Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КУЛИЧ
1-мĕш рецепт
Кирлĕ: 4 стакан çăнăх, 200 г услам çу, 50 г çĕпре, 5 çăмарта, 1 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан сĕт, 1 стакан иçĕм çырли, тăвар.
Çăва ирĕлтермелле те вĕри сĕтпе пĕрлештермелле. Сахăр песокĕ, тăвар хушса хутăштармалла та пӳлĕмри температурăпа тан пуличчен сивĕтмелле. Унтан çăнăх, ик-виç кашăк сĕт çинче ирĕлтернĕ çĕпре хушса пăтраштармалла та ăшă çĕре лартмалла. Чуста хăпарсан çăмарта сарри, лăкаса кăпăклантарнă çăмарта шурри, иçĕм çырли хушса çăрмалла, çăнăх сапнă формăсем çине çурри таран хурса тухмалла. Чуста хăпарсан духовкăна лартса пĕçермелле.
 
Иккĕмĕш рецепт
Кирлĕ: 5 стакан çăнăх, 1,5 стакан шĕвĕ хăйма, 250 г услам çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 8 çăмарта сарри, çуршар стакан мăйăр, иçĕм çырли, цукат, 1 чей кашăкĕ тăвар, 100 г çĕпре, ванилин; глазурь валли – 1 çăмарта шурри, 1 стакан сахăр пудри, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ.
Ăшă хăйма çине çĕпре ярса ирĕлтермелле, кирлĕ çăнăхăн çур пайне хушса пăтраштармалла та ăшă çĕре лартмалла. Çăмарта саррине сахăр песокĕпе тата çупа пĕрлештермелле, чуста хăпарсан хутăша унпа пĕрлештермелле. Иçĕм çырли, цукат, вĕтетнĕ мăйăр хушмалла. Юлнă çăнăха, ванилин тата тăвар хушса чустана лайăх çăрмалла, ăшă çĕре лартмалла. Хăпарсан татах çăрмалла та тепре хăпариччен кĕтмелле. Унтан чустана çуланă, тĕпне çуллă хут сарнă, вĕтетнĕ сухари сапнă формăсем çине çурри таран хурса тухмалла. Çиелтен таса алшăллипе витсе хăпариччен кĕтмелле. Чуста хăпарсан кулич питне çăмарта саррипе сĕрмелле. Вĕри духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле. Куличăн пичĕ хĕрелме пуçласан ăна йĕпе хутпа витмелле, унсăрăн çунма пултарать. Хатĕр куличăн питне шурă глазурьпе сĕрмелле.
 
МĂНКУН
1-мĕш рецепт
Кирлĕ: 1,6 кг тăпăрч, 1 стакан хăйма, 4 стакан сахăр песокĕ, 9 çăмарта, 200 г услам çу, 1 стакан иçĕм çырли, çур стакан вĕтетнĕ миндаль.
Ала витĕр кăларнă тăпăрча хăймапа, сахăр песокĕпе, çăмартапа, услам çупа, иçĕм çырлипе тата вĕтетнĕ миндальпе хутăштармалла. Хутăша плита çине лартса вĕрилениччен тытмалла, анчах вĕреме кĕртмелле мар. Унтан ятарлă форма çине тултарса çиелтен кăшт пусармалла та пĕр талăк сивĕ çĕрте лартмалла.
 
2-мĕш рецепт
Кирлĕ: 5 л сĕт, 5 çăмарта, 3 стакан хăйма, 500 г услам çу, 2 стакан сахăр песокĕ, 1 кашăк уксус.
Çăмартана хăймапа хутăштармалла. Сĕте вĕреме кĕртмелле те ун çине хăймапа çăмарта хутăшне, уксус ямалла, çулăма пĕчĕклетсе пăтратса тăрса пĕçермелле. Сĕт тăпăрчлансан ăна темиçе хутлă марля хунă дуршлаг çине силлемелле, шĕвекĕ юхса пĕтсен тăпăрча ала витĕр пусса кăлармалла. Çупа хутăштарнă сахăр песокĕ хушмалла. Тăпăрч хутăшне ятарлă савăт çине тултарса çиелтен пусармалла, сивĕ çĕре лартмалла.
 
ЧИЕ КУКĂЛĔ
Кирлĕ: 100 г çăнăх, 5 çăмарта, 100 г сахăр песокĕ, 500 г шăнтнă чие çырли.
Çăмарта шуррине сахăр песокĕпе лăкамалла, унтан çăмарта сарри хушса пăтраштармалла. Пăтраштарса тăрса пĕчĕккĕн çăнăх хушмалла. Кăшт ăшăннă чие çырлине пăчăртаса ытлашши сĕткенне кăлармалла та çырласене чуста çине ямалла. Хутăша çупа сĕрнĕ форма çине ямалла. Хĕрӳ духовкăра çур сехет пĕçермелле.
 
ЗАЛИВНОЙ
Кирлĕ: 300 г пĕçернĕ тачка аш, 2-3 пĕçернĕ çăмарта, 1-2 пĕçернĕ кишĕр, тăвар, укроп е петрушка, 1 кашăк желатин, 3 стакан аш шӳрпи.
Аша, кишĕре, пĕçернĕ çăмартана, укропа е петрушкăна турамалла. Ингредиентсене хутăштармалла та çăмарта евĕрлĕ формăсем çине тултармалла. Желатина 1 стакан вĕретсе сивĕтнĕ шывра ирĕлтермелле, пĕр сехет лартмалла. Унтан плита çине лартса пăтраштарса тăрса ăшăтмалла, анчах вĕреме кĕртмелле мар, сăрăхтарса шӳрпепе пĕрлештермелле. Желатин хушнă шĕвеке формăсем çине ярса тухмалла. Формăсене холодильнике лартса заливной хытса çитичченех тытмалла.
 
КИЛТИ ПĔРЕМĔК
Кирлĕ: 3 стакан çăнăх, 2 чей кашăкĕ апат соди, 5 г ванилин, 1 стакан шыв, 50 г сахăр песокĕ, 1 çăмарта, 2 кашăк услам çу, 100 г хура шоколад, сахăр пудри.
Алланă çăнăха апат содипе хутăштармалла. 1 стакан шыв çине сахăр песокĕ хушмалла та вĕреме кĕртмелле, сироп пуличчен вĕретмелле. Сиропа пӳлĕмри температурăпа тан пуличчен сивĕтмелле, унтан ванилин, çăмарта, содăллă çăнăх хушса чуста çăрмалла. Чустаран пĕремĕксем туса çупа сĕрнĕ противень çине хумалла та духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле. Сивĕннĕ пĕремĕксене ирĕлтернĕ шоколад çине чиксе кăлармалла, сахăр пудри сапмалла.
 
: 821, Хаçат: 15 (953), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: