Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 3, 4, 6 №№.)
Таиççе ваннăйран тухнă çĕре Аркади вăраннă, вырăна пуçтарса хунă. Унăн та кăмăлĕ тулли: çĕркаç, чăнах та, çăтмахри пекех пулчĕ вĕсене. Тахçанах кун пек манăçăнса савăшманччĕ. Арăмĕ те ача çинчен пĕр сăмах та хускатмарĕ, парне-пуканине кăна хăй çумне ăшшăн чăмăртарĕ, атту юлашки вăхăтра пĕрмай пепке çинчен калаçса кăмăлне пăсатчĕ унăнне. Сăмах çине сăмах перкелесе, хура кушак каçса каятчĕ вĕсен хушшипе – вара туххăмрах çурăмпа çаврăнса выртатчĕç пĕр-пĕринчен.
– Ырă кун, Таиççе! Эпĕ ирхи апатран юлнă иккен, çиес килме пуçларĕ.
– Эпĕ те вăхăтра тăраймарăм, ир енне кăна куçа хуптартăн та ху, тăсас килчĕ ыйха-ырлăха, – йăл кулса чуп туса илчĕ йĕпе те çемçе тутисемпе упăшкине Таиççе. Çара ӳчĕ çине шăлăнса типĕнмесĕрех халат уртса янăскер, шыв юхтарса йĕр хăварчĕ урай тăрăх. Пит-куç хăй тĕллĕн типсен, ун çинче сахалтарах пĕркеленчĕк пулать тенине ăçтан-тăр вуласа тухнă та вăл, çавăнтанпа çăвăннă хыççăн алшăллипе шăлăнмасть пĕртте.
– Кашни кун çĕр çывăрмасăр çакăн пек диета тытсан, вуçех яштака пулса кайăпăр эпир.
– Кашни каç çавнашкал ытармалла мар селĕм иртсен, эпĕ чăннипех хатĕр тытма кун пек диета, – уçă та çĕкленӳллĕ кăмăлне пытараймасть Таиççе.
Тепĕр сехетрен кăнтăрлахи апата кайрĕç Емелинсем. Профилакторин столовăйĕ уйрăм корпусра вырнаçнă, урама тухмасăр çитес çук. Ятарласах аяккарах хăпартса лартнă-ши ăна, канакансем апата çӳренĕ майăн уçă сывлăшпа сывлаччăр тенĕ ахăртнех.
Кунĕ илемлĕ паян. Йывăçсенчен çӳлтех мар çакăнса тăракан хĕвелĕ йăлтăртатать, шап-шурă юр ахах-мерчен пек çиçсе выртать. Пур çывăхри тавра чун-кăмăла хăпартлантарать. Çыннисем те паян пурте ыр кăмăллă. Çĕркĕхи кану каçĕнче пулнисем Таиççепе Аркадие палласа йăл кулса саламларĕç. Ырă самант Таиççене пĕр тĕлĕнмелле тĕлпулу патне çывхартрĕ.
 
* * *
Ку сар хĕвел пайăрки пек çуталса тăракан чечен пепкене салат илме черет тăнă чухнех асăрхарĕ вăл. Тăватă-пилĕк çулхи хĕр ача капăр тумлă пĕр çамрăк хĕрарăмпа юнашар чĕвĕлтетсе кăшт маларах куçса пыратчĕ, кайран иккĕш те вĕсен сĕтелĕ хушшине пырса ларсан, шутсăр тĕлĕнсе те савăнса кайрĕ Таиççе. Çитменнине, ун çумнех вырнаçса ларчĕ хĕр ача. Эх, епле маттурскер! Кăтра та кăпăш сап-сарă çӳçĕ çилсĕрех вĕл-вĕл вĕçет, сăн-пичĕ çап-çаврака тулли уйăх пек, куçĕ çӳлти тӳпе пек кăн-кăвак... – ун çине ытараймасăр пăхса ларса апатланмалли çинчен те манса кайрĕ Таиççе. «Эх, çакăн пек ачаччĕ мана, тĕнчере чи телейлĕ анне пулăттăмччĕ эп», – вĕçрĕ шухăш ун пуçĕнче.
– Ку чиперкке мĕн ятлă-ши? – ыйтрĕ вăл ун çине ăшшăн пăхса.
Вăтанса-именсе тăмарĕ хĕр ача, хаваспах:
– Мана Катенька тесе чĕнеççĕ, анне Оксана ятлă. Эпир паян çеç килсе вырнаçрăмăр, – терĕ.
– Нумай ан калаç-ха, çынсене апатланма чăрмантаратăн, – шăппăн хăтăрса илчĕ ăна амăшĕ.
– Нимĕн чухлĕ те кансĕрлемест вăл пире. Чăннипех те, пĕр-пĕринпе паллашмалла пирĕн, уйăха яхăн пĕр сĕтел хушшинче лармалла-çке, – хăйсен ятне пĕлтерсе алă пачĕç Емелинсем Оксанăна.
Апат хыççăн урама та пĕрлех тухрĕç вĕсем. Гардеробра пальтине тӳмелеймен Катенькăна киленсех пулăшрĕ Таиççе, урамра та ăна аллинчен вĕçертмерĕ.
Катенькăпа амăшĕ Емелинсемпе пĕр корпусрах вырнаçнă иккен, пӳлĕмĕ те инçех мар. Çавăнпа та кĕске вăхăтрах çывăхланчĕç вĕсем, пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Оксана каласа панă тăрăх, вăл ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ иккен, ачаранах тулли, çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Хитре сăн-питлĕ, япшар чĕлхеллĕ, ирĕке юратакан çăмăлттай хĕр ытла та хăвăрт каччăсемпе çӳреме тытăннă, сисмен те – инкеке кĕрсе ӳкнĕ. Хĕр пуçĕпе кăмăлĕ туличченех кулса-савăнса ĕлкĕреймесĕрех, ачапа тыткăнланса ларнă вун саккăрти Оксана. Каччи, Катенькăна ашшĕ тивекенни, тăван ачине пăхса ӳстерес пирки шутламасть те. Ĕçлĕ, хĕрĕх çул та тултарман кукаçипе куками, Оксанăн ашшĕпе амăшĕ ĕнтĕ, ытла ир çуралнă мăнукĕпе çыхăнса ларма пултараймарĕç, çавăнпа та ачана пăхса çитĕнтерес нуша йăлтах çап-çамрăк хĕрарăмăн черчен хулпуççийĕ çине лекнĕ. Ытла та хăвăрт ача сăпки сиктерсе ыйхине çухатма лекнĕрен куляннă Оксана, анчах каярахпа унăн пурнăçĕ малтанхи пекех майлашăнса кайнă. Çирĕм тултарнă Оксанăна ашшĕпе амăшĕ юбилей ячĕпе пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туянса парнеленĕ. Унччен вуçех тĕксĕмленнĕ кунсем каллех асамат кĕперĕн пĕтĕм тĕсĕпе çуталса кайнă. Оксана, аслатиллĕ çумăр хыççăнхи таса сывлăшпа киленнĕ пек, уççăн сывлама пуçланă. Уйрăм хваттере куçнăранпа уншăн пĕччен шăнса выртасси манăçа тухнă. Амăшĕпе килнĕ кашни арçынна «атте» тесе чĕннĕ калаçма пуçланă пĕчĕк Катенька, анчах темшĕн «ашшĕсем» нумайлăха тытăнса тăман вĕсем патĕнче.
Çуралнă ача ӳснĕçемĕн маттурланса пынă, тантăшĕсем е тăванĕсем патĕнче хăнара пулнă чух лешсем чиперккескере алăран ямасăр юратнă. Каçхи сменăра вĕренетĕп тесе дискотекăна тухса кайсан та кӳршĕ-аршăсем Катенькăна хаваспах илсе юлнă. Каярахпа, хĕрне ача садне вырнаçтарсан, вуçех лайăхланса кайнă унăн пурнăçĕ. Çĕнĕрен ирĕке туйса илнĕ çамрăк хĕрарăм хăйшĕн пурăнас шут тытнă халь. Çав шутпах ĕнтĕ черетлĕ кану кунĕсене кунта ирттересшĕн вăл.
– Турă пулăшсан, хам тăрăшсан, тен, хамăн ăраскал-телее тупăп эп кунта, – вĕçлерĕ вăл йăл-йăл çиçсе хăйĕн кĕске калавне.
– Телей сунатпăр эпир сана, хăв кăмăлна каякан каччă тĕл пултăрах. Кунта çамрăксем нумай, ĕнер кану каçĕнче пултăмăр та куртăмăр эпир. Эрнере виçĕ каç дискотека. Паян та акă пĕлтерӳ çапнăччĕ. Енчен те Катенькăна пĕччен хăварас темесен, хам унпа юлма пултаратăп, – сĕнсе пăхрĕ çамрăк хĕрарăма Таиççе. Оксана çавна кăна кĕтрĕ тейĕн, хаваслансах:
– Тавтапуç сана, тантăшăм. Ĕмĕр манмăп ырă тунине, – терĕ те Таиççене ыталаса чуп турĕ. Канма килнĕ çамрăкăн пĕчĕк ача куçĕнчен кăна пăхса ларас килмест, паллах, сикес-ташлас килет, каçсене те пĕччен ирттересшĕн мар.
Айккинчен пăхсан, çак çирĕплетнĕ килĕшӳпе нумайрах Оксана кăмăллă, Таиççе умĕнче вăл парăмра, анчах, чăн тĕрĕссипе вара, Таиççерен телейли çук-тăр çак самантра, тем тума та хатĕр вăл Катенькăна унпа хăварнăшăн.
– Ан пăшăрхан, Оксана, Катенькăна эпĕ куçран вĕçертмĕп, çиес тесен, çитерĕп, çывăрас тесен, вырăн сарса парăп, – савăнăçне пытараймарĕ Таиççе. Упăшки тĕлĕннипе ун çине куçне чарсах пăхса тăнине те асăрхамарĕ çутă ĕмĕтсемпе вĕçекен хĕрарăм, лешĕн те кану вăхăтне пĕччен ирттерес килменни çинчен пĕр пĕрчĕ те шутламарĕ.
 
* * *
Çав каç та, тепĕр кунне те, ытти кунсенче те уйрăлмарĕç Таиççепе Катенька. Сисмесĕрех килĕштерчĕç пĕр-пĕрне, çывăхланчĕç. Хăш-пĕр процедурăсене те пĕрле çӳрерĕç, апата та. Пушă вăхăта уйрăм ирттермеççĕ халь вĕсем, пĕрин е теприн пӳлĕмĕнче калаçса лараççĕ, урама выляма тухаççĕ. Пур çĕрте те юнашар – йĕппе çип пек.
Катенька питĕ тавçăруллă ача. Унпа калаçма та кăмăллă, пĕчĕккĕ пулин те нумай пĕлет. Таиççе сĕннĕ тупмалли юмахсен тупсăмне самантрах ăнкартса илет, сăвăсене хăвăрт вĕренет, каласа панине тимлĕ итлет. Тата нумайрах пĕлесшĕн, ыйту çине ыйту парать. Амăшĕ пулсан, тахçанах алне сулмалла тарăхтарса пĕтернĕшĕн, Таиççе вара чун-кăмăлтан, ансат сăмахсемпе ăнлантарса хуравлама тăрăшать Катенькăн кăсăк ыйтăвĕсем çине. Ачасен психологине питĕ лайăх пĕлни, техникумра илнĕ çирĕп пĕлӳ пулăшрĕç ăна çак ăслă ачапа пуплеме. Амăшĕнчен илтнĕ халапсене те аса илчĕ Таиççе.
Пĕррехинче кăнтăрлахи апат хыççăн яланхи пекех уçăлса çӳрерĕç вĕсем, вăрманти сукмакпа Атăл хĕррине анчĕç. Чăннипех сиплĕ кунти сывлăш, илемлĕ тавралăх: Атăл вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртать, йĕри-тавра сип-симĕс хырлăх, тинтерех лартнă пĕчĕкçеççĕ чăрăшсем куçа илĕртеççĕ. Вичкĕн куçлă, çивĕч ăс-тăнлă хĕрача ыйтмасăр чăтаймарĕ:
– Таис аппа, мĕншĕн хăш-пĕр йывăçсем, сăмахран, шурă хурăн, ăвăс, пилеш, çĕмĕрт кĕркунне çулçисене тăкаççĕ? Çап-çара юлаççĕ, апла хĕлле шăнаççĕ вĕт вĕсем? Пирĕн умри чăрăшсемпе хырсем вара хуть хăçан та сип-симĕс. Мĕншĕн?
Кăткăс ыйтусем – хуравлама аптрамалла. Пысăкрах ачана тĕрлĕ терминсемпе усă курса ăнлантарса парăн-ха, ку пĕчĕкçĕскере епле каласа чунне тивĕçтермелле? Инçетренех тытăнмалла-ши?
– Ку, Катенька, йăлтах çут çанталăк саккунĕ. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Итле-ха тимлĕрех. Çĕр çинче мĕнпур япала майĕпен улшăнса пырать. Сăмахран, çак чăрăш икĕ е виçĕ çул каялла кăна-ха вуçех пĕчĕккĕ ларнă, халь, пăх-ха, епле тăсăлнă, сана хăваласа çитсе иртсе кайнă. Тепĕр çул тата çӳлĕрех пулĕ вăл. Ун пекех ытти ӳсен-тăран та, чĕр чунсем те, çынсем те ӳсеççĕ. Эсех пилĕк çул каялла, пукане пекех пĕчĕкскер, сăпкара выртнă, аннӳ сăпка юрри юрласа сиктернĕ сана, халĕ пăх-ха: епле пысăкланнă, садике çӳретĕн, тепĕр çултан шкула каятăн ак, тата вунă çултан аннӳне хăваласа çитĕн пĕвӳпе, ун пекех хитре хĕр пулăн.
(Малалли пулать.)
 
: 882, Хаçат: 7 (945), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: