Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

кĕтсе илчĕç елчĕксем «Хусан чăвашĕсене»
 
Елчĕк районĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çинче çулсеренех вун-вун творчество коллективĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Анчах «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, хăйĕн вунă çуллăхне ярса пуснăскер, сцена çине тухсан, халиччен пулманла шăплăхпа пĕрле темле ыррине, лайăххине кĕтни залри халăха хумхантарчĕ те, савăнтарчĕ те.
Чăннипе илсен, малтанлăха кăштах пушă вырăнсем те курăнкаларĕç. Çакă концерт çуркунне варрине, пур çĕрте те шыв-шур тапраннă тата пылчăк çăрăлма пуçланнă тапхăрпа тĕл килнине пула пулчĕ-тĕр. Елчĕк хула мар-çке. Ытти чухне куракансем кӳршĕ ялсенчен те йышлăн килекенччĕ. Анчах залра Тутарстанран килнĕ хăнасем юрлама-ташлама тытăнчĕç кăна – вăл тулса та ларчĕ. Концерт курма килнисем хăйсен тус-тăванĕсене чĕннĕ иккен (халĕ карас телефонĕн ĕмĕрĕнче ăна тăвасси ним те мар): «Килĕр хăвăртрах! Унсăрăн ӳкĕнетĕр!»
Чăннипе илсен, пурне те савăнăç, кăмăл канăçĕ кӳнĕ уяв (хăш-пĕрисем чăннипех çапла хакларĕç творчество каçне), икĕ сехете яхăн пычĕ пулсан та, тĕлĕнмелле хăвăрт иртнĕн туйăнчĕ. Ушкăн ертӳçи Алексей Наумов хайланă е ытти чăваш халăхне çывăх юрăсем, пур енчен те виçсе-килтерсе лартнă илемĕпе кашнинех тыткăнласа «пăталарĕç». Пурте, пĕр çын юлмиччен, çамрăк артистсен сăмах-кĕввине, сывлăшĕ, сăнарĕ таранчченех сиктермесĕр итлес-курас тесе тăрăшрĕç. Ашшĕ-амăшпе пĕрле пынă пĕчĕк ачасем те куçĕсене чарса пăрахсах сăнарĕç хăнасене.
Коллектив пысăках мар – вунă çынран та кая. Апла пулин те куракансене вăл епле йышши кăна кану кӳчĕ! Сăпайлă Дина скрипкăпа епле вылянинчен тата хăйне тытничен çамрăксем те, çуллăраххисем те тĕлĕнчĕç. Алексей Наумовпа Марсо гитаристсем хăйсемле кăна ăста тата пултаруллă. Елена Корсакова, Вера Кожеманова, Алина Воробьева чиперкке-вокалисткă сем епле юрлаççĕ тата! Александр Михайлов ертсе пыракан та куракансене хăйĕнчен вĕçертмест.
Тĕпрен илсен, залра эпир тахçан илтнĕ, хамăр пĕлекен юрăсемех янăрарĕç. Анчах пурте вĕсем хăйсем майлă, хусанла, тутарстанла колоритпа янăраççĕ. Ăстасем вĕсене пурне те хăйсем майлă, çĕнĕлле кĕвĕленĕ. «Хурлăханпа» «Кукаçипе куками» те, «Чечек акрăм та» та, ыттисем те. Эпир халиччен илтмен «Чăвашсем», «Чăваш пикисем» (А.Малышевпа П.Меречен сăмахĕсем тăрăх А.Наумов кĕвĕленĕ) уйрăмах чуна пырса тиврĕç. Ташшисем те хăйсем майлă хусканупа, кăсăклăхпа, илемлĕхпе палăраççĕ. Коллектив А.Никитин кĕвĕленĕ «Тăван яла таврăнсан» юрра шăрантарнă чух, чăтаймарĕç, залра ларакансем артистсемпе пĕрле хавхаланса юрларĕç.
«Хусан чăвашĕсен» пултарулăхне халăх ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса саламлани, тав туни вĕсен ăсталăхне «5» лартса панăнах туйăнчĕ. Акă хăш-пĕр хаклавсем.
Н.П.Миллин, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Эсир чăн чăвашла (ытти хăш-пĕр коллективсем пек тĕрлĕ чĕлхене пăтратса мар!) калаçнине, юрлани-ташланине, тĕлĕнмелле ăста кĕвĕсем шăрантарнине курса-итлесе кăмăлтан савăнтăм, хамшăн нумайлăха вăй-хал пухрăм.
В.П.Портнова, культурăпа кану центрĕн ертӳçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
– Эпир хамăр çулсеренех нумай-нумай коллективсен ĕçне куратпăр. Тĕрли пулать. Анчах хусансен концерчĕ сцена искусствине çĕнĕ, ку чухнехи варкăш кĕртнипе палăрса тăрать.
В.А.Никифорова, «Медицина страхованийĕ» уçă пĕрлешĕвĕн специалисчĕ:
– Эпĕ хам та юрлама юрататăп. Çынсен талантне те курса савăнатăп. Çапах та «Хусан чăвашĕсем» ушкăн концерчĕ хăйне евĕрлĕхĕпе, ăсталăх шайĕпе нумай-нумай коллективсенчен лайăххипе тата ыррипе уйрăлса тăрать.
Вырăнти халăха çакнашкал тĕлĕнмелле культура мероприятийĕ парнеленĕшĕн «Хусан чăвашĕсем» ушкăн Елчĕк районĕн администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Декабрьте Алексей Наумов ертсе пыракан юрăçсем хăйсен сăмахĕ тăрăх «чăн-чăн чăвашсен районне» çĕнĕ программăпа хăнана килме палăртрĕç.
 
: 764, Хаçат: 15 (953)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: