Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕри педагогика училищинчен (халĕ колледж) 80 çул ытла чăваш ачисене вĕрентекен учительсене кăларнă, анчах пурăна киле чăваш учителĕсене хатĕрлекен уйрăма хупса чăваш фольклор уйрăмне кăна хăварнă. Халĕ унта 9 хĕр, икĕ каччă вĕренет. Ушкăнăн акомпаниаторĕ Юрий Алексеевич Угаров. Вĕсен ертӳçи Маргарита Анатольевна Адайкина. Методист стажĕ те пысăк унăн – 25 çул. Республикăри Вăтам ятарлă пĕлӳ паракан училищĕсен хушшинче 2011 çулта пĕрремĕш хут ирттернĕ «Самый классный классный» конкурсри номинацисенчен пĕринче çĕнтернĕ. 2012 çул пуçланнăранпа нумай та вăхăт иртмен, савăнмаллисем тупăнсах тăраççĕ. Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен уявĕ тĕлне район шайĕнче иртекен «Женщина года. Мужчина года. Женский взгляд – 2012» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Маргарита Адайкина «Классный руководитель» номинацире çĕнтернĕ.
Маргарита Анатольевна Хусанти педагогика университечĕн музыка факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăл 1981 çултанпа хăйĕн пурнăçне çитĕнсе çитекен ăрăва пĕлӳ парассипе çыхăнтарнă. 1995 çулта чăваш ушкăнĕн пĕрремĕш кăларăмне кăларнă. Ачасен умне пĕрремĕш хут тухсан хумханнине аса илет халь опытлă вĕрентекен. Ачасем шанмасăр пăхнине те (ара, вырăс-çке), хăйĕн вĕсемпе ĕçлеме чăваш материалĕ енчен чухăнрах пулнине те халичченех астăвать. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма (хăй лайăх пĕлекен юрă та пулнă-тăр вăл) çурма сасăпа «Сăпка юрри» юрлама пуçланă:
Нянине-тунине,
Ачине, çурине…
Юрра пĕр çаврăм юрланă çĕре ачасен сăнĕсем те улшăннă, куçĕсем те ăшшăнрах пăхма пуçланă, юрра пурте пĕрле вĕçленĕ. Çапла вĕсем пĕр чĕлхе тупса «Çăлкуç» ансамбль йĕркеленĕ. «Вĕсем манра чăвашлăх туйăмĕ вăратрĕç», – тав туса аса илет халь М.Адайкина. Халь çав çамрăксем 30 çултан та иртнĕ ĕнтĕ. Пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ. Пĕри, тĕслĕхрен…. Пăва районĕнчи Альшихри вăтам шкул директорĕ, ыттисем те çынсене кирлĕ ĕçсенех вырнаçнă.
Маргарита Анатольевна хăй те чăваш-ха, Теччĕ чăвашĕ. Анчах вăл чăвашла пĕлмест. Мĕншĕн тесен Маргарита Адайкина ӳснĕ вăхăтра çĕршыври политика халăхсен наци хăйне евĕрлĕхне аталантарассине «кун йĕркине» кĕртмен, çавăнпа та тăван чĕлхене вĕрентессине те хапăлламан. Кукамăшĕн акăшĕ чăвашсен классикĕн Петĕр Хусанкайăн амăшĕ пулни те витĕм кӳреймен-тĕр. Сиктĕрмере пурăнакан Зина акăшĕн (М.А. кукамăшĕ –Т.В.) ачисем валли поэт Шупашкартан ĕммелли автан-кучченеçсем илсе килсе хăналатчĕ тесе аса илсе каласа панă ачисене Маргарита Анатольевнăн амăшĕ Рая. Çитĕнсе çитсен Петр Петрович Райăна Шупашкара чĕннĕ, анчах хĕр инçете çӳрес темен курăнать. Теччĕре юлнă, çемье çавăрнă. Вăл вăхăтра тăван чĕлхене (вăл вырăс чĕлхи пулмасан) сума сăвасси, ачасене вĕрентесси чысра пулман çав. Çавăнпа тăван чĕлхен илемĕ, çепĕç кĕвви çитĕнсе çитсе чăваш ачисемпе ĕçлеме пуçласан тин Маргарита Анатольевнăра чăваша «вăратнă» теме пулать. Халĕ вăл хулара чăваш халăх культурине активлă пропагандăлакансенч ен пĕри. Теччĕре, шел те, чăваш вырсарни шкулĕсем çук, çавăнпа «вырăса тухам-и», «чăвашах юлам-и» тесе иккĕленекенсене тăван чĕлхене вĕренме май парса тăван халăх йышĕнче юлма шанăç çукрах темелле. Çак лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе Маргарита Адайкина хăйĕн вĕренекенĕсемпе хулари ача сачĕсене чăваш юррисенчен йĕркеленĕ пĕчĕк концертсемпе тухса çӳренĕ, чăнах та шутлани тӳрре тухнă – шăпăрлансем чăваш юрри-юмахĕпе кăсăкланма пуçланă, анчах ыр кăмăллăх пуçарăвне вĕçлеме тӳр килнĕ.
Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Халĕ Маргарита Анатольевнăн «вĕрентекен çӳпçи» чăваш юррисен материалĕпе пуян. Вăл вĕрентсе кăларнă ĕçченсем йышлă. Педагогика колледжĕнчи ушкăн пултарулăхĕ те çулран çул ӳссе пырать, музыка уйрăмĕнче вĕренекен чăвашсен ушкăнĕ те «Çăлкуç» мар, «Мерчен» ятлă. 2005 çулта вĕсем валли ĕлккен чăваш халăх тумĕсем çĕленĕ, тухьясем туяннă, анчах пушмак туянма хал çитереймен. Паллах, училище вăйĕпе кăна çакăн пек пуян костюмлă пулаймастчĕç те пулĕ, анчах тĕнчере ырă çынсем нумайрах. Кĕпе-костюмсен çур хакне чăнах та училище тӳленĕ, тепĕр çуррине вара – спонсорсем пулăшнă. Маргарита Анатольевна вĕсен ятне паян та пĕтĕм кăмăлтан аса илет: районти хастар чăвашсем Володар Тимофеев, Ольга Илларионова, çаплах вырăс усламçи Михаил Мечтанин та айккинче юлман. «Манăн ачасем хамăрăн «Мерчен» ушкăнра кăна мар, колледжри мăкшă, вырăс, тутар ансамблĕсене хутшăнма та ĕлкĕреççĕ. Ертӳçĕсем вĕсене ĕçчен, тăрăшуллă, дисциплинăна пăхăннăшăн юратаççĕ», – каласа парать вĕрентекен. Тĕрĕсрех каласан, «Мерчен» ансамбле Алена Волкова пуçарнă, Маргарита Адайкина ун чух кĕçĕн ачипе декретра ларнă (пултаруллă педагог пулнисĕр пуçне Маргарита Анатольевна нумай ача амăшĕ те – мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ӳстерет), вăл ĕçе таврăнсанах А.Волкова декрета кайнă. Теччĕри педколледжăн чăваш ушкăнĕпе ĕçлекен вĕрентекенсем пĕр шухăшлă пулса пĕр ĕçе туса пыни куçкĕрет: ушкăн çитĕнĕвĕсем çулран çул ӳссех пыраççĕ. Хулара, районта пулса иртекен мероприятисене кăна мар, республика тулашне те тухса çӳреме тытăнаççĕ хăйсен пултарулăхĕпе, тĕслĕхрен, Çеçпĕл Мишшин юбилей мероприятийĕсенче Теччĕре кăна мар, поэтăн тăван ялĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Чăваш наци конгресĕн ĕçне те хутшăннă.
Педагогика колледжĕ учительсен семинарийĕнче чăваш поэзийĕн никĕслевçи Çеçпĕл Мишши вĕреннипе мăнаçланать, унăн тăван ялĕпе тачă çыхăну тытать. Чăваш Енри Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи поэт музейĕпе, шкулпа пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Иртнĕ ноябрьте те Теччĕ чăвашĕсем поэт çуралнă кунне Çеçпĕл ялĕнче паллă тунă. П.Хусанкайăн 100 çулхи юбилейне паллă тунă чух Сиктĕрме-Хусанкайра илемлĕ пултарулăх номерĕсем кăтартнă, И.Я.Яковлев çуралнă ялта та пĕрре мар пулнă. Кунсăр пуçне «Мерчен» Тутарстанра иртекен конкурссене те активлă хутшăнса педколледжри чăваш ушкăнĕн чысне хӳтĕлет. Республикăра иртекен «Чăваш пики», «Уяв пики», «Чăваш шăпчăкĕ» конкурссем чылайранпа теччĕсемсĕр иртмеççĕ. Вĕсенче педколледж пикисем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтĕр республикăри «Ватан» Халăх пултарулăхĕн конкурсĕнче II вырăн йышăнчĕç. Конкурсăн финалĕ декабрĕн 15-17-мĕшсенче иртнине шута илсен теччĕсем çулталăка çапла чаплăн вĕçлесе пĕтĕмлетнишĕн савăнас килет.
Вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ, «Мерчен» хăйĕн пултарулăхне чăваш халăх юррисем çине пусăм туса аталантарать. Апла пулин те «çăмăлрах» жанр, эстрада та ют мар уншăн. Тĕслĕхрен, Шупашкарти халăх хушшинче сум илнĕ «Янташ» ушкăнпа, унăн ертӳçипе А.Никитинпа тачă çыхăну тытать. Паллă композитор вĕренекенсене репертуара пуянлатма пулăшать.
2012 çулта тумалли ĕçсене те М.Адайкина 2011 çултах палăртнă. Кăçал çулла Çеçпĕл Мишшине Украинăран Чăваш Ене, тăван ял масарĕ çине куçарса пытараççĕ. Çакăнта Маргарита Анатольевнăн чăваш студенчĕсем те пырса поэт умĕнче пуç тайĕç.
2012 çулхи кĕркунне педколледж 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак уявра, паллах, унăн вĕренекенĕсем хастар хутшăнĕç, ятарласа çĕнĕ юрăсем вĕренме пуçланă та ĕнтĕ. Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Аксура иртекен «Чăваш шăпчăкĕ» Республикăри чăваш юрăçисен конкурсне хутшăнасси вара халь планра пĕрремĕш тăрать. Çитменнине «Мерчен» хĕрĕсем валли Пермьре ятарласа çĕленĕ пушмаксене шăп Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунĕ тĕлне кӳрсе килнĕ. Паллах, çакă савăнтарать, хавхалантарать. Апрелĕн 21-22-мĕшсенче Хусанти Патшалăх культурăпа искусствăсен университетĕнче иртекен «Этномедиа» Халăхсен хушшинчи халăх ансамблĕсен конкурсне хутшăнакансемшĕн çакă питĕ кирлĕччĕ те.
 
: 912, Хаçат: 10 (948)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: