Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТЕЧЧĔПЕ Элмет районĕсем уяв хыççăнхи эрнене пысăк улшăнупа пуçларĕç. ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн ятĕнчен тунтикун ТР Премьер-министрĕ И.Халиков Теччĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Валерий Чершинцевăн, ытларикун ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин Элмет район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Мазит Салиховăн кандидатурисене тăратнă хыççăн район канашĕсен депутачĕсем пĕр саслăн вĕсене пуçлăха суйларĕç.
ЕЛАБУГĂРИ «Çĕнĕ çурт» социаллă приют «Пукане парнеле» акци пуçланнине пĕлтернĕ. Кунта пысăках мар пукане музейне йĕркеленĕ иккен вĕсем, хальхи вăхăтра унта 100 ытларах экспонат упранать. Елабуга çыннисем парнеленĕ пуканесем валли ачасем «Ал ăсти» мастерскойĕнче хăйсем шутласа тупнă тĕрлĕ тумтир çĕлеççĕ, тумсене вĕт шăрçасемпе илемлетеççĕ. Коллекцири экспонатсем республикăри конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Кăçал вара музее истори персонажĕсемпе пуянлатма шутлаççĕ.
ЛАЙĂШ районĕнче çитес вăхăтра Тутарстанăн «Артекĕ» ӳссе ларас шанăç пур. Пысăк инвестициллĕ проекта районти Орел поселокĕ çывăхĕнче пурнăçа кĕртме шутлаççĕ. Культурăпа сывату комплексĕ кунта 259 гектар çинче вырнаçмалла. Вĕсенчен 180 гектарĕнче «Волжский Артек» ача-пăча сывату комплексĕ йышăнĕ. Вăл çулталăкĕпех ĕçлĕ. Республикăри 2600 ача пĕр вăхăтра сывлăхне çирĕплетĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ хулинчи музейĕн этнографи салонĕнче Людмила Коклюгинăпа Лидия Смажная ал ăстисен «Чун çути» куравĕ уçăлнă. Унта вĕсем хăйсем тĕрленĕ турăшсене тăратнă. Курава ал ăстисем Аслă типпе тата Мăнкуна халалланă-мĕн, çавăнпа вăл апрелĕн 25-мĕшĕчченех тăсăлать. 2001 çултанпа турăш тĕрлекен Людмила Коклюгинăн ку курав пĕрремĕш мар. Хăйĕн ĕçĕсене пуçласа «Чĕрĕ традици» фестивальте кăтартнă вăл, ун чухнех «Мастер-Ылтăн алă» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнса медале тивĕçнĕ. Каярах Елабугăра иртнĕ Пĕтĕм Раççей ярмăрккинчи «Экспо-Кама» курав залĕнче, республика ярмăрккисенче кăтартнă. Лидия Смажная вара тахçантанпах тĕрлет пулин те, пĕрремĕш хут курава хутшăнать.
ТУТАРСТАН тискер вĕçен кайăксене паллă тумалли Европа программине кĕнипе кăçалтан ăмăрткайăксене тĕрлĕ тĕслĕ çĕрĕсемпе паллă тума тытăнаççĕ. Çапла вара шута илнĕ вĕçен кайăксем аякранах курăнма тытăнĕç. Тутарстан валли Атăлпа Урал регионĕ пекех шурă-симĕс тĕс палăртнă. Асăнса хăварар, Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ вĕçен кайăксене маларах уйрăм кодлă алюмини çĕрĕсемпе паллă тунă пулнă. Кăçал çак программăна Тутарстансăр пуçне тата Алтай-Саян регионĕ тата Хĕвел Анăç Казахстан кĕнĕ, пĕрремĕшсем – шурă-хĕрлĕрех сарă, иккĕмĕшсем хура-хĕрлĕрех сарă тĕссемпе паллă тума тытăнаççĕ. Ятарласа çак программа валли Интернетра сайт уçаççĕ. Унта ку программа çинчен тĕплĕнрех пĕлме тата Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ вĕçен кайăксем çинчен информаци вырнаçтарма пулĕ.
 
: 948, Хаçат: 11 (949), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: