Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– 2011 çул вĕçленчĕ, 2012 çул пуçланчĕ. Унпа пĕрле çĕнĕ плансем, проблемăсем, ĕçсем те тытăнчĕç, – сăмахсемпе пуçларĕ отчетлă пухăва Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Валентинович Васильев. – Пирĕн ял хутлăхне пĕр ял çеç кĕрет. Анат Кăтратара пурĕ 510 çын пурăнать. Пурте чăвашсем тесе каламалла. Сакăр çын кăна урăх халăх çынни. Çĕр лаптăкĕ те сахалах мар.
Анат Кăтрата ялĕн халăхĕ начар пурăнмасть тесе каласшăн. Пурăнмашкăн пĕтĕмпех пур: 59 вĕренекен вăтам шкул, 15 пепкелĕх ача сачĕ, районтинчен кая мар кермен пек Культура çурчĕ, библиотека, медпункт, çыхăну уйрăмĕ, АТС, райпон тата харпăр çыннăн лавкки.
Чистай районĕнчи чăвашсем çинчен сăмах пырсан тата кирек мĕнле мероприяти, конкурс е ăмăрту иртес пулсан, нихăш ял та мар, тӳрех Анат Кăтрата çыннисем çинчен пулса тухать. Вĕсем пĕтĕм район чăвашĕсен мăнаçлăхĕ.
Çак ялта пĕлтĕр Турă çурчĕ çунса кайрĕ. Çавăнпа та кăçал вĕсен чиркĕве çĕнĕрен хăпартса лартасси пĕрремĕш вырăнта тесе калас килет. Çак ĕçе тумашкăн ял халăхĕ вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Укçа-тенкĕ пуçтарасси те, стройкăра пулăшасси те вĕсемшĕн ним мар. Пĕлтĕр май пулнă таран чиркӳн никĕсне тума ĕлкĕрнĕ. Кăçал вара… Прихут канашĕн председателĕ Алексей Петрович Федоров каланă тăрăх, кăçал Турă çуртне хăпартса лартма план тунă. Кирпĕчсем илсе хунă, малашне блоксем туянмалла.
Алексей Петрович чиркӳ тума пулăшакансене ырă сăмахсем каласа тав турĕ. Малашне те çак ĕçе пĕрле пурнăçласа пырасса шанать.
Пуху пынă май ыйту паракансем те пулчĕç. Уйрăмах çĕр пайĕсем çинчен сăмах хускатрĕç. Кашни çынна, паллах, хăйĕн ыйтăвĕ кăсăклантарать. Çĕр пайĕсен лару-тăрăвĕ пирки районти çĕр управленийĕн представителĕ каласа пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Çаплах çĕнĕ закон пирки те асăнмасăр хăвармарĕç. Ку виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕр пайĕсем уйăрса парасси пирки пулчĕ. Çак çĕнĕлĕхпе кăсăкланакан амăшĕ ыйту та пачĕ.
– Çĕр илесси пирки заявленисем çырма тытăнмалла. Васкăр, – терĕ çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен представитель. – Ятарласа хатĕрленĕ бланксем те пур. Вĕсем ял хутлăхĕнче. Сирĕн вара кирлĕ пек документсем пуçтарса килмелле. Енчен те пĕтĕм документ хатĕр те тĕрĕс пулсан çемьене çĕр пайĕ илмешкĕн черете тăрататпăр. Заявлени паракансем вара хăйсен черетне компьютер урлă сăнаса тăма пултараççĕ. Пирĕн районпа çĕр лаптăкĕн норми 7-9 сотти, малашне 15 соттие çитересшĕн. Пĕрремĕш вунă çын хăйсене кăмăла кайнă çĕрте вырăн суйлаççĕ. Енчен те панă вырăнпа виçĕ хутчен килĕшмерĕ пулсан черетрен кăлараççĕ. Вара çĕнĕрен черете тăма тивет. Çĕр лаптăкне пурăнакан районти кирек хăш вырăнта та илме пулать. Çавăнпа та паянхи куна Чистай хули çумĕнчи çĕрсене килĕштеререх параççĕ. Шел пулин те, пурте унта илеймеççĕ. Тата çакна каласа хăвармалла, енчен те çын компьютерпа заявлени пачĕ пулсан, анчах та пĕр уйăхран ял хутлăхне килмерĕ-тĕк, çав çынна черетрен кăлараççĕ.
Пуху питĕ интереслĕ иртрĕ. Залра ларакансем итлесе кăна ларнипе вăхăта ирттермерĕç, малашлăх та пуласлăх пирки те ыйтусем парса сӳтсе яврĕç.
Анат Кăтрата халăхĕ питĕ активлă теес килет. Вăл пĕрре курсах паллă пулчĕ. Çавăн пек пултарулăхпа ял малашне те мăнаçланса пырĕ.
Тепре тĕл пуличчен!
 
: 1031, Хаçат: 7 (945), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: