Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Эпир ӳснĕ вăхăтра Хулаçырминчи (Çĕпрел районĕ) Шăнкăртан кассинче кăна çĕр ытла ачаччĕ, килĕрен 5-6 ачаран кая çуратман вăл вăхăтра, ялта виçĕ шкулччĕ. Халĕ Хулаçырми вăтам шкулĕпе илсен те Шăнкăртан кассинчи чухлĕн çеç вĕренеççĕ, – терĕ Алексей Дмитриевич Мугин. – Статистикăна сивлеме çук. Ялти шкул кермен пек ларать, анчах çутă та пысăк классенче вĕренме пире тӳр килмерĕ.
Алексей Мугин Хулаçырми шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Аслă Аксу вăтам шкулне те лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтернĕ. Мĕнле професси суйласси пирки нумай вăхăт шутланă вăл, мĕншĕн тесен шкула кайичченех купăс лайăх калама вĕреннипе юрă-кĕвĕ тĕнчи те илĕртнĕ.
– Пӳрт умĕнче тарăн шухăша кайса тăнă вăхăтра почтальонкăна кĕтсе илтĕм, вăл мана хаçатсем парса хăварчĕ, – тăсăлать малалла асаилӳ. – Крыльца пусми çине ларса «Сельская жизнь» хаçата вулама пуçларăм. Çак номерте СССР ял хуçалăх министрĕ колхозсем, совхозсем валли агрономсем, зоотехниксем, выльăх тухтăрĕсем, инженерсем хатĕрлесси пирки çырнăччĕ. Çакăн хыççăн манăн та выльăх тухтăрĕ пулас килчĕ. 1970 çулта Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кĕтĕм. 1975 çулта алла диплом илсен тăван яла таврăнтăм. Икĕ уйăх каннă хыççăн «Путь Ленина» колхозра ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра колхозăн тĕп ветеринари тухтăрĕ пулса Николай Иванович Тарасов ĕçлетчĕ. Аслă пĕлӳллĕ тухтăр хăй ĕçне тĕплĕн пурнăçлатчĕ, мĕн çинчен ыйтсан та веçех ăнлантарса, кăтартса паратчĕ. Çавăнпа икĕ çул пĕрле ĕçлесе эпĕ унран нумай вĕрентĕм. «Алексей Дмитриевич, эсĕ ветеринари техникумне кăна пĕтернипе ан вăтан, Иван Петрович Павлов пирĕн професси пирки «Медицина лечит людей, а ветеринария – все человечество», тенине нихăçан та ан ман», – тетчĕ ялан. Тавтапуç Николай Ивановича, лайăх учитель пулчĕ. 1977 çулта эпĕ Хулаçырмин ветеринари участокне ĕçлеме куçрăм, 1983 çултан тытăнса 2001 çулччен заведующи пулса ĕçлерĕм.
Хулаçырми ветеринари участокĕ çав тери пысăкчĕ, унта «Путь Ленина», Горький, Фрунзе ячĕллĕ, «Чишме» колхозсем тата Хулаçырми, Çĕнĕ Чакă, Аслă Аксу, Кивĕ Чукал, Паснапуç, Кивĕ Чакă, Кĕçĕн Аксу, Шатăршан, Анат Чакă ялĕсем кĕретчĕç. Участок халĕ те пысăк пулнипе пире канма вăхăт та çук. Ĕçĕ çăмăл пулмасан та хамăн ĕçе чунтан юратса пурнăçлатăп, кашни кун пĕр ялтан теприне çӳретпĕр. Турă пулăшсан пенсие тухичченех ĕçлеме хатĕр.
Çак участокпа пурнăçăм кăна мар, шăпам та çыхăннă, çакăнтах пулас мăшăрпа паллашнă эпĕ. 1978 çулта июнь уйăхĕнче планпа палăртнă тăрăх, Фрунзе ячĕллĕ колхозăн ĕнисене тĕрĕслеме кайрăмăр. Фермăна кĕрес умĕн чĕре мĕншĕн-тĕр хытăран та хытă тапма пуçларĕ. Вите алăкне уçса ярсанах манран инçех те мар шурă халатлă çамрăк хĕр ĕне сума ларма хатĕрленнине курах кайрăм. Анчах эпĕ алăкран кĕнине курсан вăл та тăп чарăнса тăчĕ. Иксĕмĕр те пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр нумай вăхăт пăхса тăтăмăр. Кивĕ Чакă ялĕн илемлĕ хĕрĕ йăваш куçĕсемпе пăхнă май чĕреме юрату хĕлхемĕ яваларĕ. Унтан вăл йăл кулчĕ те хăйĕн юратнă Черемуха ĕнине сума ларчĕ. Вăл мĕнле ĕне сунине эпĕ аякран нумайччен сăнаса тăтăм. «Çак хитре доярка ман пулас мăшăрăм мар-ши?» – вĕлтлетрĕ çав самантра пуçра шухăш. Ун çинчен манăн ытларах пĕлес килчĕ, пĕрле ĕçлекен дояркăран веçех ыйтса пĕлтĕм. Эпĕ куç хывнă хĕр Вера Ивановна Музыкантова, малта пыракан дояркăсенчен пĕри, ВЛКСМăн 1978 çулхи XXXV отчетпа суйлав конференцийĕн делегачĕ, Çĕпрел райканашĕн депутачĕ иккен. Çулталăк туслă çӳренĕ хыççăн 1979 çулта туй туса пĕрлешрĕмĕр. Туй хыççăнах ĕç кунĕсем тытăнчĕç.
Алексей Дмитриевич хăйĕн мăшăрне Хулаçырми ветучастокне санитаркăна ĕçе куçарнă. Вĕсем иккĕшĕ те паян кунччен килĕнче кăна мар, ĕçĕнче те пĕрле. Вера Ивановна ветучастокра – 28, Алексей Дмитриевич 34 çул вăй хураççĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн Алексей Дмитриевичпа Вера Ивановнăна ТР Министрсен Кабинечĕн ветеринарин тĕп управленийĕн Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе наградăланă, хаклă парнесемпе чысланă.
Хулаçырми ялĕнчи аслă урамра вĕсем çĕнĕ çурт, мунча лартнă, картиш тулли выльăх тытаççĕ, хурт-хăмăрне те ĕрчетме шутлаççĕ. Вĕсен 3 ача: хĕрĕ Надежда качча кайнă, халĕ Подольск хулинче пурăнать, учитель пулса ĕçлет. Аслă ывăлĕ салтакран таврăннă хыççăн Хусан хулинче метро тунă çĕрте ĕçлет. Кĕçĕнни Юра Хулаçырми вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Чăваш наци кĕрешĕвĕпе нумай ăмăртăва хутшăнса 1-2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Килĕнче нумай кубок ларать, медальсем стена çинче çакăнса тăраççĕ. Ывăлĕ ашшĕ пекех купăс калама юратать, музыкăпа интересленет.
Вера Ивановна пĕлтĕр август уйăхĕнче 55 çул тултарчĕ, пенсие кайнă пулсан та ĕçе пăрахма шутламасть-ха вăл. Çемьере пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнсан ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Алексей Дмитриевич аллине баян тытса арăмĕпе пĕрле чăваш юррисене шăрантарнине илтсен кашнинчех чун хĕпĕртет.
 
: 1129, Хаçат: 7 (945), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: