Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Пирĕн предприятин кăçал август уйăхĕнче пысăк юбилей – 70 çул, анчах ун чух тырçи, хĕрӳ вăхăт пулнине кура анлăн паллă тума май килмест», – терĕ «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАОн директорĕ Айрат Аблаев пирĕнпе тĕл пулсан. Тĕрĕссипе, элеваторта тырçи вăхăтĕнче кăна мар, çулталăкĕпех ĕç пĕр куна та, пĕр минута та чарăнмасть. Предприяти талăкне 300 тонна тырра тирпейлеме ĕлкĕрет.
1942 çулта Пăва хулин аякри пунктĕнче никĕсленнĕ тырă йышăнакан предприяти вăхăт иртнĕ май республикăн тырă йышăнакан, тирпейлекен чи пысăк предприятийĕсенчен пĕрне çаврăннинчен тĕлĕнмелли çук. Çапах та унăн паянхи сăн-сăпачĕ 1983 çулта 116 пин тонна вырнаçакан элеватора хута ярсан йĕркеленнине палăртаççĕ кунти ертӳçĕсем. Лайăх автоматизациленĕ предприятире вăл вăхăтра çĕршыв тыррин резервне туса хума планланă пулнă-мĕн.
2000 çулсен пуçламăшĕнче инвесторсем – «Золотой Колос», «Татфондбанк» АИКБ холдинг компанийĕсем – килни вара ăна тата çӳллĕрех шая çĕкленĕ. 2001 çулта BUHLER AG Швеци фирмин хальхи йышши арманне, 2005 çулта тата комбикорм заводне хута яни предприяти кăларакан продукцин ассортименчĕсĕр пуçне технологине те ӳстерчĕ. «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО арманта авăртакан, пахалăхĕпе патшалăх стандартне тивĕçтерекен шурă (высший) тата пĕрремĕш сортлă çăнăхĕсем Раççейри çăкăр пĕçермелли чи лайăх çăнăхсен шутĕнче халĕ.
Комбикорм завочĕ пирки те çавнах каламалла. Унти оборудованисем 80 тĕрлĕ комбикорм хатĕрлеме май параççĕ. Предприяти талăкне мĕнле хăватпа (талăкне 300 тонна тырра тирпейлет, сехетне 20 тонна комбикорм кăларать) ĕçлени те унăн технологи шайне хаклама май парать. «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО паян республикăн автоматизациленĕ чи пысăк предприятийĕсенчен пĕри. Кунта тырра йышăнса тивĕçлĕ кондицие çитерсе çăнăх авăртаççĕ, комбикорм хатĕрлеççĕ çеç мар, ăна виçсе чĕркеççĕ те.
Продукци Тутарстан районĕсене кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпех сарăлать. Чукун çулпа Çĕпĕртен пуçласа Мускав облаçĕ таранах ăсатаççĕ.
– Тутарстан предприятийĕсемсĕр пуçне Ульяновск, Чулхула, Мускав облаçĕсемпе, Чăваш Енпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çăнăха пекарньăсене, макарон фабрикисене ăсататпăр. Пирĕн продукцин пахалăхне мухтаççĕ. Клиентсене хакпа мар, пахалăхпа илĕртме тăрăшатпăр эпир. Çавăнпа предприяти тупăшлă ĕçлет. Уйăхне 5 пин тонна çăнăх, 2 пин тонна сăсăл сутатпăр, – терĕ кун пирки предприятин директорĕ Айрат Аблаев.
«Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО кăларакан комбикормпа маларах Çĕпрел, Пăва районĕсенчи хуçалăхсене тивĕçтернĕ пулсан, юлашки вăхăтра Апас, Кайпăç, Камско-Устински районĕсем те заявка пама тытăннă. Айрат Фаридович каланă тăрăх, ку продукцие темиçе çул ĕнтĕ Чăваш Енри «Çĕрпӳ беконĕ», «Атлашево», «Чăваш бройлерĕ» чăх-чĕп фабрикисем те туянаççĕ. Комбикорм тенĕрен, кунта ăна тĕпрен илсен кăвакал чĕпписем, сыснасем тата кроликсем валли хатĕрлеççĕ. Тĕрĕссипе, оборудовани тĕрлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк, пулăсем валли те ятарлă апат хатĕрлеме май парать. Анчах хальлĕхе предприятин тĕп тĕллевĕ «Ак Барс банк» холдингăн хуçалăхĕсене выльăх апачĕпе тивĕçтересси кăна-ха. Ку енчи районсен хуçалăхĕсен хирĕсенче ӳснĕ тырăсăр пуçне элеватора кӳршĕллĕ Ульяновск, Чăваш Ен фермерĕсем те хăйсен тыррисене кӳреççĕ-мĕн.
Элеватор Çĕпрел районĕн территорийĕнчи пысăк промышленность объекчĕ пулнă май, вăл халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 300 яхăн çын ĕçлет, тĕпрен илсен Пăрăнтăк поселокĕнчен. Паллах, вăл Пăва районĕн чиккинче вырнаçнăран унта çак районăн çывăхри ялĕсен çыннисем те ĕçе çӳреççĕ. Çавна кура коллективăн çурри – чăвашсем. 70 çулхи предприятире çемьепех ĕçлекенсем те пур, тĕслĕхрен, Мягковсем, Тарасовсем тата ыттисем. Ĕç опычĕ ашшĕнчен ачине куçса пырас йăлана предприяти ертӳçисем те ырлаççĕ.
Çаплах пысăк опытлă специалисчĕсемпе, ветеранĕсемпе те мухтанма пултарать предприяти. М.Юсупов, И.Маскеев, М.Ашкеров тата ыттисем кунта ĕмĕрĕпех ĕçленĕ. Директор çумĕ М.Юсупов халĕ те тăрăшать-ха. Паллах, хăйĕн ĕçченĕсене те, ветеранĕсене те манмаççĕ кунта. Халĕ ĕçлекенсене ĕçе ятарлă автобус илсе çӳрет. Ĕç укçи енчен те кӳрентермеççĕ теес килет, вăтам ĕç укçи 14,5 пин тенкĕ. Яллă вырăншăн ку, паллах, япăх мар. Ветерансене кашни кварталта çăнăхпа тивĕçтереççĕ-мĕн. Инкекре те пĕччене хăвармаççĕ. Çак предприятире тăрăшакан Тихоновсемпе Казначеевсен икĕ хваттерлĕ çурчĕ кăçал çунса кайсан, вĕсене вăхăтлăха предприятин общежитине вырнаçтарнă кăна мар, çĕнĕ çурт лартма строительство материалĕсем уйăрма та йышăннă.
Пăрăнтăк поселокĕ район центрĕнчен питĕ аякра вырнаçнăран ăна «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО мĕнпур енчен пулăшать. Тĕслĕхрен, поселокăн çурçĕр енне шывпа, электроэнергипе тивĕçтереççĕ. Урамсене те çак предприятин техникисемех тасатса тăраççĕ. Пушар тавраш тухас пулсан та элеваторăн пушар сӳнтерекен машинисем чи малтан çитеççĕ. Вырăнти шкула, ача садне те тĕрлĕ енчен пулăшу парсах тăрать предприяти, нумай пулмасть акă ачасене оргтехника парнеленĕ. Районти «Ăшă çурт» ача-пăча çуртне вăл 2011 çулта 15 пин тенкĕ укçа панă. Районта пулакан пысăк мероприятисене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, тĕслĕхрен, пĕлтĕр Çĕпрелĕнче иртнĕ «Чăваш пики» конкурс валли 25 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
Паллах, «Пăрăнтăк элеваторĕ» УАО ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмасть. Вăл малалла та хăйĕн конкурентлăхне çухатмĕ. Çак тĕлĕшпе виçĕ çула программа та йышăннă иккен. Унпа килĕшӳллĕн, предприяти тата çĕнелмелле.
 
: 1052, Хаçат: 15 (953), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: