Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Зоя Арсентьевна Мензелина (Çарăмсан районĕ) ĕç ветеранне ял-йыш питĕ хисеплет. Вăл «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Фрунзе ячĕллĕ колхозра 40 çул ытла тĕрлĕ ĕçре ырми-канми тăрăшнă.
– Аллăмĕш çулсен варринче ялти çичĕ класлă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Анне пире, тетепе иксĕмĕре, мĕн пĕчĕкренех ĕçе тĕплĕн тума вĕрентнĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче аттесĕр ӳснĕ эпир. Тăван çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕлесе вăрçă хирĕнче пуç хунă вăл. Çамрăк хĕр ача пулсан та нимле ĕçрен те хăраса тăман эпĕ. Колхоза ĕçе çӳреме пуçларăм. Çав çулсенче колхоз хирĕнче сахăр кăшманĕ акса ӳстерме пуçларĕç, кашни çынна уйрăм ана уйăрса паратчĕç. Çав анана çуллахи вăхăтра ик-виç хутчен матикпе кăпкалатса çум курăксенчен тасатса тăмалла, кĕркунне алăпа кăларса лаша лавĕ çине тиесе купана хывмаллаччĕ. Тухăçлă кăшман ӳстернĕшĕн, колхоз председателĕ пухура мана чаплă парне (плюшлă куртка) панăччĕ. Кĕркунне выльăх-чĕрлĕх картана кĕрсен ĕне ферминче пăрусем пăхса ӳстерме пуçларăм. Вун икĕ çул ĕçлерĕм унта. Малтанхи çулсенче пăрусем çитĕнтертĕм, каярах вăкăрсем самăртакан цеха куçарчĕç. Выльăхсем кунсерен нумайрах ӳт хушса пыччăр тесен вĕсене вăхăтлă тата çителĕклĕ апатлантармалла. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлаттăмăр ун чух: тислĕкне лав çине тиесе кăларнă, апатне те алăпа тиесе кĕртнĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тирпейлĕн те вăхăтлă мĕнпур ĕçсене туса пырсан çех, палăрмалăх çитĕнӳсем тума пулать. Ферма коллективĕ патшалăха аш-какай сутас плана пурнăçласа пыма тытăнчĕ. Ĕçри уйрăм çитĕнӳсемшĕн мана ВДНХран кĕмĕл медаль тата кавир пачĕç.
Малалла сысна ферминче вунă çул ĕçлерĕм. Ĕçре тирпейлĕн те тăрăшса ĕçленине кура колхоз правленийĕн ларăвĕнче мана сысна фермине ертсе пыма çирĕплетрĕç. Вун сакăр çулта тĕрлĕ вăхăтсем пулнă – савăнмалли те, хуйхăрмалли те. Ертӳçĕн коллективра ĕçлекен кашни çыншăн явап тытмалла, мĕншĕн тесен мĕн пулсан та чăн малтан унран ыйтаççĕ. Фермăра çирĕм -çирĕм пилĕк çын ĕçлетчĕ, вĕсемпе кашнийĕнпех уйрăммăн калаçса, пĕр чĕлхе тупса, вĕсене хавхалантарса коллектив умне лартнă плансене пурнăçлассишĕн кĕрешме тӳр килетчĕ. Патшалăха аш-какай сутас, çурасен шутне ӳстерес плана çулсерен пурнăçласа пыма пуçларăмăр. Патшалăх манăн ĕçе «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕ» хисеплĕ ятне парса хакларĕ.
Кĕркунне çĕрсем вăрăмлана пуçласан хамăр урамри хĕр ачасем эпир, Сандра кинемей патне каç ларма çӳреттĕмĕр, унта тĕрлĕ ал ĕç тăваттăмăр: алса-нуски çыхаттăмăр, пит шăлли, сăмса тутри, чӳрече карри тĕрлеттĕмĕр. Алă ĕçĕ тунă май хамăр хушăра тĕрлĕ вăрттăнлăхсене уçса, шӳтлĕн калаçса лараттăмăр, вăхăт-вăхăт юрă та шăрантарнă. Хĕр ачасем патне каччăсем те килетчĕç, хăш-пĕр чух хăйсемпе хуткупăс илсе килетчĕç, ташлаттаратчĕç. Çапла сисĕнмесĕрех тăватă-пилĕк сехет иртсе каятчĕ. Палăртнă вăхăт çитсен кил хуçи кинемей пире ăсататчĕ. Мĕншĕн тесен эпир пурте фермăра ĕçленĕ, унта ĕç ирхине 4-5 сехетрех пуçланатчĕ. Киле кайнă чух, урамра каччăсем хăйсем куçланă хĕрсене киле ăсататчĕç.
Кивĕ Çĕнĕ çул каç эпир çамрăксем тата пиртен аслăрах кинемейсем пуçтарăнса çĕрĕ яраттăмăр. Ăна касăри юрлама ăста, сумлă кинемей такмакласа юрласа ертсе пыратчĕ. Юрланă май савăтри шыва пăтрататчĕ, ăна юрлама ыттисем те пулăшатчĕç. Çав каç хĕрсем тата тем тĕрлĕ юмăç та пăхатчĕç. Хăюллăраххисем пулас упăшки кам пулассине пĕлес тесе çурçĕрте мунчана юмăç яма каятчĕç.
Çĕнĕ çул праçникĕсем иртсен пирĕн каç ларма çӳресси вĕçленсе пыратчĕ. Юлашки каçа – сурхури каçĕ тесе калаттăмăр. Ăна ирттерме кашни хамăр килтен аш-какай, çу-çăмарта, çăнăх, çĕр улми тата ыттине те илсе килсе каç валли тĕрлĕ апат пĕçереттĕмĕр, ташлаттарма-юрлатта рма ялти ăста вăйçа хуткупăс калама чĕнеттĕмĕр. Çав каç ялти ытти урамсенче пурăнакан каччăсемпе хĕрсем тата ют ялтан килнĕ çамрăксем те курма пуçтарăнатчĕç. Вĕсем нумайăшĕ тĕрлĕ маскăсем тăхăнса килетчĕç. Урай варрине тухса юрласа е ташласа тата тĕрлĕ мыскарасем кăтартса пухăннă халăха савăнтаратчĕç. Эпир, хĕрсем, вĕсене хамăр тĕрлесе е çыхса тунă пĕчĕк парнесене параттăмăр.
Сурхури каçĕн тĕп апачĕ – чăваш хуплăвĕ. Ăна ан сивĕнтĕр тесе кăмакаран кăларман, сивĕнсен хуплăвĕн техĕмĕ пĕтет. Çав каç кил-çуртра «куç-хăлха» пултăр тесе Тимахви мучине чĕнсе килеттĕмĕр. Халăх пуçтарăнсан чăрмантарас мар тесе мучи кăмака çине хăпарса вырнаçатчĕ. Кăмакари хуплăва вăрлас тесе тĕрлĕ мыскарасем тăватчĕç çамрăксем.
Аллăмĕш çулсен вĕçнелле çуллахи вăхăтра пирĕн ялтан Иваново облаçне торф кăларма çамрăксене илсе каятчĕç. Эпĕ хамран ик-виçĕ çул аслăрах çамрăк хĕр ачан паспортне илсе çавăнта икĕ сезон ĕçлеме кайрăм. Мĕншĕн тесен 18 çула çитменнисене ĕçе илместчĕç. Унта ĕçлесе çие тăхăнма кăштах кĕпе-тумтир туянтăм, алла чĕрĕ укçа тытса куртăм.
Вăл вăхăтра колхозра ĕçленĕшĕн ĕç кунĕ кăна çырса пыратчĕç, çулталăк вĕçĕнче вара ĕç кунĕ пуçне 200-300 грамм тырă тата 3-5 пус укçа пама ведомость тăватчĕç. Çулталăк тăршшĕпе ĕçлени, кивçене кĕнисене тата патшалăха налук тӳлеме те çитсе пымастчĕ.
Мăшăрăмпа пĕрлешнĕренпе кăçал кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче аллă çул пулчĕ. Пирĕн мăшăрлă, савăнăçлă пурăннă çулсенче тăватă ача çуралчĕ. Пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула тăхăр çултан çемьеллĕ пурнăç арканчĕ. Эпĕ тăватă ачапа уйрăлса тухса хамăра уйрăммăн кил-çурт тытса пурăнма тытăнтăм.
Малтанхи çулсенче хуçалăха тытса пыма питĕ йывăр килчĕ, кунсерен колхоза ĕçе çӳренисĕр пуçне килти хуçалăхра та йĕркелесе арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те туса пыма тӳр килчĕ. Килте картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усранă, пахча çимĕç ӳстерсе хĕл каçмалăх хатĕрленĕ. Ачасене сывлăхлă ӳстерсе вĕсене çителĕклĕ таран пĕлӳ илме пулăшса пынă. Ачасене ӳстернĕ, – каласа парать хăй çинчен Зоя Арсентьевна.
Пĕччен пурăнакан хĕрарăмăн пурнăçĕнче хăш-пĕр чух питĕ йывăр тапхăрсем те пулнă, анчах Зоя Арсентьевна шăпана ылханса ачашланса ларман, йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшнă, пурнăç тилхепине çирĕп тытса пынă. Хальхи вăхăтра вăл хăйĕн кермен пек кил-çуртĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Кил-çуртра кулленхи пурнăçра усă курмалли мĕнпур япала пур тесен те юрать. Пӳрте газ, шыв кĕртнĕ, çăмăл машина та гаражра ларать. Хапха умĕнченех асфальтлă çул иртет, кирек мĕнле çанталăкра çула тухма пулать. Пенси укçине почта ĕçченĕсем кашни уйăхра вăхăтлă кӳрсе параççĕ.
Мăнукĕсем пуçтарăнсан хăйсен çепĕç сассисемпе асанне, кукамай тесе чĕвĕлтетсе пупленине савăнса итлесе ларать Зоя аппа. «Аллă-утмăл çул каялла эпир çакăн пек пурнăçа курасса ĕмĕтленме те хăранă, тĕлĕкре те курман», – тет вăл хальхи пурнăç пирки.
«Тӳпе янкăр уяр тăтăр, хĕвеле хура пĕлĕтсем ан хупăрлаччăр, ачасем тата вĕсен ачисем чирлемесĕр сывлăхпа пурăнччăр», – тесе кĕл туса пурăнать çитмĕл çулти чăваш хĕрарăмĕ.
 
: 762, Хаçат: 15 (953)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: