Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Данил Павлов Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класран тытăнсах тăрăшса вĕренекенскер, виççĕмĕш чĕрĕке те «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕ вăл. Данилăн калаçăвне илтсен, пĕлĕвне хакласан 5-мĕш класра кăна вĕренет тесе калаймăн. Тем те пĕлет арçын ача. Уйрăмах компьютера куç хупса пĕлет темелле. Çук, ытти хăш-пĕр ачасем пек вăйă кăна выляса лармасть вăл компьютер умĕнче, тĕрлĕ программăсене шĕкĕлчет. Аслă пиччĕшĕ Дмитрий программист-çке, вăл мĕн пĕлнине шăллĕн те пĕлес килет ĕнтĕ.
– Компьютера Данил манран та лайăхрах пĕлет. Халь вĕрентекенсен те компьютерпа питĕ нумай ĕçлеме тивет, урок валли кунсерен тем те хатĕрлемелле. Техникăпа пĕр чĕлхе тупма вара чылай чухне йывăртарах. Ывăлăм мана çак енĕпе питĕ нумай пулăшать, – тет Данилăн амăшĕ Елизавета Владимировна, шкулта кĕçĕн классене вĕрентекенскер.
Данил Павлов шкулта, районта иртекен пĕр конкурса та хутшăнмасăр юлмасть. Районта кăна-и? «Сохраним леса Татарстана» республика конкурсне хастар хутшăннăшăн Çĕнĕ Тимушкел ачи Хисеп хутне тата хаклă парнене тивĕçнĕ. Шупашкарта иртнĕ регионсен хушшинчи информатика конкурсĕнчен те дипломпа таврăннă Данил. Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнине халалланă «Я буду помнить» республика конкурсне хутшăнни те сая кайман: вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен свидетельство ярса панă. Çĕнĕ çул умĕн районти тĕп библиотека «Моя малая родина» сăнӳкерчĕксен конкурсĕ пуласси çинчен пĕлтернĕ. Данил Павлов кунта та виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. «ПроШколу.ру» шкулсен сайтĕнче те тăван ен çинчен хатĕрленĕ хăтлав вырнаçтарнă 5-мĕш класс вĕренекенĕ.
Компьютерпа кăна мар, çут çанталăкпа та питĕ туслă Данил. Вăл курса çӳреме, çут çанталăк илемне сăнама юратать. Ăçта кайсан та унăн хăйпе пĕрле яланах фотоаппарат тата видеокамера. «Çамрăк художник» кружока çӳрени сая кайман апла.
Ӳссен кам пуласси пирки те шутламан мар Данил. Унăн аслă пиччĕшĕ Дмитрий пек программист та, вăталăх тетĕшĕ Николай пек нефтяник та пулас килет. Тепĕр тесен, шкул пĕтериччен шутламалăх вăхăт пур-ха. Чи кирли – лайăх вĕренесси халь ачашăн.
 
: 1494, Хаçат: 14 (952), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Аня (2013-08-07 19:04:43):
Маттур, Данил, малашне те сана çавăн пекех ăнăçусем кĕтсе тăччăр!!!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: