Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Тутарстанра «Çулталăк хĕрарăмĕ. Çулталăк арçынни: хĕрарăм куçĕпе» конкурса пĕтĕмлетесси йăлара. Шучĕпе кăçалхи 15-мĕш пулчĕ. 1998 çултанпа иртекен конкурсăн учредителĕсем яланхи пекех хальхинче те «Тутарстан хĕрарăмĕсем» обществăлла организаципе ТР Профсоюзсен федерацийĕ пулчĕç. Январĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 10-мĕшĕччен пынă зона турĕсене кăçал пурĕ пин ытла çын хутшăннă.
Республика конкурсне март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерӳçĕсене ТР Президенчĕ Рустам Минниханов хăй дипломсем парса чысларĕ. Пултарулăх коллективĕсем хитре шоу кăтартнисĕр пуçне хĕрарăмсене РФ халăх артисчĕ Александр Розенбаум юрăсем юрласа савăнтарчĕ.
Çак хаваслă мероприяти республикăра йăлана кĕнĕ пулин те кашнинче хаваслă иртет, çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерет. Вăл пулăшнипе эпир çуллен республикăри чи интереслĕ çынсем çинчен пĕлетпĕр, вĕсемпе паллашатпăр. Паллах, çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пирĕн йăхташсем те пурри шутсăр савăнтарать. Палăртса хăварар, кăçал конкурсăн 10 номинацийĕнчен пĕринче – «Хĕрарăм – лидер, обществăлла деятель» – Анат Камăри Чăваш наципе культура центрĕн председательне Вера Михайловна Юнусовăна палăртрĕç. Тепĕр чаплă наградăна – «Атте-анне мухтавĕ» ордена – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче пурăнакан Мулеевсене пачĕç. Саламлатпăр!
Хĕрарăмсен куçĕпе «Çулталăк арçынни» пулма «Булгария» теплоход çинчи пассажирсене тата экипаж членĕсене çăлма пулăшнă «Арабелла» теплоходăн капитанĕ Роман Лизалин («Арçын – пархатарлă чĕре» номинаци), Лайăш районĕнчи суккăр тата япăх куракан ачасен ятарлă шкулĕн физкультура учителĕ Рамиль Каюмов («Арçын – лидер») тата ыттисем тивĕçлĕ пулчĕç.
Рустам Минниханов çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса чысланă май хĕрарăм-çĕнтерӳçĕсе не тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, кашни регионшăн, çĕршывшăн паян чи пĕлтерĕшли çемьепе ачасене мĕнле тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Тутарстанра юлашки çулсенче çуралнă ачасен шучĕ ӳснине, пурăнмалли çуртсемпе шкулсене тĕпрен юсамалли программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕнине, «Бэлэкэч» программăпа 13 пин ача валли ача сачĕсем тунине каларĕ.
Президентăн саламĕ кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха, Рустам Нургалиевич Çырчаллинче пурăнакан 10 ачаллă Яруллинсен çамрăк çемйине 4-шар пӳлĕмлĕ икĕ хваттер валли сертификат, амăш капиталĕн юбилейлă 100 пинмĕш сертификатне Хусанта пурăнакан Садыковсене парса чысларĕ.
 
: 938, Хаçат: 10 (948)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: