Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Раççейĕн çулталăк шкулĕ», «Тутарстанăн чи лайăх ял шкулĕ» ятсене, 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче Пĕтĕм Раççей предмет чемпионачĕсене хастар хутшăннăшăн Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрăн Хисеп хутне тивĕçнĕ Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕнчен тĕлĕнмелли, тĕслĕх илмелли чăнах та нумай, мĕншĕн тесен унта профессионал-педаго гсем кăна ĕçлеççĕ. Шкул спорт, тĕрлĕ предметсем енĕпе районта кăна мар, республикăра та чи вăйлисен шутĕнче. Çак шкулăн икĕ вĕренекенĕ республикăн талантлă 100 ачи йышне кĕни те çакнах çирĕплетет. Коллективри чи пултаруллă учительсенчен пĕринпе, Светлана Викторовна Альметкинăпа эпир те паллашрăмăр.
 
Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулне пынă чух урок вăхăтĕччĕ. Истори, обществознани учителĕ Светлана Викторовна Альметкина та яланхи пекех урокраччĕ. Ют çынсем килсен ачасем кăшт шикленекенччĕ, кусем пире асăрхамарĕç те тейĕн, интересленсех çĕнĕ темăна малалла сӳтсе яврĕç. Урока диспут евĕрлĕ йĕркеленипе-ши класра кичеммĕн ларакан курăнмарĕ. Светлана Викторовнăн кашни класри урокĕ çапла «чĕрĕ» иртет иккен. Ачана урокра темăна кăна мар, лайăх калаçма, хуть мĕнле лару-тăрура та хăйне тытма вĕрентесси – унăн меслечĕ-мĕн. Урăхла каласан, вăл ачана пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пĕчĕкренех хăнăхтарать.
– Шкул хыççăн ялта кăна пурăнмаççĕ вĕт, вĕсем чи малтан хуть мĕнле аудитори умĕнче те çухалса каймалла мар, – тет çеç вăл кун пирки.
Ача предмета юратасси учительтен нумай килет. Педагог урока интереслĕ ирттерет-тĕк, класăн тĕлĕрме вăхăт çук, çапла 45 минут мĕнле иртсе кайнине те сиссе юлаймасть. Светлана Викторовна та акă шкул программипе кăна çырлахмасть, ачана историе тарăнрах пĕлӳ парас тесе тĕрлĕ литературăпа усă курнисĕр пуçне практикăпа та çирĕплетет. Калăпăр, урокра коллективизаци е целина темине иртеççĕ-тĕк, ăна хăйсен ялĕн историйĕпе, чĕрĕ тĕслĕхсемпе çыхăнтараççех.
«Ял историне ăçтан илмелле тет-ха ăна?» – тейĕ вулакан. Паллă ĕнтĕ, Светлана Викторовнăна та никам та, нимĕн те тупса памасть. Вăл, шкулта тавра пĕлӳ кружокне нумай çул ертсе пыраканскер, ачасемпе пĕрле ял историне тĕпчет. Çапла майпа халĕ Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулĕнче ялти кашни вăрçă ветеранĕ çинчен материалсене: сăнӳкерчĕксене, аса илӳсене, çырусене, тĕрлĕ документсемпе наградăсем таранах вĕсем сывă чухнех пуçтарнă. Халĕ ĕнтĕ çак паттăрсенчен никам та сывă мар, вĕсем çинчен асаилӳсем вара шкулта упранаççĕ.
– Документсемпе наградăсене мĕнле шанса пачĕ ял çынни? – ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.
– Ял историне пĕрремĕш çул кăна пуçтармастпăр вĕт, шанаççĕ пире. Арча тĕпĕнче выртиччен шкулта пулччăр теççĕ, – пулчĕ хурав. Шкулти музейра экспонатсем çапла майпа хушăнса пыраççĕ те иккен. Пысăк праçниксенче кашни çул куравсем те йĕркелеççĕ.
Тĕпчевпе шырав ĕçĕ тенĕрен, вăл пĕрре те ансат мар. Вĕренекене пĕр-пĕр темăпа задани панă-тăк, вăл ăна вĕçне çитичченех тĕпчет, урăхла каласан, çынсем патне килне малтан учительпе, кайран хăй кăна кайса калаçать, аса илӳсене çырать, документсем илсе килет (кил хуçи пама килĕшет пулсан, паллах), литературăсем вуласа çирĕплетсе ĕçе малтан çырса, кайран вара ятарлă мероприятире пурин умĕнче те каласа парса отчет тăвать. Çапла майпа «тĕпчевçĕн» папки чылай хулăнланать. Ĕçе, паллах, вăл шкулта хăварать.
Светлана Викторовнăн кабинетĕнче çакăн пек документсем питĕ нумай. Çĕршывăн юлашки çĕр çулхи историйĕн кашни самантне хăйсен ялĕнчи тĕслĕхпе çирĕплетнĕ тесен те юрать. «Тĕпчемелли темăсем тата нумай-ха, пĕр кунра вĕçлемелли ĕç мар, вăхăт кирлĕ», – тет канма пĕлмен вĕрентекен.
Паллах, килте ларнипе истори тĕпченмест. Кивĕ Илтрекьел шкулĕн çамрăк тĕпчевçисем республикăри тĕрлĕ вырăна похода та каяççĕ. Вĕсем Хусанта, Елабугăра, Пăлхарта, Чистайра пĕрре мар пулнă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне вĕрентекен ачасене хăйсен йăх йывăççине тума та хăнăхтарать иккен. Çапла çемьен историне те тĕпчеççĕ кунта.
Çакăн пек тĕпчевсем тăвакан ачасем, паллах, хăйсен пĕлĕвне шкулта кăна мар, районта, республикăра, çĕршывра кăтартаççĕ. Тĕрлĕ шайри, çав шутра Мускавра иртекен форумсене, конкурссене хутшăнма, çĕнтерме те хал çитереççĕ. Конкурссенче çĕнсе илнĕ дипломсен шучĕ те çук кивилтрекьелсен. Вĕсенчен истори кабинетĕнче ятарлă стенд та хатĕрленĕ.
– Хусантан тухма та пĕлместпĕр, мĕнпур конференцие хутшăнатпăр, – тет Светлана Викторовна йăл кулса.
Истори предметне çакăн пек тарăннăн вĕрентнипе те пуль, кунти ачасенчен нумайăшĕ шкултан вĕренсе тухсан истори, юридици факультечĕсене вĕренме кĕреççĕ. Светлана Викторовнăн вĕренекенĕсем Мускав, Санкт-Петербургри аслă шкулсене пĕтернисем те пур, вĕсем хальхи вăхăтра Хусанта, Санкт-Петербургра, Иркутскра ĕçлеççĕ.
Светлана Викторовна хăй те питĕ интереслĕ çын, вăл архивсенче документсем шырама, ачасемпе пĕрле шыравпа тĕпчев ĕçĕсене илсе пыма ӳркенмест. Чи интересли вара – вăл пĕр-пĕринпе çыхăнман икĕ професси çынни пулни. Малтан Чистайри медицина училищинчен вĕренсе тухсан 8 çул больницăра ĕçленĕ хыççăн, Хусанти педагогика университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ те шкула ĕçлеме куçнă. Унтанпа акă ĕнтĕ 18-мĕш çул ачасене истори, обществознани предмечĕсене вĕрентет, вăл – аслă категориллĕ учитель. «Икĕ профессие те юратсах суйларăм», – чуна уçать Светлана Викторовна. Тепĕр тесен, ачасемпе ĕçленĕ чух медицина пĕлĕвĕ пĕрре те ытлашши мар, ачи-пăчине çак учительпе инçете похода яма ашшĕ-амăшĕ шикленмест.
 
: 1113, Хаçат: 14 (952), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: