Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли «Сувар» хаçата çырăннисен квитанцийĕсемпе шăпа янă хыççăн пирĕн вулакансем парнеллĕ пулчĕç. Парне хуçисен хушамачĕсене хаçатра пичетлесе кăларнă хыççăн редакцине килсе илекенсем те сахал мар пулчĕç. Уйрăмах пысăкрах парнесене тусанланма памарĕç.
Çула май районсене командировкăна кайнă хушăра редакци ĕçченĕсем шăпаллă квитанци хуçисемпе тĕл пулса парнесене алăран тыттарни те пулкалать.
Иртнĕ эрнере Пăва тата Çĕпрел тăрăхне кайма тӳр килчĕ. Хамăрпа пĕрле парнесене те илсе кайрăмăр. Чи малтан Пăва районĕнчи Рункă ялне кĕтĕмĕр. Кунта Галина Салабайкинăна тата Людмила Шурбинăна почтăна чĕнтерсе шăпапа тухнă кĕнекесене алăран тыттарса савăнăç кӳме тӳр килчĕ.
– Мана яланах почта ĕçченĕсем «Сувар» çырăнма сĕнетчĕç. «Юрать, юрать» тесех ĕçне тумасăр ирттерсе яраттăм. Хальхинче вара хаçата çырăннă квитанцине редакцине ярса парса парне тухасси çинчен шантарчĕç. Кула-кулах ярса патăмăр. Тен, 45 çулхи юбилей тĕлне мĕн те пулсан тухĕ тесе шӳтлесе те илтĕмĕр, – каласа парать Людмила Шурбина. – Тĕлĕнмелле, çын каласан шанмастăп, шăп çуралнă кун «Сувар» хаçат килчĕ те хамăн хушамата курах кайрăм.
– Чăнах та питĕ интереслĕ пулса тухнă. Малашне вара хаçата çырăнма пăрахмастăр-и? – кăсăклантăмăр эпир.
– Çакăн пек пулăм хыççăн çырăнмасан юрамасть. Вăл мана питĕ килĕшет. Малтанхи страницисенче политикăпа çыхăннине кура пулмалла, пит кăсăклансах каймастăп. Вĕçнереххисенче вара канмалли статьясем темелле, – пĕр пытармасăр калать Людмила. – Манăн хамăн та пĕр вăхăт сăвăсем çырас кăмăл-туйăм çĕкленнĕччĕ. Хаçатсенче те пичетленни пулнăччĕ.
– Çавăнпа та пуль сире поэзи килĕшерех парать? – терĕмĕр эпир те.
Рункă ялĕн почта уйрăмĕн ĕçченĕсем ытти çулсемпе танлаштарсан лайăхрах ĕçлеме пуçлани питĕ палăрать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан та çырăнакансен шучĕ ӳснĕ. Ял халăхĕ те, паллах, республикăри хыпарсене, çĕнĕлĕхсене тăван чĕлхепе вуламашкăн кăмăл тăвать. Культурăпа та интересленет. Пире вара, хаçата калăплакансене, ку питĕ савăнтарать.
 
: 949, Хаçат: 15 (953), Категори: Çырăнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: