Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăнах та ĕнтĕ ялта ферма пулсан халăх ĕçсĕр юлмасть. Ара, пĕр ĕне вити кăна пулсан та миçе çын валли ĕç пур.
Пăва районĕнчи Раккасси ялĕн çĕрĕ тата хуçалăхĕ «Тăхăрьял» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрет. Унти çынсем ĕçсĕр пит аптăрасах тăмаççĕ. Ĕçлемелли вырăнсем шкулта та, фермăра та пур тесе каламалла. Ферма çинчен сăмах хускатрăмăр пулсан, Раккассинчи хуçалăхра çеç 27 çын вăй хурать. Сăмахран, дояркăсем кăна вуннăн. Кусем: Наталья Антонова, Наталья Осипова, Мария Долгова, Зоя Петрова, Наталья Ильина, Нина Меньшикова, Любовь Трушина, Галина Муликова, Елена Тютина, Ольга Корягина. Татьяна Степанидинăпа Олимпиада Атаева пăрусем пăхаççĕ. Осеменаторпа санитар ĕçне Наталья Васиярова пурнăçласа пырать. Ĕне сутармалли аппаратсене ĕçлеттерекен оператор пулса Юрий Павлов ĕçлет.
Пĕтĕмĕшле илсен, Раккасси ялĕн ферминче пурĕ 510 пуç выльăх. Вĕсенчен 220 ĕне.
– Пĕр ушкăна 30 ĕнене яхăн кĕрет, – тет сĕт виçекен учетчица Елена Кириллова.
Лашисем те сахал мар кунта: «Тихасемпе пĕрле çĕр ытла пуç пирĕн», – теççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Вĕсене пăхаканни – Владимир Убамзаров.
Фермăра вăй хуракансен ĕçĕ çăмăл мар, паллах. Кашнин хăйĕн йывăрлăхĕ. Скотниксене илес пулсан та, вĕсем кунĕпе мĕн те пулин турттараççĕ. Çулла кĕтӳ кĕтеççĕ. Вĕсем кунта çиччĕн: Владимир Корягин, Георгий Садовников, Василий Петров, Андрей Павлов, Геннадий Садовников, Валентин Круглов тата Олег Атаев.
Тислĕкпе ĕçлекен çын та ятарласа пур. Владимир Илюхин çак ĕçе пурнăçлать. Анатолий Ильин – тракторист.
Пĕчĕк мар «çемье» кунта. Çак «çемьен» хуçи вара Николай Макаров. Вăл ферма заведующийĕ пулса вăй хурать.
Тата питĕ интересли, фермăн хуралçи – хĕрарăм. Анна Меньшикова çамрăк çын мар ĕнтĕ. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Çапах та канса лармасть вăл, хăй çине питĕ пысăк яваплăх илсе, ферма хуçалăхне куç-хăлха пулса тăрать. Ăна ялта та, фермăра та питĕ хисеплеççĕ.
Çапла, ферма ĕçченĕсен хăйсен пурнăçĕ, хăйсен тĕнчи, хăйсен «патшалăхĕ».
 
: 1106, Хаçат: 15 (953), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: