Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çĕр çинче 7 миллиард çын пурăнать, хăш-пĕрин çĕрĕн-кунĕн ĕçлесен те аван пурăнмалăх укçа-тенки çитмест, теприн пурнăçĕ нуша пĕлмесĕр, ĕçлемесĕр тунă пуянлăхпа иртĕхсе иртет», – тет Клавдия Дмитриевна Ухливанова (Çĕпрел районĕ, Хулаçырми ялĕ). Пĕчĕкренех нуша курса ӳснĕскер, пурнăç çине урăх куçпа пăхать вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тытăннă вăхăтра Клавди аппа улттăра кăна пулнă-ха. Унпа нумайччен калаçса лартăмăр, вăл хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Çав вăхăтра ун килне тăватă çын пырса кайрĕç, пурне те ăшшăн та тарават кĕтсе илсе, сĕтел хушшине лартса, хăналаса ячĕ чăваш хĕрарăмĕ. «Маншăн килен-каян хаклă хăна, апат-çимĕç нихăçан та сĕтеллĕм çинчен татăлмасть», – пĕлтерет уçă кăмăллă хĕрарăм кун пирки.
«Выçлăх, çуклăх вăхăтра ӳснĕ эпир. Халĕ ачасене каласа кăтартсан ĕненесшĕн мар. Çемьери ачасенчен чи асли пулнăран мана мĕнпур йывăрлăхĕ лекрĕ. Атте, Дмитрий Ильич, 1908 çулхи, ăна вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайрĕç. 1943 çулта аманса таврăннă хыççăн кăшт сипленсен каллех вăрçа кайрĕ. 1947 çулта çеç таврăнчĕ киле. Анне, Агрепина Степановна, Ирçел ял (Ульяновск облаçĕ) хĕрĕччĕ. Çемьере эпир пилĕк пĕр тăван: Санюк йăмăк, Коля, Алюш, Петя шăллăмсем. Вăрçă хыççăн арçынсем килĕсене таврăнсан кĕске вăхăтра колхозсем вăй илме пуçларĕç. Хуласенче заводсем, фабрикăсем ĕçлеме тытăнчĕç, вăл вăхăтра ĕç дисциплини çав тери хытăччĕ. Пурнăç лайăхланнăçем лайăхланса пычĕ. Эпир вăл вăхăтра вăрçă кунĕсенчи йывăрлăха, çуклăха тӳссе ирттернĕ пулсан та хамăра паянхи кунччен телейлĕ пулнă тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрне йывăрлăхран, выçлăхран хăтарса хăварассишĕн тăрăшнă.
Пирĕн вăхăтра вĕренме те йывăрччĕ, çавăнпа эпĕ 6 класс кăна пĕтернĕ. 1960 çулта качча кайрăм, 18 çул упăшкан амăшĕсемпе пĕрле пурăнтăмăр, каярахпа вăй илсен, пӳрт лартса уйрăлса тухрăмăр», – каласа парать вăл хăй пурнăçĕ çинчен.
Чăваш хĕрарăмне пурнăç тăвасси пирки вĕрентмелле мар, çав шутра Клавди аппана та. Мăшăрĕпе вĕсем тăватă ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ачисем пӳрт тулли пулсан та вăл килте ларман, колхоз ĕçĕнчен пĕрре те юлман: чăх ферминче, пăру витинче, выльăх апачĕ пĕçернĕ çĕрте ĕçленĕ, унтан арманта сурăхсем валли çăнăх авăртнă. Пĕр сăмахпа, ăçта хушнă – çавăнта кайнă. Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, унăн сăнӳкерчĕкĕ нумай вăхăт «Путь Ленина» колхозăн «Хисеп хăми» çинче çакăнса тăнă.
«Телейлĕ пулас тесен çынна усал сунмалла мар, пĕр-пĕринпе туслă пурăннинчен хакли çук», – тет вăл ялан.
 
: 1118, Хаçат: 7 (945), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: