Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИ. «Челны хлеб» ХАО хулан территорийĕнче «Закамский регион» агропромышленность паркĕн строительствине пуçласси пирки пĕлтернĕ предпринимательствă на пулăшакан тата аталантаракан уйрăмăн ертӳçи Р.Беляев тунтикун. Çавăн пек парк пулни региона инвестици илĕртме, ял хуçалăх продукцин хакне палăртма тата çĕнĕ ял хуçалăх технологийĕсемпе усă курма пулăшать. Кунсăр пуçне çĕнĕ парк хулари 1000 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет.
НУРЛАТ районĕнчи 20 пин гектара кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Çак кунсенче хирсене пăхса тухнă хыççăн 14888 гектар çинчи калчасем çеç хĕле лайăх ирттернине, 4480 гектартисем чĕрĕлес шанăç пуррине, 846 гектар лаптăка вара çуркунне çĕнĕрен акмаллине палăртнă.
ЕЛАБУГА çамрăкĕсен «Кĕмĕл кашкăрсем» хоккей команди Бостонра иртнĕ халăхсен хушшинчи турниртан иккĕмĕш вырăн çĕнсе таврăннă. Пĕтĕмпе вĕсем ют çĕршыв командисемпе пилĕк хутчен выляса виççĕшĕнче çĕнтернĕ. Хăйсен категорийĕнче финала Ярославльти «Локомотивпа» тупăшнă. Чăн та, ентешсене вĕсем 7:5 шутпа выляса янă.
Хоккей командин тренерĕ каланă тăрăх, Америка хоккейĕ Раççейĕннинчен уйрăлса тăрать, калăпăр унта, хоккей плошадки пĕчĕкрех, вăйă вăхăтĕнче тепĕр команда спортсменне чышма юрамасть. Çамрăк спортсменсем турнир вăхăтĕнче Америка çыннисен çемйисенче пурăннă. Тепĕр çул вара Америка çамрăк спортсменĕсем Елабугăна килме шантарнă.
ЗАИНСК. Тутарстанăн культурăпа истори çулталăкĕ тата Заинскăн 360 çулхи юбилейĕ пулнипе хулара çĕнĕ йăласене пурнăçа кĕртме тытăннă. Вĕсенчен пĕри çамрăк мăшăрсем валли вырăнти тавра пĕлӳ музейĕнче йĕркелекен – «Купца çуртĕнчи туй». Çак çĕнĕлĕхе пĕр çамрăк мăшăр хак панă та ĕнтĕ. Вĕсем валли кунта экскурси йĕркелесе хула историйĕпе паллаштарнă, кивĕ крепость «территорине» тимĕр укçа пăрахтарнă, авалхи йăласем ирттернĕ, унчченхи ЗАГСра пулса граммофонпа ташлаттарнă. Музей ĕçченĕсем çамрăк мăшăрсем апрелĕн 15-мĕшĕнчен, аслă типĕ тухнă хыççăн, нумайăн килессе кĕтеççĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕн çар комиссариатĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра ку районта салтак çулне çитнĕ 20 яхăн каччă комисси тухнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех салтака каяс килнине пĕлтернĕ. Хăшĕ-пĕри элитлă çарсене лекесшĕн. Кайран, хĕсметрен таврăнсан вара шалти ĕçсен системинче ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ.
ТЕЧЧĔ хулин варри тата район администраци çурчĕ умĕнчи парка çĕнетме планлаççĕ. Тĕп ĕçсен проектне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, Свердлов урамĕнчи флюорографи пулнă çуртра пулă музейне йĕркелесе кунта «Белуга» скульптура композицине вырнаçтарасшăн. Çаплах 1№ вăтам шкул çурчĕ те, Малкин, Воробьев урамĕсем те çĕнелĕç, фонтан та пулĕ.
 
: 952, Хаçат: 15 (953), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: