Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе Раççей шкулĕсенче физкультура урокĕсен сехетне нумайлатрĕç. Çак çĕнĕлĕхе ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăнмарĕ. Вĕсен шучĕпе, ачасене спортзалра чуптарса вĕренӳрен хăварни, вăхăта усăсăр ирттерни кăна имĕш. Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулĕнче 31 çул физкультура учителĕ пулса ĕçлекен Владимир Васильевич Альметкинăн вара урăх шухăш:
– Компьютер, мобильлĕ телефон ачасен сывлăхĕшĕн физкультура урокĕсенчен сиенлĕрех. Сăмах та çук, паянхи шкул ачишĕн вĕренӳре стресс ытлашшипех тата ӳсекен организмăн энерги те нумай. Стреса мĕнле ирттермелле, энергие ăçта хумалла вĕсен? Çавăнпа урамра эрех-сăра ĕçме, пирус туртма пăхаççĕ те. Шкулти стреса уроксем хыççăн спортзалта тĕрлĕ спорт вăййи выляса е йĕлтĕрпе чупса ирттерсен вĕсен вăйĕ ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшма тата урок тума кăна юлать. Эпĕ сăнанă тăрăх, спортпа туслă ачан сывлăхĕ те çирĕп, шкултан вĕренсе тухсан та пурнăçра хăй вырăнне тупать. Çакна пирĕн шкул выпускникĕсем, спортра пысăк çитĕнӳсем тунă А.Прохоров, Д.Альметкин, С.Карпова, Н.Муртазина, Н.Данилкина (Маклакова), А.Горбунов тата ыттисем аслă шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухса халĕ сумлă вырăнсенче ĕçлени те çирĕплетет, – тет вăл.
Çак сăмахсене вĕрентекен хăйĕн нумай çулхи опытĕнчен илсе калать çеç мар, ĕçпе те çирĕплетет, мĕншĕн тесен пурнăçра вăл ытларах практик. Ачасене чи малтан хăй тĕслĕх кăтартать. Вăл – ТР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ТР физкультурăпа спортăн отличникĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, ун ятне «Славные люди России» кĕнекене те кĕртнĕ. Хĕл çитсен Владимир Васильевич йĕлтĕр çинчен анмасть те темелле. Ачасемпе пĕрле урокра йĕлтĕрпе чупнисĕр пуçне хăй те тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене йышăнать.
Кивĕ Илтрекьел шкулĕ йĕлтĕр спорчĕпе, биатлонпа, спорт ориентирĕпе тата çăмăл атлетикăпа районта чи вăйлă шкул, çавăнпа çак спорт енĕпе район ăмăртăвĕсем кунта иртеççĕ те. Шкул спортсменĕсем хальччен район, республика шайĕнчи ăмăртусенчен медаль-кубоксăр таврăнни пулман-ха. Кăçалхи вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпа кăна вĕсем çăмăл атлетикăпа, каярах йĕлтĕр спорчĕпе район ăмăртăвĕнче – пĕрремĕш, районăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Ешĕлварта иртнĕ республика ăмăртăвĕнче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Вĕр-çĕнĕ кубоксем физкультура учителĕн сĕтелĕ çинче ялтăраса лараççĕ. Çитĕнӳсемпе мухтанса мар, стена çинчи çӳлĕксем çинче кăçалхи наградăсем валли вырăн çитменнипе лартнă вĕсене сĕтел çине.
Кивĕ Илтрекьел шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ кубок-медальсен чăнах та шучĕ çук. Тепĕр тесен, ют çыншăн çеç çапла пек туйăнать, Владимир Васильевичăн вара кашни кубок-медале кам, хăçан тата ăçта çĕнсе илни асра.
Йĕлтĕр спорчĕ йӳнĕ спорт мар, ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăвасси спортсмен тăрăшулăхĕнчен ытла йĕлтĕрсене нумай килет. Çавăнпа паха, лайăх йĕлтĕре учитель куç пек упрать (çак 31 çул хушшинче шкулта пурĕ 21 мăшăр йĕлтĕр пуçтарăннă). Вĕсемпе шкул спортсменĕсем ăмăртусенче кăна усă кураççĕ. Спорт хатĕрĕсене районти çамрăксен ĕçĕсен тата спорт уйрăмĕ туянса парать иккен. Çапах та ку пулăшу та тепĕр чух çителĕксĕр. Аксу команди кăçал республика ăмăртăвĕнче йĕлтĕрсене сĕрмелли ятарлă маçсем çуккипех мала тухайман-мĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, ачасем хĕлле физкультура урокне хăйсен йĕлтĕрĕпе килеççĕ, ашшĕ-амăшĕ туянса параймасан та хăрушă мар, йĕлтĕр шкулта пурин валли те çитет.
Кивĕ Илтрекьел шкулĕнче ырă йăла пур (ку та физкультура учителĕсен пуçарăвĕ): шкул ачисем пурте йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланаççĕ, çавăнпа уроксем хыççăн киле кайма васкамаççĕ, кашни кун йĕлтĕр сырса 10-шар минут йĕлтĕрпе чупаççĕ. Паллах, çак йăлан тĕп тĕллевĕ ачасенчен чемпион тăвасси мар, сывлăхне çирĕплетесси. «Хам эпĕ 42-мĕш çул йĕлтĕрпе чупатăп, çак вăхăтра пĕрре те шăнса пăсăлни, больничнăй илни пулман. Çавăнпа ачасене спорт сывлăха çирĕплетнине яланах ăнлантаратăп», – тет вăл кун пирки.
Спортра çитĕнӳ тума Турă панă талант пулмалла тенипе те килĕшмест учитель. Пысăк спорт пирки сăмах пымасть, паллах, кунта. Çавах та Владимир Васильевич шучĕпе, кирек мĕнле ача та килте лайăх апат çиет, пушă вăхăта тĕрĕс йĕркелеме пĕлет, тренировкăна çӳрет-тĕк – спортра çитĕнӳ тума пултарать.
Кивĕ Илтрекьелсем йĕлтĕр спорчĕпе республикăра малашне те чи вăйлисен ретĕнче пуласса иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен вĕсен кун валли опытлă тренерсем, спорт инвентарĕ тата çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ тума лартнă тĕллев пур.
 
: 1117, Хаçат: 8 (946), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: