Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере Аксу районĕн культура ĕçченĕсем семинара пуçтарăнчĕç. Кăçал вăл Вырăс Киреметĕнче иртрĕ.
Эпир пырса кĕнĕ çĕре шăп та Кивĕ Тимушкел ялĕнчи «Уяв» фольклор ансамблĕн ертӳçи Аркадий Харитонов сăмах калатчĕ.
– Кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче эпир Хусана кайса студире 12 юрă çыртартăмăр. Пирĕн юрă-ташăсене малашне пĕтĕм Раççейĕпе курĕç тата юрлĕç терĕç, – терĕ Аркадий Алексеевич. – Анчах та çын çине тухмашкăн пирĕн костюмсем питĕ кивелсе çитнĕ. Чи «аслă» костюм 23 çулта.
Кăçал «Уяв» ансамблĕ 35 çул тултарать. Вăл республикăра питĕ паллă темелле. Культура ĕçченĕсен хушшинче те Аркадий Алексеевича пĕлмен çын çук. Вăл хăйĕн ушкăнне кирек ăçта та илсе тухса тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хутшăнма тăрăшать. Вĕсен репертуарĕ калама çук пысăк.
Çак культура ĕçченĕсен семинарне малашне кашни ялтах ирттерме палăртса хунă. Ялти культура ĕçченĕсем вара кашниех хăйсен пултарулăхне кăтартма тивĕç. Вара пĕр-пĕрин çине пăхса малашне тата та лайăхрах ĕçлеме пуçласса шанаççĕ районти культура уйрăмĕн ĕçченĕсем.
– Паян никам куçĕнчен те пăхса укçа парасса кĕтсе тăмалла мар. Халĕ грант çĕнтерсе илме май пур. Ăна хатĕрлесе хутшăнма çеç ан ӳркен. Лайăх хатĕрлесен укçа илме пулать, – терĕ Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ Сергей Александров.
– Пĕлтĕр 2 миллион тенкĕ çĕнтерсе илме тӳр килчĕ, – терĕ Аксу районĕн культура уйрăмĕн заведующийĕ Ришат Рахимзянович Сруртдинов. – Çав укçа, паллах, пире «Чăваш шăпчăкĕ» республикăри чăваш юррисен IX конкурсне ирттерме самаях пулăшĕ. Сăмахран, акă конкурса сцена çине çакмаллине хатĕрлемешкĕн халех Чăваш Енри Кӳкеçе заказ панă. Хакĕ – 100 пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, район грантсемпе çирĕм миллион ытла укçа çĕнтерсе илнĕ. Кунта, паллах, Сергей Витальевичăн та тӳпи пысăк.
Аса илтеретпĕр, «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс кăçал та Аксу районĕнчех пулать. Зонăпа иртекен конкурссем пĕлтĕртенпех иртеççĕ ĕнтĕ.
Семинарта çаплах суйлав пирки те сăмах хускатмасăр хăвармарĕç. Çав кун клубра юрă сасси чарăнмалла мар. Пĕр сехетрен кая мар концерт лартмалли çинчен те асăрхаттарса хăварчĕç.
– Чăваш ялĕсенче чăваш юррисем янăрамалла. Вăл кун мĕнле пулсан та – уяв, – терĕç районтан килнисем.
 
: 1072, Хаçат: 7 (945), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: