Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш çи-пуçĕ, уйрăмах хĕрарăм тумĕ, çине пăхсах хуçи çинчен нумай пĕлме пулать, калăпăр, тури чăваш-и вăл е анатри. Чăн та, кунта сăмах ательесенче çĕленĕ стилизациленĕ кĕпесем çинчен пымасть. Вĕсем чăнах та пăхма илемлĕ, куçа илĕртеççĕ, анчах урăх нимĕнле информаци те пĕлтермеççĕ. Асанне-кукамайсем çĕленĕ кĕпе-саппунсем тесен вара урăх калаçу. Вĕсем çине пăхсах хуçи хăш тăрăхран пулнине тавçăрма пулать. Элмет районĕнче те ку çаплах. Нумай пулмасть кунти тивĕçлĕ канури чăваш хĕрарăмĕсем ветерансен смотр-конкурсне шăпах хăйсем çĕленĕ кĕпесене тăхăнса хутшăнчĕç. «Кĕпесем хĕр чухнехисемех, саппунсем те 50-мĕш çулсенчех тĕрленисем», – терĕç. Çапах та виçĕ чăваш ялĕнчен килнĕ пулсан та вĕсем хăшĕ хăш ялтан пулнине çак кĕпесем тăрăх уйăрма пулатчĕ.
Пурнăç юлашки вăхăтра аталанса пынипе-ши наци çи-пуçĕ кулленхи пурнăçран тухса пырать. Ваттисем те аркăллă-аркăллă чăваш кĕпи вырăнне «майралла» тăхăнма пуçларĕç.
– Халĕ чăваш кĕпи тăхăнмастпăр, хамăр çине халат çакатпăр та пулчĕ те, – терĕç чăвашсиреньелсем те. Хăйсем каланă тăрăх, сарлака чăваш кĕпи ĕçре чăрмантарать иккен. Ĕлĕк улăх-çарана утă çулма чăваш кĕписене, çитменнине тата шурă тĕслисене, кăна тăхăнса карталанса утнă-ха хăйсем. Халĕ вара çак кĕпесем арча тĕпĕнче кăна упранаççĕ.
Тĕрĕссипе, пултарулăх çук-тăк, чăваш кĕпине çĕлейместĕн-çке. Пĕр хутлам-пĕрĕме пăтраштарсан та хитре тухмасть кĕпе-саппун. Çавăнпа çак ăсталăх вăхăтĕнче хĕрне амăшĕнчен е кинне хунямăшĕнчен куçса пынă. Чăваш Сиреньелĕнче пурăнакан Вера Павловна Кузьмина та акă пĕрремĕш чăваш кĕпине çамрăклах çĕленĕ.
– «Ржев» çĕвĕ машинине хуняма Елена Ивановна почтăпа çырăнса илнĕччĕ. Вăл мана çĕлеме вĕрентрĕ. Малтанласа пĕчĕк пусма татăкĕсем илсе тӳрĕ çĕвĕсем çĕлеттĕмĕр. Эпĕ çĕлесе пыратăп, вăл машинăн йĕп куçне тирсе тăвăхăтранпа шыв-шур çырмара сахал мар юхнă ĕнтĕ. Вера Павловнăпа Виктор Николаевич пĕрлешнĕренпе кăçал 51-мĕш çул. Çĕвĕ машинине сайра хутра çеç тытать халĕ кил хуçи арăмĕ, ачи-пăчи тахçанах ӳссе çитĕннĕ-çке, кĕпе-йĕме кашни лавккарах сутнипе мăнукĕсем валли те çĕлесе ларас нуша çук. Юлашки вăхăтра ялти ватăсенчен те кĕпе çĕлеттерекен сайра, тăхăнмасть халăх чăваш кĕпине. Çапах та Элмет тăрăхĕнчи пĕр ватă чăваш хĕрарăмне те «майралла» тăхăнтарса пытарни пулман-мĕн халиччен. Кунти ватăсем вилĕмлĕх кĕпене ятарласа ялти çĕвĕçсене заказ парса çĕлеттерсе хатĕрлесе хураççĕ иккен. Вера Павловна патне те килеççĕ вĕсем. Паллах, хирĕçлемест ăста çĕвĕç, анчах чăваш кĕпине çĕлес ăсталăхне çамрăк ăрăва çеç вĕрентеймест. Кирлĕ мар хальхи çамрăксене ку ăсталăх.
 
: 930, Хаçат: 10 (948)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: