Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Зинаида Козловăна Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн пур регионĕнче те пĕлеççĕ-тĕр. Уйрăмах чăваш фольклорне тĕпчекенсем, сцена çине кăларакансем лайăх пĕлеççĕ. Паян Зинаида Алексеевна тĕнчипе пĕлекен «Уяв» фольклор ушкăнĕн ертӳçи те, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ те, фольклор уйрăмĕнче вĕренекен студенчĕсенчен «Юрай» ушкăна йĕркелекен те, паллах, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисен, юрри-ташшисемпе тумĕ-юмĕн тĕпсĕр çӳпçине тĕпчекен те. Зинаида Козловăна пурте сума сăваççĕ, унăн сăмахне итлеççĕ, пысăк конкурс-фестивальсе нче жюри председателĕ пулма ыйтаççĕ. Шупашкарти Халăх пултарулăхĕн çурчĕ илемлĕ пултарулăх ансамблĕсен ертӳçисем валли йĕркелекен семинарсенче мастер-класс кăтартма та йыхравлаççĕ ăна, кăçал та мартăн 12-17-мĕшсенче иртекен семинарта хăй пĕлнине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан ĕçтешĕсене каласа, кăтартса парать. Яланах çапла пулнă-и? Çак ыйтăва хурав тупма эпир Зинаида Алексеевнăпа хăйĕнпе тĕл пулса калаçрăмăр.
– «Уяв» ансамбль программине пăхсан ушкăн Игорь Моисеевăн юрăпа ташă ансамблĕ пек, яланах пулнăн туйăнать. Çав вăхăтрах çĕршывăмри пĕртен-пĕр парти культурипе искусствине аталантарнă вăхăтра фольклор сăмахпа ытларах питлесе хурланă чух усă курнине те астăватпăр. Зинаида Козлова – профессор, ертӳçĕ, вĕрентекен, РФ Правительство премийĕн лауреачĕ çакăн пек çӳллĕ вырăна мĕнле улăхнă? Каласа парсамăр, тархасшăн.
– 1975 çулта эпĕ Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ музыка училищинчи фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухрăм. Малтанах Самарти халăх хорĕнче юрларăм, анчах кĕçех Саратоври Л.Собинов ячĕллĕ консерваторие фольклор уйрăмнех вĕренме кĕтĕм. Пилĕк çултан распределенипе мана Чăваш Республикине ячĕç. Чăваш патшалăх филармонийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун чух республикăра фольклор ушкăнĕсем çукчĕ, çавăнпа хам ансамбль йĕркелес терĕм.
– Ку пархатарлă ĕçре Чăваш АССР Культура министерстви пулăшу пачĕ пулĕ?
– Пачах урăхла, ура хума хăтланса пычĕ тесен тĕрĕсрех пулать. Эпĕ хамăн ушкăна ун чухнехи «Çавал» ансамбль çинче никĕслесшĕнччĕ… Çук, ăнланмарĕç мана… Халăх пултарулăхĕн пропаганди çителĕксĕррине çавăн чух нихăçанхинчен ытла курса ĕнентĕм. Çавăнпа май пулсанах радиопа, телевиденипе тухса калаçрăм, семинарсем ирттертĕм, паллах, ман сăмахăм пур çĕрте те чăваш фольклорĕ çинчен пулчĕ.
– Сирĕн паянхи çитĕнĕвĕрсем çине пăхсан çак калаçусем харама кайман теес килет.
– Чăнах та, манпа пĕр шухăшлă çынсем тупăнчĕç, вĕсем мана пулăшма тăрăшрĕç. Çапла майпа «Нарспи» юрăпа ташă ансамблĕ çинче никĕсленсе 1984 çулта «Уяв» фольклор ушкăнĕ «çуралчĕ». «Уявăн» пĕрремĕш концерчĕ 1985 çулта ШĔМ Культура çуртĕнче иртрĕ.
– Çав «хăвăрпа пĕр шухăшлă çынсен» ячĕсене асăнаймăр-ши?
– Паллах, хаваспах. Михаил Кондратьевпа Александр Осипов музыковедсем тата Александр Васильев композитор. Енчен те вĕсем Культура министерствине кайса мана, манăн идейăсене хӳтĕлемен пулсан, эпĕ Шупашкарта юлмастăмччĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем кайса килнĕ хыççăн тин мана питлеме чарăнчĕç.
– «Уяв» та кăçал 28 çул тултарать, унăн кĕçĕн тăванĕ, студентсен ушкăнĕ «Юрай» та сцена çинчен пăхса ытарма çук маттур. Çаксене курсан калăн, Чăваш Республикинче фольклор проблеми пулман та.
– 1989 çулта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче фольклор уйрăмне уçнă хыççăн чăнах та лару-тăру аванланма пуçларĕ – чăваш фольклорисчĕсем пурнăçа кĕчĕç. Кайран тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра та Нина Мокшина декан пулăшнипе музыкăпа педагогика факультетĕнче фольклор специализацине вĕрентме пуçларĕç.
– Йывăр саманара чăмăртанса пиçĕхнĕ «Уяв» паян кун та ăсталăхне ӳстерме чарăнмасть. Халăхсен хушшинчи фольклор фестивалĕсене те тăтăш хутшăнать, пĕлтĕр кинора та ӳкерĕннĕ теççĕ.
– Иртнĕ кĕркунне пулчĕ ку. Вырăс географи обществи хушнипе Патшалăхсен хушшинчи «Мир» телерадиокомпани «Раççей тĕрĕкĕсем» ярăмран чăвашсен аваллăхĕ çинчен документлă фильм ӳкернĕ. Унта чăвашсен туйĕн йăли-йĕркине кăтартнă çĕре хутшăнтăмăр. Фильм 52 минута пырать.
– Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунĕпе чĕререн саламлатпăр сире. Ăнăçу, телей, юрату, паллах, иксĕлми хавхалану сунатпăр.
 
: 1693, Хаçат: 10 (948), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Комментарисем:

Микулай Павловский (2012-03-13 13:51:20):
"Раççей тĕрĕкĕсем" киносем хушшинче чăвашсем çинчен ÿкернине тупаймарăм...Ăçта вăл?

Микулай Павловский (2012-04-19 22:54:52):
Куртăм çав кинона:http://www.youtube.com/watch?v=mnKz6Gjq1pI&feature=related

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: