Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕн тĕп больницин физиотерапи кабинечĕн алăк уратинчен иртсенех чирлĕ çын хăйне урамри ăмăр çанталăкран тарса хĕвеллĕ утрав çине лекнĕн туять.
Кунта яланах хăтлă, таса, пациента ялан йăл кулăпа кĕтсе илеççĕ. Паллах, çакăншăн чи малтанах Вера Семеновăпа Татьяна Горбунова, Разиля Шаязданова медсестрасене тата Валентина Барсукова санитаркăна тав тумалла. Çакăнта вăй хуракан аслă медсестра Вера Матвеевна хăйĕн ĕç стажĕн 28 çулĕнчен 20 çулне чирлисене физиопроцедурăсемпе сиплет. Татьяна Петровнăн пĕтĕмĕшле медицина стажĕ 25 çул, вĕсенчен 12 çул çак кабинетра вăй хурать. Разиля Рахимзяновна 6 çул кунта. Унăн та медицинăри стажĕ самай пысăк – 13 çул.
– Нерв системин чирĕсенчен харăсах темиçе енлĕн сиплеççĕ, физиотерапи меслечĕсем вара çав енсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Çак кабинет кунне çĕр ытла çынна йышăнать. Эпир кашни пациента хавас, – каласа параççĕ ĕçченсем хăйсем çинчен.
Больницăна лекнĕ çыннăн кашнин хăйĕн чир. Пĕр тĕрлĕ чир те кашни çыннăн хăйле аталанса пырать. Физиотерапи кабинетне килекен пациентсене вара пĕрпеклĕх пĕрлештерет – вĕсем пурте хăвăрт сываласса шанаççĕ. Чирлисем нумай пулин те çакăнта ĕçлекенсем кашнин валли ăшă сăмахсем тупаççĕ, хĕрхенеççĕ. Ывăнаççĕ-и вĕсем? Паллах, кунне çĕр ытла çынна процедура ирттересси çăмăл ĕç мар. Анчах ку кабинетра сасă хăпартнине, «ывăнтăм» тенине никам та илтмен. Процедура хыççăн пациента чĕререн: «Сывалăр», – тени вара чăнах асамлă вăй хушнипе пĕрех. Çавăнпах пациентсем физиотерапи кабинечĕн ĕçченĕсене тав туса хаçата çырма ыйтаççĕ.
Пациенткăсенчен пĕринпе калаçса кайрăмăр. Вăл хăй тĕлĕннине пытармарĕ манран: «Эпир больницăна хамăрăн чир-чĕрпе каятпăр, вĕсенчен хăвăртрах тасаласшăн. Çавăнпа çак çуртра нимĕн савăнмалли те çук пек. Анчах физиотерапи кабинетĕнче ыратни çинчен йăлт манатăн. Унтан тухас та килмест, кашнинчех таврăнма кăмăллă унта».
 
: 1654, Хаçат: 15 (953), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: