕçĕнрех пулсан та, манран çирĕпрех курăнать. Колхозăн лаша вити патне анаталла пĕр-пĕринпе ăмăртса чупатпăр. Вăл манран çăмăллăнах иртсе каять çеç мар, енчен енне сиккелесе çăлкуç патне чупса çитсе каялла лаша вити патне таврăнма та ĕлкĕрет. Шăллăм шыв çийĕн чул пеме те ăста. Муклашкасем тивнипе шыв çинче çаврашкасем пулса пĕтĕм пĕвене сарăлаççĕ. Коля хăйпе пĕр çулти Женя Ниловпа туслă.
Чăнкă çырантан шыва сикессипе вара хыткан Женьăна çитекенни çук. Шыв айĕнче ишсе вăл тепĕр çыранах çитеет. Йывăç çине те пуринчен лайăхрах хăпарать. Çавăнпах ăна хамăр хушăра «Тарзан» ят панă та.
Вăрăм çуллахи кун. Хамăр ĕçпе вĕçĕмсĕр чупакан ача-пăчасен пирĕн хырăм та выçать. Апат пĕçермелле вĕт, кун çинчен аса илтерсенех Тарасов Леха кил еннелле вĕçтерчĕ. Унăн Василий тетен пахчара ӳсекен табака аллакан вĕтĕ шăтăклă алине илсе килмелле. Козлов Юрка (ашшĕ-амăшĕ лавккара ĕçлетчĕç) çăкăр сăмси, тăвар, хăш чух çу та илсе килет. Сĕтпе çатма илме Коля шăллăм чупать. Эпир иккĕн-çке, çавăнпа йăваран çăмарта илме те хушатăп эпĕ. Герасимов Валентин вара суханпа кашăк йăтса килет. Эпир Герасимов Лешапа иксĕмĕр кăмака тума пуçлатпăр.
Ырашпăтрипе синюшкăсене (вăлча сапнă чух çутă хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ пулса каякан пулă) шыв хĕрринчи çерем тымарĕсем айĕнчен урасемпе хăваласа кăларатпăр та шыв тĕпне лартнă алапа çыран хĕрринелле кăларатпăр. Пулă нумай, тытма кăна ан ӳркен. Укçисенчен тасатса пулла çăлкуç шывĕпе çăватпăр. Хăва тураттисен йӳçек тĕтĕмĕ куçа кĕрсен те кăмăллă хамăр. Çатма çинче чашкăртатса пиçекен апат ахаль те выçнă хырăма тата ыраттарать. Çав самантсенче мĕн çинчен калаçнă-ши эпир – ниепле те астумастăп. Савăнăçлă вăхăт вăл çулла, çавăнпа хăвăрт иртет те.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шăллăмпа иксĕмĕр валли çĕнĕ шăлаварпа кĕпесем çĕлетчĕç. Пирĕн туссенчен нумайăшĕ шкула саплăклă кĕпе-йĕмпе пыратчĕ пулсан та çи-пуçĕсем яланах тасаччĕ.
 
ÇЕМЬЕ ХУЙХИ
Аттепе анне калаçнине илтех кайрăм. Коля чирлени, ăна район больницине илсе каймалли çинчен калаçаççĕ иккен. Лашапа пĕрре кăна çула тухмарĕç ĕнтĕ вĕсем. Шăллăма тавра ялти юмăçа та, Ключевкăри пачăшка та кăтартрĕç.
Кольăн кăкăрĕпе çурăмне нӳрлĕ тирпе, фанера татăкĕпе туртса çыхнине хальхи пекех астăватăп. Çак «панцирьпе» вăл çĕрĕн-кунĕн çӳретчĕ. Çапах та çурăм шăмми пурпĕр кукăрăлма пăрахмарĕ. Кăна эпĕ каçхине пĕрле çывăрнă чух алăпа тытсан та туяттăм. Атте-анне шăллăмăн чирĕн сăлтавне, ăна мĕнле сиплемелли мелсене час-часах сӳтсе яватчĕç. Пăскăнчăкпа та, пĕчĕк чух кӳршĕсен тĕпсакайне кайнă чух сиенленнипе те çыхăнтаратчĕç инкеке.
Пĕр тăван шăллăм хăйне малашне мĕн кĕтнине хальлĕхе ăнланмасть-ха. Шкул ачисем йĕкĕлтесе кулни кăна ăна хурланса макăртать. Эпĕ шăллăма вĕсенчен май çитнĕ таран хӳтĕлетĕп-ха, хăш чух иксĕмĕре те аванах çакланать. Коля çĕрле час-часах йĕретчĕ, сахал калаçма тытăнчĕ. Сайра-хутра кăна вылятпăр халь эпир унпа.
Коля шкулта та начар вĕренме, ытларах «иккĕсем» илме пуçларĕ. Учительсем хĕрхенмеççĕ ăна. Кĕçех ĕмĕрĕнче асра юлмалли сăлтав та тупăнчĕ. Пурне те пионера илчĕç, пирĕн Коля та апрелĕн 22-мĕшĕнчен хĕрлĕ галстук çыхса çӳремеллеччĕ. Анне ун валли районтан 30 пус тăракан, виç кĕтеслĕ хĕрлĕ хăмач татăкĕ илсе килчĕ. Анчах шăллăм ниепле те галстук çыхасшăн пулмарĕ. Учителĕ Нина Афанасьевна вара Кольăна çине тăрсах галстукпа çӳреттересшĕн. Шкул линейкинче çак ыйтăва сӳтсе явнă хыççăн шăллăма шкул территорийĕнчен хăваласа ячĕç, учительница ăна класа кĕртмерĕ. Куççульпе макăрса, уксах урине сĕтĕре-сĕтĕре киле таврăннăччĕ вăл çав кун.
 
«ПĔЧĔК КОЛЯ»
Çакăн пек хушма ят шăллăм çумне шкулта чухне çыпăçрĕ. Вăл манăн хулпуççие те аран-аран кăна çитетчĕ. Анчах ĕçре манран юласшăн марччĕ. Хĕлле эпир пĕрле юр е тислĕк тасататтăмăр, кăмака хутаттăмăр, выльăх-чĕрлĕхе апат параттăмăр. Ăна йывăр йăтма юраманран çăла шыва кайма хушмастчĕç. Çапах та шкултан юлмастчĕ вăл, ку енĕпе пирĕн çирĕпчĕ. «Пĕлӳсĕр мĕнле-ха эс…», – тетчĕ ялан анне.
Шăллăм хăйне салтака илменнине лайăх ăнланатчĕ. Çакă та ача кăмăлне сахал мар хуçнă ĕнтĕ, эпир, арçын ачасем, вăл вăхăтра кашни салтакра пулма ĕмĕтленеттĕмĕрччĕ-ç ке. Вăл çаплах шофер, тракторист пулайманнине пĕлетчĕ. Çак шухăшпа çырлахнă-ши вăл – пĕлместĕп.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 857, Хаçат: 15 (953), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: