Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри Журналистсен союзĕ хăйĕн черетлĕ съездне ирттерчĕ. ТР Президенчĕ Рустам Минниханов журналистсен пухăвне хăйĕн саламлă çырăвне янă. Çырура халăхсен чĕлхисемпе тухакан хыпар хатĕрĕсене упраса аталантарассишĕн республикăра нумай туни çинчен те каланă. Журналистсем сахал мар ыйтăва сӳтсе яврĕç: ĕç укçи сахаллине, кадрсене хатĕрлес кăткăслăха, сывлăх сыхлавне. Сăмахран, ТР Обществăлла палатин членĕ Владимир Шевчук кăларăмсен редакторĕсем «мăлатукпа сунтал» хушшинчи пек лару-тăрура ĕçлени çинчен каларĕ. Вĕсен сывлăхне тăтăш тĕрĕслесе тăма диспансеризаци кирлĕ. Съезда хутшăннă делегатсем пĕрлешĕвĕн председателĕ пулма 5-мĕш хут Римма Ратниковăна суйларĕç.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев Тутарстанăн шалти ĕçсен министрне А.Сафаров генерал-лейтенанта ĕçрен хăтарасси çинчен Указа апрелĕн 9-мĕшĕнче çирĕплетрĕ. Аса илтеретпĕр, ТР ШĔМ ертӳçи Хусанти «Дальний» полици уйрăмĕнче пулнă инкек хыççăн хăйне министртан кăларма апрелĕн 5-мĕшĕнче рапорт çырнăччĕ. А.Сафаров ку должноçра 14 çул (1998 çулхи июнь уйăхĕнченпе) ĕçлерĕ. РФ шалти ĕçсен министрĕ Р.Нургалиев хушăвĕпе ТР ШĔМ ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама ТР шалти ĕçсен министрĕн çумне Р.Гильманова çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин наци библиотеки Раççей Федерацийĕн чăвашсем нумай пурăнакан субъекчĕсенче библиотека ĕçченĕсемпе кашни çулах семинар-канашлу ирттерет. Тутарстан Республикинче çакăн йышши мероприяти 2002 тата 2008 çулсенче пулнă. Кăçал Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитнипе çыхăнтарса семинара поэтăн тăван ялĕнче ирттерме шутланă. Семинар-канашлăва апрелĕн 20-мĕшĕнче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин тата Наци библиотекин представителĕсем, Чăваш Ен поэчĕсемпе çыравçисем килсе ирттерме тивĕç. Пурĕ 15 делегат пулмалла. Çаплах Чăваш кĕнеке издательстви Шупашкарта пичетленнĕ çĕнĕ кĕнекесен куравне йĕркелеме шантарать. Кăмăл тăвакансем килĕшнĕ кĕнекесене туянма пултараççĕ.
Майăн 16-мĕшĕнче Хусанти тĕн семинарийĕнче «Н.И.Ильминский – Раççейри халăхсене çутта кăлараканĕ» темăпа ведомствăсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртмелле. Конференцие Хĕвел тухăç халăхĕсене тĕпченĕ паллă ăсчах, этнолог, лингвист, педагог, православи миссионерĕ тата общество деятелĕ 190 çул тултарнине халалласа ирттереççĕ. Унта Н.И.Ильминскин наукăпа практика, лингвистика, полиглот, миссионер, педагогика тата куçаруçă ĕçĕсен проблемисене сӳтсе явас ĕç пыма тивĕç. Çаплах докладсем те вулама пулать. Ăна апрелĕн 15-мĕшĕччен 14-мĕш шрифтпа 10 страницăран ытла мар хатĕрлесе izdat_kds@mail.ru электронлă почта çине ярса пама ĕлкĕрмелле. Конференцие асăннă профильпе çыхăннă ăсчахсем, священниксем, этнокультура тата тĕн юхăмĕсен представителĕсем, аспирантсемпе студентсем хутшăнма пултараççĕ.
 
: 918, Хаçат: 15 (953), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: