Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел шкулĕнче вĕренекенсем пур енчен те пултарулли пирки хаçатăмăрта пĕрре мар çырнă-ха эпир. Вĕренӳре те маттур вĕсем, хăйсен пултарулăхне кăтартма та. Тĕрлĕ конкурс-фестивальсе не хутшăнма яланах хавас вĕсем. Шел, вĕренӳ вăхăтĕнче питех тухса çӳреме май çукрах, уроксене сиктерни усă кӳменни никамшăн та вăрттăнлăх мар-çке. Çапах та пултарулăха аталантарма уроксем хыççăн та вăхăт тупаççех Аслă Сĕнчел ачисем. Тĕрлĕ юрă-ташă вĕренме, авалхи йăласене кăтартмашкăн вĕсене шкулти педагог-организатор чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.В.Уканеева пулăшать. Вера Викторовна тăрăшнипех 2008 çулта Аслă Сĕнчел шкулĕнче «Сĕнчел мерченĕ» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ. Аслăсĕнчелсене мухтамаллипех мухтама пулать: вĕсем фонограммисене те хăйсемех хатĕрлеççĕ, сцена костюмĕсене те ялти ăстаçă Наталья Никоноровна Матюкова пулăшнипе хăйсемех çĕлеççĕ. Тĕррисене тĕрлеме вара ачасем хăйсем те ăста.
Иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех каласан февралĕн 16-мĕшĕнче, Унтакшă ялĕнче пулнă «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсăн Аксу районĕнчи тапхăрне те хаваспах хутшăннă аслăсĕнчелсем. Тăрăшни сая кайман: «Сĕнчел мерченĕ» унта «Сĕнчелти уяв вăййи-юррисем» программăна кăтартса 1-мĕш вырăн илме тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне уйрăммăн юрласа та çĕнтерекенсем пулнă: çак кунсенче 15 çул тултаракан Анастасия Охотникова тата 10 çулти Виктория Евстафьева 1-мĕш вырăншăн дипломсем çĕнсе илнĕ. Маттурсем! Палăртса хăвармалла: конкурса хатĕрленме Аслă Сĕнчелĕнчи клубпа библиотека ĕçченĕсем те пулăшнă.
– Унтакшă ялĕнче, хамăр районтах вырнаçнă пулин те, халиччен нихăçан та пулса курманччĕ. Аслă Сĕнчелĕнчен Унтакша çити пĕр 40 километр та пуçтарăнать пуль – çулĕ вăрăм пулчĕ. Ачасем хуть ăçта кайсан та тавралăхпа паллашма тăрăшаççĕ. Хальхинче те нихçан пулман яла курса хакларĕç. Унтакша çитсе чарăнсанах ку ялта чăвашсем пурăнни курăнчĕ: ялĕ тирпейлĕ, халăхĕ тарават, концерт курма ватти-вĕтти йышлăн пухăннă. Ачасене тата Унтакшăра тăвайккисем питĕ нумай пулни тĕлĕнтернĕ. «Ну телейлĕ те ку ялта пурăнакан ачасем!» – терĕç вĕсем хавасланса», – каласа парать интереслĕ çул çӳрев çинчен Вера Викторовна.
Малашне те çитĕнӳсем тума ăнăçу сунатпăр сире, Сĕнчел «мерченĕсем»!
 
: 1137, Хаçат: 8 (946), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: