Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри чăваш ялĕсен шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен учительсем çителĕксĕр пулни çинчен яланах сăмах пыратчĕ. Специалистсем çуккине пула тăван чĕлхепе вĕрентме пăрахнисем те пулкаланă. Ăна пытарма çук, паллах. Юлашки çулсенче ун пек калаймăн, çапах та, училище дипломĕпе ĕçлекенсене аслă пĕлӳ илме хушаççĕ.
Çак çитменлĕхе тивĕçтерес тесе ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев пĕрре мар шутласа пăхнă. Май тупнă. Тăватă çул каялла вăл тăрăшнипе Хусанта Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн представительствине уçнă. Унта тĕрлĕ специальноçпа вĕренсе алла патшалăх дипломне илме пулать.
Иртнĕ шăматкун, мартăн 31-мĕшĕнче пĕрремĕш çул вĕренме кĕнисем дипломлă пулчĕç. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн çирĕм пилĕк студенчĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ тата культуролог пулса тăнă. Тĕрĕссипе каласан, 6 филолог та 19 культуролог.
Асăннă специалистсем – Аксу, Чистай, Нурлат, Çĕпрел тата ытти районсен пурнăçне, чĕлхине, культурине пуянлатма тăрăшĕç. Вĕсем Чăваш Республикин тĕп хулинче 3,5 çул куçăн мар майпа вĕренсе пĕлӳ илнĕ хыççăн чăвашлăха малалла аталантармашкăн пĕтĕм вăйне хурĕç.
Диплом пама факультет деканĕ В.Г.Родионов профессор, И.Ю.Кириллова доцент, представительство студенчĕсемпе ĕçлекен О.Н.Яковлева документовед та килнĕ. Ĕнерхи студентсене ЧПУн Хусанти представительствин директорĕ К.Г.Яковлев питĕ ăшă сăмахсем каласа саламланă.
Виталий Родионов та диплом илекенсене малаллахи ĕçре çитĕнӳсем тума, чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме, усăллă пулма сунчĕ.
 
: 894, Хаçат: 14 (952)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: