Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Тантăш» хаçат редакцийĕ çырăнтару тапхăрĕнчи черетлĕ акци пуçарнине пĕлтерет. Акци ячĕ – «Тусăмсемпе пĕрле – шурă Шупашкара!»
Тĕп парне – 3 вулакана Чăваш Республикин тĕп хулине Шупашкара 3 кунлăха редакци шучĕпе илсе килĕпĕр.
Акцие Тутарстанра, Пушкăртстанра, Мари Элра, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенче пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ.
Мĕн тумалла-ха тĕп парнене çĕнсе илес тесен?
1. «Тантăш» хаçата е «Самант» журнала (иккĕшне те çырăнсан тата аван) 2012 çулăн 2-мĕш çур çулĕ валли çырăнмалла.
2. Хăвăн 2 юлташна «Тантăш» хаçат е «Самант» журнал (иккĕшне çырăнсан тата та лайăхрах) çырăнтармалла. Хăвăн укçупа мар, паллах, вĕсене çырăнма ыйтмалла çеç.
3. Çырăннă квитанцисене сканерласа е фото ӳкерсе электрон почтипе е конвертпах редакцие ярса памалла.
4. Виççĕн ӳкерттернĕ сăнӳкерчĕкĕре (стройра тăнă евĕр ӳкерсе мар, калаçса тăнине, пĕрле вылянă чухнехине – е алă вăйне виçетĕр-и унта, турник çинче йăтăнатăр-и – сăнлаканнине) редакцие ярса памалла. Пирĕн электронлă почтăн адресĕ: tantas@list.ru. Ӳкерчĕк пахалăхлă пултăр, виçи 300 dpi кая мар. Эпир сирĕн сăнăрсене «Тантăш» хаçатра пичетлĕпĕр, çавăнпа та пахалăхлă ӳкерчĕксем кирлĕ.
Пĕчĕк асăрхаттару: хаçат-журнал çырăннисенчен 2-шĕ (3-шĕ пулсан та темех мар) «çĕнĕ» вулакансем пулмалла. Урăхла каласан, 2012 çулăн 1-мĕш çур çулĕнче пирĕн хаçат-журнала илсе тăманнисем. Халĕ «Тантăш» хаçат илсе-вуласа тăраканăн çак çĕнĕлĕхпе тата 2 тус-юлташне паллаштармалла, вĕсем те иккĕмĕш çур çулта вуласа савăнччăр.
Парне пирки. Тĕп парнене лотерея мелĕпе выляттарăпăр. Çĕнтерӳçĕсене редакци шучĕпе шур Шупашкара илсе килĕпĕр, хулапа паллаштарăпăр. Тĕп парнесĕр пуçне ытти хавхалантару парнисем те палăртнă республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем – «Тантăш» хаçат тусĕсем – валли.
Енчен те ыйтусем пулсан çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр. Çийĕнчех çыхăнмалли телефон: 8-987-737-60-90 (Владислав Дмитриевич Николаев – тĕп редактор).
Черетлĕ конкурс – «Паллашăр, пирĕн чаплă ентеш»
Хаклă вулакансем, Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан ытарайми туссем!
Канăçа пĕлмен «Тантăш» хаçат черетлĕ конкурс пирки йыхравлать! Хаçат ăна ятарласа тулаш чăваш ачисем валли ирттерет. Конкурс ячĕ «Паллашăр, пирĕн чаплă ентеш». Хăвăр тăрăхри паллă çынсемпе – наукăпа культура анлăшĕнче, обществăллă пурнăçра, спортра, çарта тата ытти енпе чапа тухнă ентешĕрсемпе пурне те паллаштарма вăхăт çитрĕ. «Паллашăр, пирĕн чаплă ентеш» конкурс питĕ ансат йĕркепе иртет, чи хастаррисене, пултаруллисене хамăр шутпа «Тантăш» хаçатăн 5 комплектне çырăнса паратпăр. Çанă тавăрса ĕçе пуçăнар!
 
: 764, Хаçат: 15 (953)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: