Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи вăхăтра кĕнеке кăларма çăмăл тесе калаймăн. Çапах та Тутарстанри çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене пĕр çĕре пухса кун çути кăтартма майне тупаççĕ. Çакă чăннипех те савăнтарать. Ак нумай пулмасть «Сувар» редакцине Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра тинтерех пичетленсе тухнă «Меречен сасси» кĕнеке çитрĕ. Авторĕ эпир пурте пĕлекен Петр Гаврилов. Ĕмĕрĕпе сăвăсем çыракан вăрçă ветеранĕн хăй тĕллĕн кăларнă вун виççĕмĕш кĕнеки ку.
212 страницăллă «Меречен сасси» кĕнекене сăвăсем, юрăсем тата поэмăсем кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вучĕ урлă иртнĕ сăвăçăн кĕнекинче, паллах ĕнтĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи йывăр самана пирки çырнă йĕркесем çук мар. Вăрçă ветеранĕ кăларнă кашни кĕнекерех пĕр саманта та канăç паман асаилӳсем пур. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе хăй те пĕрре мар йывăр аманнă автор, юлташĕсене те вăрçă хирĕнче çухатнă. Унтанпа çитмĕле яхăн çул иртнĕ пулин те вăрçă çулĕсем сăвăçăн асĕнчен пĕр саманта та тухмаççĕ.
Ĕмĕрне ан тухтăр вăрçă
шавĕ!
Пурăнасчĕ мирлĕн савăнса.
Тĕксĕмленмĕ Çĕнтерӳ
мухтавĕ,
Ют пире ан тăтăр юнаса…
– тесе çырать автор «Тур сиртĕр вăрçа» сăввинче. Çĕнĕ кĕнекере «Вăрçă ахрăмĕ» ярăмра вырăн тупнă вутлă саманана сăнланă сăвăсене хумханмасăр вулама çук.
«Çут çанталăк» ярăмра çулталăкăн кашни тапхăрĕ пиркиех темиçешер сăвă тупса вулама пулать. «Тăван ен» сыпăкри йĕркесем вара тăван тавралăха сăнлаççĕ. Чыслă çынсене, вĕрентекенсене, искусствăра тăрăшакансене халалланă йĕркесене те уйрăм сыпăксене пухнă «Меречен сасси» кĕнекере.
Мĕнле поэт юрату çинчен çырмасть-ши тата?
Юрату ман тинĕс евĕр тарăн,
Каласа, çырса пĕтерейми,
Ирсĕр вăй килсе çĕнтерейми… («Чуна памашкăн хатĕр саншăн»).
Çак йĕркесене вуласан авторăн туйăмĕ суя марри палăрать. «Шурăмпуç çуталса килнĕ чух» сыпăкри кашни сăвăрах черчен туйăмсем пирки ăшшăн, çепĕççĕн, хĕрӳллĕн çырать 90 çулалла çывхарса пыракан 17 çулти пек вĕри чĕреллĕ ветеран.
Петр Гаврилов-Мереченĕн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă, вĕсене Шупашкар артисчĕсем те, Тутарстанрисем те шăрантараççĕ. Çĕнĕ кĕнекере авторăн юрра хывнă 48 сăвви пичетленнĕ.
Кĕнекен вĕçĕнче сăвăçа тусĕсем халалланă хайлавсем те пур. Кашниех хăй шăрçаланă йĕркесенче Петр Гаврилов ырă кăмăллă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ, хĕрӳ чĕреллĕ, пултаруллă çын пулнине палăртнă.
Мĕнле сăвва вулас килет-ха вулаканăн? Паллах, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек тикĕссĕн вуланаканнине. Петр Михайловичăн сăввисем вара пурте çавăн пеккисем: вĕсен кĕвĕлĕхĕ те илемлĕ, рифмисем те килĕшӳллĕ.
«Вунă çулта вун виçĕ кĕнеке кăларма хал çитертĕм. Вун çичче çитересчĕ! Сăвă-поэмăсем тата виçĕ кĕнекелĕх хатĕр те ĕнтĕ», – тесе çырать редакци ячĕпе çырнă çырура çĕнĕ кĕнеке авторĕ.
Петр Михайлович «Меречен сасси» кĕнекене кун çути кăтартма пулăшнăшăн Аксу районĕн пуçлăхне Камиль Камалович Гилманова чĕререн тав тăвать.
 
: 910, Хаçат: 14 (952), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: