Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăлхар тăрăхĕнче тахçанах тĕпленнĕ чăвашсенчен тăван чĕлхепе пуплекенсем çукпа пĕрех. Чăвашла калаçма пултаракансем ытларах Элкел, Аксу, Нурлат районĕсенчен пурăнма куçса килнисем е Атăл леш енчи Теччĕ районĕнчен каçнисем. Апла пулсан та ку 2002 çул вĕçĕнче пирĕн халăх çыннисене Пăлхарта чăваш культура центрĕ йĕркелеме кансĕрлемерĕ.
Пĕрремĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ чухне унта ытларах Пăлхарти аслă çулти çынсем пухăннăччĕ. Пуçлама çăмăл мар, çапах хастар ертӳçĕ Валентина Якличева хăй тавра пултаруллă çынсене пуçтарса чăмăртанă. Тăрăшакана пулăшас килет. Çапла Спас район администрацийĕн пуçлăхĕ Камиль Нугаев та вырăнти культурăпа вĕрентӳ уйрăмĕсем те чăваш центрне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Пĕлтĕр çулла Пăлхарта чăвашсен историри кун-çулне халалланă регионсем хушшинчи канашлу иртрĕ. Ăна шăпах Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули вырăнĕнче ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Конференци хыççăн Яшпашел ялĕнчи шкулта чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнчĕç, унта чăваш ташшин, культурипе историйĕн кружокĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Кузнечихăри «Сувар» музейĕнче те чăвашсен кун-çулĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çакна унта тăрăшакансем кăларнă кĕнекесенчи сăмахсем çирĕплетсе параççĕ. Пĕр енчен кăна хакланмасть Тутарстан историйĕ, çакă пĕлтерĕшлĕ. Çакна май, çуллахи конференцире Павлăри чăваш центрĕн пуçлăхĕ Виталий Козлов хĕрӳленсе каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Истори виçине ăна пĕр енне кăна таянтарни тĕрĕс мар, чăнлăх вăл ăçта-тăр варринче. Çавăнта шырамалла ăна. Вăхăт йăлтах хăй вырăнне лартать».
Мартăн 30-мĕшĕнчи тăман витĕр Яшпашелне çитнĕ делегатсем чăваш ĕçĕ вырăнтан хускалнине курсан савăннине пытармарĕç. Отчетпа суйлав конференцине пăлхарсем çак ялта ирттерес терĕç. Вĕсемпе ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ Константин Яковлев, Элкел районĕнчи чăваш центрĕн председателĕ Василий Мошков, «Сувар» хаçат редакторĕ Констанин Малышев, вырăнти пуçлăхсем тĕл пулчĕç.
Мĕнпе пуян Пăлхар чăвашĕсем? Нумайăнах мар вĕсем, ку тĕрĕс. Çапах Владимир Киргизин вырăнти пейзажа еплерех ӳкернине курсан, Анатолий Самаркинăн тăван ене халалланă сăввисене вуласан, Лев Еремеев купăс каланине итлесен, «Çеçпĕл» ансамбль Тутарстан чăвашĕсен гимне шăрантарнине тăнласан – çăварна карса пăрахатăн. Пултараççĕ пăлхарсем! Пултарулăх çулĕ çине тин çеç тăнă Яшпашелĕнчи пĕчĕк «мерченсем» çаврăнса ташланине те, пысăкрах «çăлкуçсем» хăлаçланса таптарнине те кăмăлпах йышăнатăн. Питĕ илемлĕ концерт кăтартрĕç делегатсене культура центрĕн хастарĕсем. Пĕтĕм чăваш тĕнчи умĕнче яваплăха туйса пурăнаççĕ тейĕн вĕсем. Хăйне евĕр чăвашлăх миссийĕ илсе пыраççĕ.
Унччен маларах чăваш культурипе вĕрентĕвĕнчи ĕç-хĕле сӳтсе яврĕç. Çăмăл мар, паллах, чăвашла маннă ялта çĕнĕрен тăван чĕлхене чĕртме. Çапах тăрăшаççĕ яшпашелсем, пуçа усмаççĕ. Чи малтан кунта учительсен ĕçне палăртмалла. Анчах чăвашла методика литератури çителĕксĕр пулни кансĕрлет. Йывăрлăхсем вĕрентӳре кăна мар. Пăлхарне илсен, чăвашсене репетицисене пухăнма вырăн çук. Вĕсем ытларах чухне Валентина Якличева патĕнче килĕнче пухăнаççĕ. Хула варринче пухăнма май пулсан питĕ аван пулмалла теççĕ чăвашсем. Çак сĕнӳпе район пуçлăхĕ патне çырупа тухма йышăнса конференци ăна хăйĕн резолюцине кĕртрĕ. Тата Пăлхарта чăваш çурчĕ тумаллах. Ку шухăш тавра та çине тăрсах калаçрĕç пухăннисем.
Чăвашсен авалхи тĕнне чĕртес шухăша Федор Мадуров скульптор лайăх уçса пачĕ. Вăл халăх аталанăвĕнче мĕнлерех вырăн йышăннине тĕслĕхсемпе илсе кăтартрĕ. Унра экологилле воспитанин тĕп никĕсĕсем упраннине çирĕплетсе пачĕ. Тĕн – халăх управçисенчен пĕри.
Пухăва Кузнечихăра вырнаçнă «Сувар» музейĕнче пĕтĕмлетрĕç. Наука ĕçченĕпе Нинель Садриевăпа пĕрле делегатсем «сăвар» сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки интереслĕ дискусси ирттерчĕç. Çулла тепĕр хут Сăвар хулин вырăнĕнче пуçтарăнма тĕв турĕç пухăннисем саланас умĕн.
 
: 1087, Хаçат: 14 (952), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: