Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри синоптиксем кăçалхи çуркунне шыв илесрен хăрамалла мар тесе шантарнăччĕ. Анчах та вĕсен сăмахĕсем тӳрре килмерĕç, Туррăн кунне пĕлместĕн.
Апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне Тутарстанри районсемпе ялсенче пурăнакан пин ытла çын шыв серепине лекнĕ.
Февраль уйăхĕнче Элмет хирĕсемпе тăвĕсем çинче юр çукпа пĕрехчĕ. Хура тăпра курăнатчĕ. Апла пулсан та Элмет районĕнче 202 киле шыв илнĕ.
Хули кăна мар, Урсала ялĕ те шывпа нушаланать. 469 çын пурăнакан яла шыв илнĕ. Вĕсенчен 27 çынна çеç эвакуациленĕ.
Вĕсене ТР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин ĕçченĕсем май пулнă таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Павлă районĕнчи Уба ялĕн çумĕнче юхса выртакан Ик юхан шыв çыранран тухса 122 киле нуша кăтартнă. Унта 175 çын пурăнать. Вĕсенчен 50-шĕ ача. Çынсене килĕсенчен кимĕсемпе илсе тухса вăхăтлăха тăванĕсем патне вырнаçтарнă. Шыв тарăнăшĕ 425 сантиметра çитнĕ.
Çак районти Исергапово ялне те шыв илнĕ. Тумбарлинка юхан шывĕ хур кăтартать çав ял çыннисене. 18 çурт çыннисене хăтарма тивнĕ.
Агрыз районĕнчи Иж-Бабья ялĕнче те ейӳ мĕнне сисмесĕр юлман. Бабинка юхан шывĕ сарăлса 54 киле шыв илнĕ. Анчах та 124 çын тăван килне пăрахса каяс темен. Урайĕ таран шыв кĕнĕ пулсан та, вырăнтах юлма шутланă.
Пăва районĕнчи Элшел ялĕ те çăва типĕлле тухаймарĕ кăçал. Кун пек шыв илни иртнĕ ĕмĕрте çеç пулнăччĕ-тĕр. Темиçе ял урлă хиртен шыв анса, Чăнлă тата Сĕве шывĕсем сарăлса Элшел ялĕн темиçе урамне килтен тухмалла мар туса хунă. Шăп çав шывлă вырăнта, тĕрĕссипе каласан, шыв варринче, Элшел ялĕн чиркĕвĕ ларать. Çапах та Турă хушсан, çанталăк улшăнсан ял çыннисем Мăнкунра чиркĕве кĕмешкĕн çул уçăласса шанаççĕ.
 
: 835, Хаçат: 15 (953)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: