Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын çынпа пурăнать,
Çын çынпа савăнать.
Çын! – хăватлăн янрать
Сан яту.
Çын юраттăр çынна,
Хисеплетĕр çынна;
Çын патне эс васка,
Ырă ту.
П.Афанасьев.
 
Çарăмсан çĕрĕ çинче нумай паллă çынсем çуралнă, хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе Тăван çĕршыв ятне анлăн сарнă. Çак паллă çынсен хушшинче нумай çĕршывсенче хисеплĕ çын, Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ, Пушкăртстан Республикин Фатих Карим ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Порфирий Васильевич Афанасьев уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Пулас поэт 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çарăмсан районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаран Пурхил кĕнеке вулама юратнă, уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине, вырăс чĕлхипе литературине кăмăлланă, ялти тата шкулти библиотекăран туха пĕлмен, пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытса ларнă, хăйне кăмăла килнĕ шухăшсене уйрăм блокнот туса çыра-çыра илнĕ, сăвăсем çырма шкулта вĕреннĕ чухнех пуçлать. Шкул ачин сăввисене райхаçатра пичетлесе кăлараççĕ, каярах унăн заметкисем, сăввисем Тутар Республикинче тухса тăракан «Ленин ялавĕ», «Комсомолец Татарии» хаçатсенче пичетленсе тухаççĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Порфирий Васильевича çак хаçата ĕçлеме чĕнеççĕ. Хаçатра ĕçлеме тытăнсанах вăл Хусанти педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет. Çакăнта пурăнакан чăваш çыравçисемпе паллашать, вĕсемпе пĕрле хăйсен хайлавĕсене сӳтсе явать. Чăвашсен паллă çыравçисен творчествипе тĕплĕн паллашать. Институтран вĕренсе тухсан ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать, литература кружокне ертсе пырать. Темиçе уйăхранах çамрăк учителе Çарăмсан районĕнче тухса тăракан «Ленин çулĕпе» (По Ленинскому пути) хаçат редакторĕн çумĕ пулма сĕнеççĕ. Икĕ çул хушшинче Порфирий Афанасьев районти пур ялсенче, шкулсенче, ял ĕçченĕсен коллективĕсенче пулать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашать. Çак ял ĕçченĕсем унăн хайлавĕнчи геройсем пулса тăраççĕ. Вĕресе тăракан пурнăç çамрăк поэта хăйĕн тыткăнне илет. Унăн сăввисем, кĕске поэмисем Чăваш Республикинче тухакан хаçат-журналсенче те пичетленме пуçлаççĕ. Шанчăк паракан журналиста, поэта Чăваш Енре тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçата ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Çамрăк çыравçă республикăри мĕнпур районсенче пулса курать, ĕç çыннисен ĕç-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен статьясемпе очерксем пичетлесе кăларать. Редакцинче унăн пултарулăхне тивĕçлĕ хакласа пай заведующийĕ пулма лартаççĕ, Мускаври Тĕп комитет çумĕнчи аслă шкула вĕренме яраççĕ. Ырми-канми ĕçлет çамрăк поэт çак вăхăтсенче: унăн «Çарăмсан кĕввисем», «Хуркайăк çулĕ», «Чун çути», «Пурăнатăп эпĕ Атăл хĕрринче» кĕнекисем пичетленсе тухаççĕ. Çак кĕнекесене республикăри паллă поэтсемпе литераторсем – Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Александр Лукин тата ыттисем те пысăк хак парса, ырласа йышăнаççĕ. Мускаври аслă шкултан вĕренсе тухсассăн Порфирий Васильевича тин уçăлакан «Хатĕр пул» ачасен журналĕн тĕп редакторне лартаççĕ. Пултаруллă журналист журналта ĕçлеме редколлеги йышне йĕркелесе ярать, нумай паллă поэтсемпе писательсем хăйсен çырнисене çакăнта пичетлесе кăларма тытăнаççĕ. Журналистикăра тата литературăра пархатарлă ĕçленĕшĕн, паха произведенисем çырнăшăн П.В.Афанасьева 1982 çулта Чăваш Республикин комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине параççĕ. Çак вăхăтсенче пирĕн ентеш «Вучах», «Пурăн, юрату» калавсемпе повеçсен кĕнекисене çырса кăларать. 1986 çулта Порфирий Васильевич çырса кăларнă «Сан ятупа» ятлă сăвăлла трагедие Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче лартаççĕ. Çак произведени театрăн сцени çинче виçĕ çул хушши пырать. Критиксем, куракансем уйрăмах писателĕн хĕрӳ гражданлăхĕ, чĕлхе ăсталăхĕ, калас сăмахне меллĕн, хиврен, сулăмлăн çавăрса калама пĕлнине палăртаççĕ. Журнала тăхăр çул хушши ертсе пынă хыççăн П.В.Афанасьев Чăваш кĕнеке издательствине тĕп редактор пулса ертсе пырать, ун хыççăн ăна Чăваш Писательсен союзĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. Шăпах çак вăхăтра вăл тăрăшнипе К.В.Ивановăн 100 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕнче ирттереççĕ. Çак паллă куна ЮНЕСКО хăйĕн календарьне кĕртсе хăварать. Пысăк ĕçсенче ĕçленĕ пулсан та Порфирий Васильевич çĕнĕ произведенисем çырма та вăхăт тупать. Чăваш литературинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн пирĕн ентеше 1992 çулта Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне параççĕ. 1999 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче П.Афанасьевăн «Тав» ятлă сăвăсемпе поэмăсен пуххи тухать. Поэт çырнă кĕнекесем, вăл каланă сăмахсем тăван халăхăн ячĕпе сумне çĕклеççĕ. Çавна кура тăван çырулăх кĕреки те поэта тивĕçлипе чысланă. 1988 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн указĕ тăрăх пирĕн ентеше Чăваш халăх поэчĕн хисеплĕ ятне параççĕ. Çак çулах унăн çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе палăртса Пушкăртстан Республикинче Фатих Карим ячĕллĕ премине параççĕ. Сумлăхне кура вăл çырнисем, чăвашра анлăн сарăлнипе пĕрлех, ытти халăхсенче те палăрчĕç. Мускавра вырăсла, Хусанта тутарла кĕнекисем тухаççĕ, унăн сăввисемпе поэмисем акăлчанла, французла, пăлхарлă тата СНГăна кĕрекен халăхсен 15 чĕлхипе пичетленсе тухаççĕ. Порфирий Васильевич çырнисене çĕршыври поэзи аксакалĕсем Расул Гамзатов, Мустай Карим, Сергей Михалков, Ренат Харис яланах ăшшăн асăнаççĕ, вăл çырнă произведенисене тивĕçлĕ хаклаççĕ. Чăваш Писательсен союзĕн председателĕнчен П.В.Афанасьева Чăваш радион тĕп редакторне куçараççĕ. Ун хыççăн мĕн пенсие тухиччен Чăваш Республикин Пичетпе информаци министерствинче министр çумĕ пулса ĕçлет, литература ĕçне те тăрăшса илсе пырать. 2002 çулта унăн «Юрату çĕршывĕ» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. Çав çулах ăна чăваш литературинче паха произведенисем çырнăшăн Ульяновск облаçĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ премине параççĕ. Талантлă çыравçа Д.Гордеев, В.Енĕш, О.Таллерова тата ытти литераторсемпе пĕрле христиансен тĕнĕн тĕп кĕнекине «Библие» чăвашла кăларма сĕнеççĕ. Çак ĕçе писательсем ăнăçлăн пурнăçлаççĕ, Раççейре халь вырăссем хыççăн, ку вăл ытти наци чĕлхипе кăларнă иккĕмĕш куçару пулать. Писателĕн ĕçне тивĕçлĕ хакласа, Порфирий Васильевича Халăхсен хушшинчи чун-чĕре пĕрлĕхĕн пĕтĕм тĕнчери академийĕн академикне суйлаççĕ. Тăван çĕршыв çинчен те манса каймасть паллă поэт, унта çуралса ӳснĕ паллă çынсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен 2006 çулта ытти авторсемпе пĕрле «Тутарстанри чăвашсем» ятлă кĕнеке кăларать. Хăй çырнисемсĕр пуçне П.Афанасьев нумай урăх чĕлхепе çыракан паллă писательсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. К.Хоннскин «Тĕттĕм каç», М.Шолоховăн «Лăпкă Дон», Л.Леоновăн «Тăшман тапăнсан», В.Шекспирăн «Ашкăнчăк инкексем», В.Распутинăн «Чуна кивçен илеймĕн», Г.Ларкăн «Йерма» хайлавĕсемпе чăваш вулаканĕсене паллаштарнă. Порфирий Васильевичăн ĕç-хĕлне хакласа Чăваш халăх поэчĕ, РСФСР премийĕн лауреачĕ Ухсай Яккăвĕ çапла хаклать: «Васкамасăр, шухăшласа, ман шутпа, интереслĕ ĕçлет. Унăн поэзири опычĕ чăваш халăхĕн юрринчен, хăйĕн ăрăвĕн пурнăç опытĕнчен, хăйĕн тантăшĕсен шухăш-туйăмĕнчен чĕрĕ сĕткен илсе тăрать. Çав вăхăтрах Порфирий Афанасьевăн сăввисем, вăл кирек мĕн çинчен çырсан та, хăйне евĕрлĕ, çутă, лирикăллă».
Çулсем иртсе пыраççĕ пулсан та пирĕн ентеш ырми-канми ĕçлет, çĕнĕрен çĕнĕ сăвăсемпе поэмăсем, калавсем çырать. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче поэт 70 çул тултарнă çĕре унăн 3 томлă çырнисен пуххи тухать. Унăн хĕрӳ чĕри, вăл çырнă кĕнекесем, каланă сăмахсем тăван халăхăн ячĕпе сумне çĕклерĕç. Çавна кура тăван çырулăх кĕреки те поэта хăех чыслă вырăна чĕнчĕ. Порфирий Васильевич çинчен çырнине унăн сăввипе вĕçлес килет:
Пĕрре кăна пурăнатпăр
тĕнчере
Тесе атте-анне пилне
усратăп:
Çынсен чĕрисене кĕре-кĕре
Хĕвел ăшши пек шанчăк
хăваратăп.
 
: 3155, Хаçат: 7 (945), Категори: Юбилей

Комментарисем:

Прокопьев Дмитрий Евгеньевич (2015-06-30 22:47:49):
Мой дедушка очень хороший

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: