Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

НУМАЙĂШНЕ ТИВĔÇТЕРЕТ
Пĕтĕм Раççейри обществăлла шухăша тĕпчекен центр (ВЦИОМ) çĕршыври хальхи профессиллĕ вĕрентӳ системи пирки ыйтăм ирттернĕ те пĕтĕмлетĕвĕсене пичетленĕ. Ыйтăма тăватă тĕллевлĕ аудитори хутшăннă: вăтам шкулсенче 9 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсенче вĕренекенсем, аслă шкулсен студенчĕсем.
Çапла вара ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартнă тăрăх, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ илмелле тенипе асăннă заведенисенче вĕренекенсенчен 58 проценчĕ, шкул ачисен 56 проценчĕ килĕшет. Ашшĕ-амăшĕсемпе аслă шкулсен студенчĕсенчен 36-38 проценчĕ кăна çакă кирлĕ тесе шутлать. Аслă пĕлӳ пирки вара профессиллĕ пĕлӳ илекенсемсĕр пуçне (59 процент) ыттисем пĕр евĕрлĕрех шутлаççĕ: шкул ачисем те (82 процент), ашшĕ-амăшĕ те (79 процент), студентсем те (86 процент) вуз дипломĕ пулмаллах теççĕ. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче паянхи кун паракан пĕлӳ профессиллĕ пĕлӳ илекенсене те (91 процент), студентсене те (86 процент) тивĕçтерет.
ТĂВАТТĂРАН КАЯ МАР
2011-2012 вĕренӳ çулĕнче шкулсенче 9-мĕш класс пĕтерекенсен Патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацийĕ (ГИА) икĕ формăпа иртет: йăлана кĕнĕ пек тата ТР Патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацийĕн комиссийĕ хутшăнса пĕлĕве никама пăхăнмасăр хакланин механизмĕпе. Кăçал 9 класс пĕтерекенсен вырăс чĕлхипе тата математикăпа çĕнĕ формăпа экзамен тытмалла. Тутар чĕлхи те обязательнăй предметсен йышĕнче кăçал, унпа вара экзамена çĕнĕ е халичченхи мелпе тытассине вĕренекенĕн суйласа илме ирĕкĕ пур. Кусемсĕр пуçне вĕренекенĕн тата пĕр е икĕ экзамен тытма тивет: ăна 9-мĕш класра вĕреннĕ предметсенчен суйласа илмелле.
Çапла вара тăххăр пĕтерекенсен кăçал тăватă экзаменран кая мар, пиллĕкрен ытла мар тытма тивет.
ВĔРЕННĔ ÇЫН НУМАЙРАХ ПУРĂНАТЬ
Швеци ăсчахĕсем ĕнентернĕ тăрăх, вĕренни пурнăç тăршшĕне тăсать. Тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсене Микаел Ростил редакциленĕ кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Ăсчахсен сăмахĕсене шанас пулсан, университетра вĕреннисем вăтам шкул кăна пĕтернисемпе танлаштарсан 5 çул нумайрах пурăнаççĕ. Сывлăх çине социаллă факторсенчен нумайăшĕ витĕм кӳрет-мĕн. Тĕслĕхрен, криминаллă тата ĕç çук тăрăхсенче пурăнакансен ытларах стресс пулать. Укçаллă çынсем хăйсен сывлăхне тĕрĕс апатланса тата курорт-санаторисене канма кайса çирĕплетме пултарни те палăрнă тĕпчеврен. Ăсчахсен пĕтĕмлетĕвĕ пĕр: çынсем нумайрах пурăнччăр тесен пурне те вĕренме майсем памалла тата ĕçпе тивĕçтермелле.
УНИВЕРСИАДА ÇИНЧЕН ПĔЛЕТĔН-И?
Февраль пуçламăшĕнчен республикăн хулисемпе районĕсенче 2013 çулта Хусанта XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăна ирттерес ĕçе волонтерсене хутшăнтарассипе «Универсиада пирки пĕтĕмпех пĕл» информаципе вĕрентӳ проекчĕ пуçланнă. Проект иртнĕ вăхăтра Тутарстанра пурăнакан çĕр-çĕр çамрăк «Хусан 2013» волонтерсен ретне кĕме пултарать. Çирĕм ытла районта тĕлпулу-хăтлавсем иртеççĕ хальхи вăхăтра. «Хусан 2013» ĕç тăвакан дирекцин представителĕсемпе шкул ачисем, студентсем, çамрăксен ертӳçисем кăна мар, муниципаллă йĕркеленӳсен пуçлăхĕсем те тĕл пулаççĕ.
Волонтерсем Тутарстан çамрăкĕсене Хусан Универсиада тĕлне еплерех хатĕрленни, волонтерсен программи мĕнлерех пурнăçланни, волонтерсене мĕне пăхса суйлани çинчен каласа параççĕ. Çак кунсенче волонтер пулма кăмăл пуррисем www.makeureal.kazan 2013.com сайта кĕрсе онлайн-заявка та хăварма пултараççĕ.
 
: 1050, Хаçат: 8 (946), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: