Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Килте ăнсăртран ртуть тăкăнса кайсан нумайăшĕ çухалса каять – наркăмăшлă металл сывлăха сиен ан кӳтĕр тесен мĕн тумалла?
Градусниксенче, термометрсемпе манометрсенче, хлорпа йӳçек натр тунă çĕрте ртутьпе усă кураççĕ. Питĕ сивĕ çĕрте те вăл хăвăрт пăсланать.
Наркăмăшлă метала кăшт сывланиех çынна пысăк сиен кӳрет. Çакна пула çыннăн апат анмасть, сунас пуçланать, куçĕ шывланать, ӳчĕ кĕçĕтет, варвитти аптратать. Хăш чухне лайăх пĕлнинех манать, ал-ура вăйĕ пĕтет. Чылай вăхăт ртуте сывлама тивсен сывлăх сисĕнмеллех хавшать: çын хăвăрт çӳхелме пуçлать, пуç мими аманать, пӳре, ӳпке, иммун системи тата ытти органсем аптраççĕ.
Енчен те пӳлĕмре чылай ртуть тăкăнса кайнă (эпир курма хăнăхнă градусникрисенчен самай нумайрах):
Пӳлĕме никама та ан кĕртĕр;
Чӳречесене яри уçăр;
Енчен те пӳлĕмре кондиционер пур, ăна ĕçлеттерсе пӳлĕме сивĕтĕр;
Пӳлĕм çывăхне никама ан пыртарăр.
Çывăхра вентиляторсем, фенсем, пылесоссем ан ĕçлеттерĕр.
МĔН ТУМА ЮРАМАСТЬ?
– Пылесоспа пуçтармалла мар. Çапла туни ртуте тата вăйлăрах пăсланма пулăшать. Пылесосĕпе хăйĕнпе те урăх усă курмалла мар, пăрахăçламалла.
– Шăпăрпа е швабрăпа шăлса пуçтармалла мар. Çапла тунă чух ртуть тата пĕчĕкрех шариксем çине пайланса каять, вĕсене пуçтарма питĕ йывăр.
– Ртуте унитаза пăрахмалла мар. Вăл канализаци пăрăхĕсенче ларса юлма пултарать. Капла тусан металл тахçанччен çын сывлăхне сиенлет. Темĕнле тăрăшсан та пăрăхсенчен пуçтарса кăларма çук ăна.
– Ртуть лекнĕ тума япала çăвакан машинăра çумалла мар. Тума, ртуть тытнă савăта пăрахмалла.
ПĔРРЕМĔШ УТĂМ
– Çакăн çинчен тӳрех мобильнăй телефонпа 112 номерпе пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине е стационар телефонĕнчен 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
– Тăхтаса тăмасăр ртуть тăкăннă пӳлĕм чӳречисене яри уçмалла. Ачасемпе килти чĕр чунсене пӳлĕмрен кăлармалла.
– Линолеум, йывăç, ытти яка япаласем çинчен ртуте пуçтарма çăмăл.
– Енчен те ртуть кавир çине лекрĕ пулсан, çав вырăна касса кăларса сывлăш кĕмен савăта тултарса хупса хумалла, пăрахмалла.
РТУТЕ МĔНПЕ ПУÇТАРАÇÇĔ
Кунта чи малтанах полиэтилен хутаçсене аса илмелле. Респиратор, резинăран е латексран тунă перчеткесем тăхăнмалла. Хут алшăллисемпе е салфеткăсем, резина вĕçлĕ ăскăч, скотч, арçынсем валли сухал хырма кăларнă кремпа хунар кирлĕ.
Метала пуçтариччен чи малтан кĕленче ванчăкĕсене пухса хутаçа хумалла та сывлăш тухмалла мар çыхса хумалла. Çакăн хыççăн картон хутпа е ăскăчпа майĕпен шариксене хут ал шăлли çине пуçтармалла. Ăна та хутаçа чиксе çыхмалла.
Юлнă шариксене пуçтарма çыпçăнакан хăюпа, скотчпа усă курмалла. Çапла майпа ртуте пĕтĕмпех пуçтарса илсен градусник ваннă вырăна кремпа лачлаттарсах сĕрмелле. Кайран крем кăпăкне пуçтармалла. Юлашкинчен хунар çутса пăхмалла (пĕчĕк-пĕчĕк шариксем унсăрăн куçа курăнмасан та пултараççĕ).
Ртуть пуçтарнă япаласене те хутаçа чиксе çыхмалла. Пӳлĕмри ртуте пуçтарнă хыççăн чӳречесене уçмалла, вентиляцие ĕçлеттерсе сывлăша тасатмалла. Çак пӳлĕме пĕр талăк кĕмелле мар. Çак ĕçсем хыççăн тин урайсене çумалла, унччен шывпа усă курмалла мар.
Астăвăр! Ртуть нумай тăкăнса кайрĕ-тĕк тăхтаса тăмасăр МЧС хăтаруçисене чĕнсе илмелле, сывлăхшăн хăрушă вырăнтан хăвăртрах каймалла.
 
: 1473, Хаçат: 15 (953), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: