Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шалти ĕçсен системинчи малтанлăх следствин органĕ йĕркеленнĕренпе апрелĕн 6-мĕшĕнче 49 çул çитрĕ. Çулсерен вăл пин-пин уголовнăй ĕçе тĕпчет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, следовательсем пурĕ 37 пин уголовнăй ĕçĕн факчĕсемпе çирĕплетĕвĕсене пухса хатĕрленĕ пулсан, кăçал çулталăк пуçланнăранпа – 5663. «Яланхи пекех уголовнăй ĕçсен чылай пайĕ – çаратни, вăрлани, хулиганла ĕçсем туни», – терĕ ТР ШĔМĕн Следствин тĕп управленийĕн ертӳçи Алексей Селивановский çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулсан. Çапах та республикăн тĕп следователĕсем брифингра чи пысăк преступленисем çине ытларах пусăм турĕç.
Экстремистла ушкăнсем обществăшăн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни пирки калама кирлех мар-тăр, ахаль те паллă. Çавăнпах ĕнтĕ брифингра чи пирвайхи тĕслĕх вĕсем çинчен пулчĕ. Шел те, юлашки çулсенче экстремистла ушкăнсем пирĕн республикăра та палăра пуçларĕç. 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнче, тĕслĕхрен, «Казанское движение» ушкăн членĕсем енĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Лидерĕ Дмитрий Новиков йĕплĕ пралук леш енчен те ушкăна питĕ лайăх ертсе пынă-мĕн. Экстремистла литературăсем вуласа анранăскерсем Хусана славян сăнлă мар çынсенчен «тасатма» тĕллев лартнă иккен, çавăнпа çынсене хĕнессипе кăна çырлахман. Нацин обществăлла организацин пĕр çуртне çунтарма кайнă чух йĕрке хуралçисен аллине çакланнă.
Кун пек преступленисем, шел пулин те, Хусанта çеç мар, районсенче те палăраççĕ. Нурлат хулинче, тĕслĕхрен, преступниксен ушкăнĕ ултă çул вырăнти предпринимательсене хăратса тăнă. Паллах, вĕсен ĕçĕсене те ача вăййипе танлаштарма çук. Укçа «хăпăтнисĕр» пуçне çынсене вăрласа кайнă, асаплантарнă, пăшалпа пенĕ. Хальхи вăхăтра 4 çын енĕпе уголовнăй ĕçе тĕпчеççĕ.
Çăмăл майпа пуяс текенсем Раççейре ĕмĕртенех пулнă-ха, халĕ те чакмаççĕ, мелĕсем çеç çĕнĕ. Паллах, кĕсьепе вăрлакансем çинчен сăмах пымасть кунта. Патшалăха миллионĕ-миллионĕпе çаратма та хăрамаççĕ вĕт. Хусанта темиçе фирма тытса тăракан Николаев акă, Перекет банкĕн Советски районĕнчи (Хусан) уйрăмĕнче ĕçлекен икĕ çын пулăшнипе кредитсемпе 2 миллиард та 300 миллион тенкĕлĕх шулĕкле ĕçсем тунă. «Альянс капитал» фирмăн ертӳçи Булат Ибрагимов вара клиентăн 14 миллион тенкĕ укçине хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Укçаллă клиента хăй контрольне илнĕ-мĕн вăл. «Ак барс» банкăн Çырчаллинчи филиалĕн хушма офисĕн начальникĕпе 8 ĕçченĕ тата ăслăрах хăтланнă. Вĕсем 2006-2009 çулсенче 1 миллиард тенкĕлĕх пурĕ 107 кредит илнĕ. Паллах, хăйсен ячĕпе мар. Вĕсем уйрăм çынсем çине çырнă, лешсем вара хăйсем çинче кредит пуррине банкран асăрхаттару çырăвĕ килсен кăна пĕлнĕ.
Кредитсемпе çыхăннă преступленисем шел те, республикăра сахал мар. Пĕр ыйту кăна канăç памасть. Мĕншĕн-ха çав банках ахаль çынна кредит илнĕ чух çичĕ ала витĕр кăларса тĕрĕслесен те пысăк сумма укçа кивçен пама килĕшмест, шулĕке вара пĕр шухăшсăрах çĕр миллион тенкĕ тыттарать? Хусанти Вахитов районĕн судĕнче, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра тепĕр çын енĕпе тĕрĕслев пырать. Вăл 3 банкран ултавпа 113,5 миллион тенкĕ кредит илнĕ-мĕн.
Кредитсемпе шулĕкле ĕçсем туни, суя продукци сутни хальхи вăхăтра çĕнĕлĕх мар. Лаша вăррисем çĕнĕрен районти тупăнни вара чăнах та тĕлĕнтерет. Кама леш енчи пĕр районăн 8 «хастарĕ» лаша ашĕнчен кăлпасси хатĕрлемелли цех уçсах тупăш тума шутланă. Çапла вĕсем юнашар Лениногорск, Çĕнĕ Шуçăм, Чистай тата ытти районсенчен пурĕ 27 лаша вăрланине палăртнă. Халĕ ĕнтĕ ку ушкăнăн ертӳçин пĕрре те кăлпасси шухăшĕ пулмĕ, мĕншĕн тесен 10 çул тĕрмере ларма тивĕ.
 
: 994, Хаçат: 15 (953), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: