Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. Мускаври «Ералаш» ача-пăча юмор кăларăмĕн Хусанти «Поколение.ru» варианчĕн иккĕмĕш сезонĕн премьери иртнĕ. Проектăн ĕç тăвакан директорĕ Е.Вальцефер пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ 96 сюжет ӳкернĕ. Вĕсене премьера хыççăн Тутарстанăн икĕ телеканалĕпе кăтартма тытăнаççĕ. Пĕтĕмпе сюжетсенче 91 çын ӳкерĕннĕ. Çак ачасем кастинг иртнĕ çеç мар, актер ăсталăхне, камера умĕнче хăйсене мĕнле тыткаламаллине педагогсемпе вĕреннĕ. Пĕчĕк артистсемсĕр пуçне сюжетсенче Хусан телеканалĕсенчи кăларăмсен ертӳçисем те хутшăннă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ юр нумай çунипе мартăн 3-мĕшĕнче хулана юртан тасатас тĕллевпе субботник ирттернĕ. Унта 968 организацирен пурĕ 12 пин çын хутшăннă. Хулан тĕп урамĕсемпе проспекчĕсене коммуналлă служба техникисем маларах тасатнă пулнă ĕнтĕ, субботникра вара çынсем тротуарсене, подъезд, лавкка, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен умĕсенче, транспорт чарăнăвĕсенче юр хырнă. Хĕллехи субботника студентсемпе шкул ачисем, нумай хутлă тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем те хаваспах хутшăннă. Коммуналлă службăсем çав кун ĕçе тухнă кашни çынна ĕç хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Пурĕ 243 машина юр тултарса хула хĕррине кăларса тăкнă.
АКСУ районĕнчи профессилле лицейра çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен Тутарстанăн агропромышленность комплексĕсем валли ветеринари специалисчĕсене хатĕрлеме пуçлаççĕ. Проекта Хусанти ветеринари академийĕпе пĕрле пурнăçа кĕртĕç. Аксу лицейĕнче хальччен тракторист-машинист сене, поварсемпе кондитерсене, электрогазосварщикс ене, сутуçăсене хатĕрленĕ. Анчах юлашки вăхăтра республикăри хуçалăхсене ветеринари специалисчĕсем çитменни çак специальноçа вĕрентме хистет.
ÇАРĂМСАН. Кăçал юр питех нумай çуман пулсан та район çурхи ейĕве халех хатĕрленме тытăннă. Çак тĕлĕшпе ял хутлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисене вырăнсенче ятарлă комиссисем, ейӳ вăхăтĕнче шыв айне юлма пултаракан ялсенчен халăха тата пурлăха куçарса вырнаçтармалли пунктсем йĕркелеме хушнă. Март уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕсен мĕнпур пĕвесене татмалла, наркăмăшлă химикатсемпе, выльăх-чĕрлĕх каяшĕсем çырма-çатрасене ан лекчĕр тесе санитарипе экологи мероприятийĕсем ирттермелле. Районти вĕрентӳ уйрăмĕн çурхи ейӳ вăхăтĕнче шкулсенче тата ача сачĕсенче ачасене хăрушсăрлăхпа мĕнле тивĕçтермеллине ăнлантармалла.
СПАС. Район канашĕн акт залĕнче çак кунсенче предпринимательсен конференцийĕ иртнĕ. Унта ялсенче предприниматель ĕçне йĕркелес, аталантарас ĕçри йывăрлăхсене сӳтсе явнă. Районта предпринимательсен обществăлла канашне туса хума йышăннă. Канаш малашне вырăнти влаçпа тачă çыхăнса ĕçлĕ, предпринимательствă н аталантармалли программăсемпе проектсене хатĕрлеме хастар хутшăнĕ.
 
: 918, Хаçат: 10 (948), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: